Комментари хушас

27 Ака, 2017

"Хыпар" ИÇ ача-пăча кăларăмĕсен редакторĕ пьеса çырса диплома тивĕçнĕ

Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕнче нумаях пулмасть ача-пăча пултарулăх театрĕсен "АВАНсцена" республикăри III фестивалĕ иртнĕ. Унта "Хыпар" ИÇ ача-пăча кăларăмĕсен ("Тантăш" хаçат, "Тетте", "Самант" журналсен) редакторĕ Алина Изман диплома тивĕçнĕ.

Театр форумне Раççейри Экологи çулталăкне, Чăваш Енри Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкне халалланă. Фестиваль вăхăтĕнче 11 районпа хуларан 200-е яхăн çын хутшăннă. Вĕсем 13 постановка лартнă. Пĕлтĕр Алина Изман Кÿкеçри "Эйфория-Иллюзия" халăх театрĕ валли "Ну очень запутанная история" пьеса çырнă. Ĕçтешĕмĕр пьеси тăрăх лартнă премьерăпа пĕлтĕрхи раштавра пуçласа паллаштарнă. Юмаха Шупашкар районĕнчи куракансем çеç мар, республикăра та ăна кăмăлласа йышăннă. "Чи лайăх Çĕнĕ çул постановки" номинацире пьеса пĕрремĕш вырăн йышăннă. Юмахра, сăмах май, авторăн икĕ хĕрĕ те - Асьăпа Софья - выляççĕ.

www.hypar.ru

Теги: