Чăваш тĕррине Парижран Брюсселе çитерĕç
Пуш тата ака уйăхĕсенче чăваш тĕррипе эрешленĕ çи-пуçа, сĕтел çиттипе ал шăллине, хушпупа тухьяна — Татьяна Петровăн, Зинаида Вороновăн, Людмила Балтаевăн ĕçĕсене — Парижри Раççей тĕнпе культура центрĕн куравĕнче кăтартни, паллах, асра юлмалли тата мăнаçланмалли пулăм.
«Федерацин Культура министерствинчен Францири çĕнĕ центрта «Раççей сувенирĕ» ятлă курав уçăласси çинчен пĕлтерчĕç. Çакăнта регионсене хăйсен культурипе паллаштарма сĕнчĕç. Эпир Чăваш тĕррин музейĕнче ĕçлекенсемпе пĕрле çийĕнчех Мускавпа çыхăнтăмăр. Пирĕн ăстасен ал ĕçĕсене çĕршыв шайĕнче ырларĕç», — тĕпĕ-йĕрĕпе каласа кăтартать Наци музейĕн пуçлăхĕ Ирина Меньшикова. Çакăн хыççăн вĕсем Татьяна Петрова ăстапа иккĕшĕ инçе çула пуçтарăнма пуçланă. Чăваш Енсĕр пуçне Пушкăрт, Дагестан, Карели, Коми, Хакаси республикисем, Астрахань, Липецк, Тула облаçĕсем хутшăннă ку проекта.
Курава уçма Раççейĕн Францири элчи Александр Орлов тата Раççей культура министерствин департаменчĕн пуçлăхĕ Ольга Ярилова хутшăннă. Вĕсем ал ĕçĕсенче пысăк çĕршывра пурăнакан кашни халăхăн йăли-йĕрки, историйĕ, культури упранни çинчен каласа кăтартнă, экспонатсемпе кăсăкланакансене нумай нациллĕ Раççейпе паллашмашкăн хăнана чĕннĕ.
Чăваш ăстисен ĕçĕсем патĕнче чарăнакансене чи малтанах япаласене алăпа тĕрлени тĕлĕнтернĕ, куçа тÿрех курăнакан тĕс суйлама пĕлни илĕртнĕ. Курава Зинаида Воронова, тĕслĕхрен, кĕмĕл тухйине те парса янă. «Чăнах хаклă металах-ши» тесе çынсем тытсах пăхнă ăна. Чăваш хĕрарăмĕ пĕр пăт таран капăрлăх йăтса çÿренине пĕлсен пушшех тĕлĕннĕ пуçтарăннисем. Çакă ăна саркаланса юрлама та, тапăртатса ташлама та чăрмантарман.
Ирина Петровна Александр Орловпа Ольга Яриловăна «Чăвашсен 18-19-мĕш ĕмĕрсенчи кĕмĕл капăрлăхĕпе пуç хатĕрĕсем» кĕнекене асăнмалăх парнеленĕ. Сăмах май, ăна Чăваш тĕррин музейĕн ăслăлăх ĕçченĕ Наталья Захарова-Кульева пухса хатĕрленĕ, республика Пуçлăхĕн гранчĕпе пичетленĕ. Каталогра музей экспоначĕсен историне, вĕсене кам тата хăçан панине кăтартнă.
Курав хупăнсан ытти регион ăстисем хăйсен япалисене каялла илсе кайнă. Чăвашсен ал ĕçĕсене вара тăван тăрăха илсе килме васкамаççĕ. Францире пурăнакан пĕлĕш Наталья Медведева вĕсене Парижран Брюсселе çитерме палăртнă. Çакăнти ăслăлăхпа культура центрĕн ĕçченĕ, пирĕн ентеш Александр Разумов, пулăшнипе çу уйăхĕнче унта тепĕр курав уçăлĕ. Çакăн хыççăн чăваш халăхĕн пурнăçне сăнлакан тĕрĕ-эрешпе Люксембургра пурăнакансене паллаштарасшăн. Чăваш наци музейĕн проекчĕ çакăнпа та вĕçленмессе, малалла аталанасса шанать Ирина Петровна.
Унсăр пуçне Питĕрте çуралнă Наталья Медведевăн сăн ÿкерчĕкĕсене Шупашкарти куравра кăтартма калаçса татăлнă. Унăн ĕçĕсенче — тĕрлĕ çĕршывра пурăнакан Тĕнче иккĕмĕш вăрçин ветеранĕсем.
Çул çÿрени, тĕнче курни, паллах, кулленхи ĕçре те пулăшать чăвашлăха аталантарассишĕн тăрăшакан хĕрарăмсене. «Парижра Раççей регионĕсенчен пынисемпе тĕл пулса калаçрăмăр, тĕрлĕ ыйтăва сÿтсе яврăмăр. Пĕр çĕршывра пурăнса пĕр-пĕринпе хутшăнманни, чикĕ леш енче курнăçса туслашни хамăршăн та кулăшла пулчĕ.
Çĕнĕ çынсемпе паллашни, çĕнĕ япаласем курса хаклани шухăшлава тарăнлатать. Хамăр халăх çинчен каласа кăтартни мĕне тăрать тата!» — пĕтĕмлетет Ирина Петровна.
Париж хире-хирĕçлĕ пулăмсене йышăнма пĕлекен хула пулнине курса ĕненнĕ вăл. Ахальтен мар архитектура тĕслĕхĕсене илсе кăтартрĕ çул çÿреврен хавхаланса таврăннăскер. Çав вăхăтрах французсем ытти халăх культурине сума сунишĕн хисепе тивĕçлĕ.
Ирина Меньшикова Францие маларах та кайнине аса илчĕ. Ун чухне Геннадий Айхин еткерлĕхне тăван республикăна илсе килнĕ.
Марина ТУМАЛАНОВА.
Наталья МЕДВЕДЕВА сăн ÿкерчĕкĕсем.