«Çӳреççĕ кунта ыттисене кансĕрлесе…»
Çапла каласа кӳрентернĕ сусăр ачана ӳстерекен çамрăк амăшне
Сывă та таса ачана тĕрĕс-тĕкел пăхса ӳстерме, халăха юрăхлă çитĕнтерме çăмăл мар та, сусăр пепкеллĕ ашшĕ-амăшне вара тата кансĕртерех, вĕсен терчĕ-нушине çавнашкал лару-тăрăва лексе курнисем кăна ăнланма пултарĕç.
Пĕчĕк хутаçри пĕр ывăç тăпра
Республикăри хевтесĕр çул çитмен ачасен реабилитаци центрĕнче Ольгăн тăхăр çулти ывăлĕ çулталăкра икĕ хутчен кăнтăрлахи стационарта 21-шер кун медицинăпа социаллă реабилитацие тивĕçет: сиплев физкультурин занятийĕсенче ал-урана тĕреклетет, психолог пулăшнипе кăмăл-туйăма çирĕплетет. Ывăлĕн чĕлхи уçăласса амăшĕ ĕненет. Церебраллă шалкăмпа çуралнă Миша ашшĕ-амăшĕ тăрăшнипе тата тухтăрсем пулăшнипе ура çине тăма пултарнă. Майĕпен пулсан та утса çӳрет халĕ.
Реабилитаци центрĕсенче сусăр ачасене 18 çул тултариччен йышăнаççĕ. Асăннă ӳсĕмрен иртнисене малашне мĕн кĕтме пултарасси ашшĕ-амăшне кăна мар, специалистсене те канăçсăрлантарать. Вĕсен шухăшĕпе, ĕнер ача шутланнă, паян çитĕннĕ çын пулса тăнă инвалида пурнăç çулĕ çине тухма пулăшакан, 22-23 çул тултариччен те пулин кĕлеткепе кăна мар, ăс-хакăлпа та тĕрекленсе çитме май паракан социаллă тепĕр тытăм республикăра кирлех.Малалла вулас...