Комментари хушас

20 Ака, 2017

Çил-тăмана пула автобуссене тата самолета çула кăларман

Паянхи асар-писер те çил-тăманлă çанталăк пирки эпир ĕнер пĕлтерни тÿрре килчĕ. Аса илтеретпĕр, Чăвашгидрометцентрăн пай пуçлăхĕ Марина Китарьева талăкĕпех юр тата йĕпе юр çăвассине, çил çурçĕр-хĕвеланăç енчен çеккунтра 18 метр хăвăртлăхпа вĕрессине, тăман вĕçтерессине асăрхаттарнăччĕ.

Чăваш Енĕн Транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министерстви пĕлтернĕ тăрăх, федераци пĕлтерĕшлĕ çул-йĕре тасатма паян ирхи 7 сехетре 40 техника тухнă. Республика пĕлтерĕшлĕ çулсене 75 техника тасатнă вырăнти çулсене - 92 единица. Çул пăрлакланасран ятарлă реагент та сапма тивет.

Вунă сехетре Шупашкарти аэропорта вăхăтлăха хупнă. "Шупашкар-Мускав" ирхи рейспа самолет çула тухнă-ха, анчах кăнтăрлахи рейса каярах вăхăта куçарнă. Вăл миçере хускалассине пĕлме Шупашкартри аэропортра кăнтăрла иртни виççĕ хыççăн шăнкăравлама сĕнчĕç. Аэропорт телефонĕ - 30-11-76.

Шупашкарти тĕп вокзалтан тухакан хуласем хушшинчи 117 рейса тата муниципалитетсем хушшинчи 51 рейса çула тухма чарнă. Хусана, Чулхулана, Чĕмпĕре тата Саранска каякан автобуссене те рейса кăларман. Тĕплĕнрех пĕлес тесен "АвтоВАС" акционерсен обществине 28-90-00, 28-65-82 номерсемпе шăнкăравламалла.

"Чăвашавтотранс" предприяти турттаракан хула çум тата муниципалитетсем хушшинчи рейссем пирки 52-71-81, 52-74-81, 52-70-79 номерсемпе уçăмлатмалла.

www.hypar.ru