Комментари хушас

19 Ака, 2017

МАЙĔПЕН ЧАКАРМАЛЛА

Юнри холестерин шайĕ пысăк пулни сывлăхшăн сиенлине кашниех пĕлме кирлĕ. Анчах ăна тăрук чакарни те усăллă мар, тĕслĕхрен, ÿсен-тăранпа виçене ÿстермесĕр усă курса майĕпен чакармалла. Малтан тухтăрпа канашласан лайăхрах.

Ыхрапа пыл. Вунă пуç ыхрана тата вунă лимона хуппипех /вăррисĕр/ аш арманĕпе авăртмалла. 1 литр пыл хушмалла. Холодильникре 5-7 кун лартмалла. Хутăша кунне 3 хут апат умĕн 1-ер чей кашăкĕ ĕмсе çăтмалла. Курс — хутăш пĕтиччен.

Лимонпа ыхра. Тăватă пуç ыхрапа тăватă лимона аш арманĕпе авăртмалла. Вĕренĕ 3 литр шыва ярса тĕттĕм вырăнта 2-3 кун лартмалла. Сăрăхтармалла. Холодильникре пĕр эрне таран упрама юрать. Унтан çĕнĕрен хатĕрлемелле. Шĕвеке кунне 3 хут апат умĕн 100-шер миллилитр ĕçмелле. Курс — 40 кун. Вар-хырăм, пÿре чирлĕ чухне ĕçме юрамасть.

Ÿсен-тăран шĕвекĕ. Вĕ­тет­нĕ типĕ хурăн папкине, эмел курăкĕн /ромашка аптечная/, сарă кушак урин /бессмертник/ чечекне, сар çип утине /зверобой/ пĕр виçепе илсе хутăштармалла. 1 чей кашăкĕ пухха тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла, 30-40 минутран сăрăхтармалла, тĕпĕнчине пăчăртаса юхтармалла. 1 чей кашăкĕ пыл хушмалла. Ирсерен апатчен тата каçхине çывăрма выртас умĕн 1-ер стакан ăшăлла ĕçмелле. Курс — çулталăкра пĕрре 40 кун.

Типĕ улма-çырла. Çуршар килограмм кирек мĕнле мăйăр тĕшшине, иçĕме, курагана, хура сливăна аш арманĕпе авăртмалла. Çăра пăтă пулмалăх пыл хушмалла. Холодильникре упрамалла. Кунне 2-3 хут 1-ер апат кашăкĕ çимелле. Курс — хутăш пĕтиччен.

Кукша пуç. Чĕрĕ кукша пуçа /одуванчик/ тымарĕпех тата чечекĕсĕр вĕтетмелле. 100 миллилитр шурă эрехе ямалла, 7-10 кунран сăрăхтармалла. Кунне 2 хут апат умĕн 20-шер тумлам ĕçмелле. Курс — 3 уйăх.

Шăнăр курăкĕ. Шăнăр курăкĕн /подорожник/ 1 апат кашăкĕ типĕ çулçине тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла. 10-15 минутран сăрăхтармалла. Пĕчĕк сыпкăмсемпе пĕр сехетре ĕçсе ямалла. Курс — 30 кун.

Аçтăрхан мăйăрĕ. Аçтăрхан мăйăрĕн вĕтетнĕ 1 чей кашăкĕ шалти çурхахне тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла. 5-10 минут вĕретмелле. Çулăм çинчен илсен 1 сехетрен сăрăхтармалла. Холодильникре упрамалла. Кунне 3 хут апат умĕн 1-ер апат кашăкĕ ĕçмелле. Курс — 30 кун.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.