Комментари хушас

19 Ака, 2017

Сĕт пама тухнă çынсен юн пусăмне ачасем виçеççĕ

Çапла майпа тухтăр ÿсекен ăрăва медицинăпа çывăхлатать

Хăйĕн ĕçне чунтан парăннă вăл. «Турăран ку врач», — теççĕ ун пеккисем пирки. Чирлисене эмелпе кăна мар, ăшă сăмахпа та, сиплĕ курăкпа та сиплет. Сăмахăм Патăрьел районĕн тĕп больницин Турханти врач амбулаторийĕн пĕтĕмĕшле практика тухтăрĕ Анатолий Кольцов çинчен.

Ыран та, тепĕр кун та ĕçе каяс килтĕр

Вăл ачаранах тухтăр пулма ĕмĕт­леннĕ. Çак ĕçе суйлама çемьере шурă халатлисем пулни те хистенĕ. Анатолий Валентиновичăн амăшĕ Мария Егоровна Турханти психоневрологи интернатĕнче ĕмĕрĕпех санитаркăра ĕçленĕ. Аппăшĕ Юлия Канашри медицина училищинче пĕлÿ илнĕ. Çавăнпа каччă 9 класс хыççăн çав медучилищĕне çул тытнă. Çулталăк вĕреннĕ хыççăн ăна çара илнĕ. Хĕсмет хыççăн вăл пĕлĕвне тата тарăнлатнă. Каярахпа И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультетĕнче вĕреннĕ. Студент çулĕсенчех Шупашкарти васкавлă медпулăшу больницин хирурги уйрăмĕн­че вăй хунă. Диплом илсен тăван ялĕнчи участок больницине вырнаçнă. «Коллектив лайăхчĕ, мана хапăлласах йышăнчĕç. Ун чухне стационар та пурччĕ. Чирлисем 11 ялтан çÿретчĕç. «Çемье тухтăрĕ» программа вăя кĕнĕччĕ те — ятарлă курса кайса ăсталăха ÿстертĕм. Сăмах май, тухтăрăн яланах вĕренмелле, аталанмалла. Эпĕ пĕлÿ илме, тавра курăма ÿстерме кăмăллатăп. Мускаври, Чулхулари ятарлă курссене, наука конференцийĕсене тăтăшах çÿретĕп. Психиатра, нарколога вĕрентĕм. Коллективпа пĕрле туслă, килĕштерсе ĕçлесе районти офиссен хушшинче тăтăшах 1-мĕш вырăн йышăнатпăр. Халĕ те пирĕн пата 11 ялтан çÿреççĕ. Аслă Арапуçран та, Патăрьелтен те килеççĕ. Никама та кăларса ямастăп», — каласа кăтартрĕ Анатолий Валентинович.

Асăннă участок районта чи пысăкки. Кунта нормăпа 1500 пациента пăхмалла тăк, 4000 ытла çынна йышăнаççĕ. Кунсăр пуçне тухтăра киле те чĕнсе илеççĕ. Амбулаторире килти пекех хăтлăхпа тирпейлĕх хуçаланать. Тухтăр патне кĕме черет кĕтекенсем телевизор пăхаççĕ. Раççей телекуравĕн эфирĕнчи Елена Малышева ертсе пыракан кăларăмсене сиктермеççĕ. Ятарлă пÿлĕмре турăшсем пур, чирлисем сывлăхшăн Турра кĕлтăваççĕ. Амбулаторире педиатр, шăл тухтăрĕ, гинеколог /Патăрьелтен килсе çÿрет/ йышăнаççĕ. Процедурăсем тăвакан медсестра та пур. Халăхăн Патăрьелне кайса çÿремелле мар — çакă паха. Вырăнтах сывлăха тĕрĕслеттерме, сипленме пулать.

«Эпир çемьере тăваттăн — виçĕ хĕрпе пĕр ывăл — пулнă. Çавăнпа манăн, тĕпкĕчĕн, аттепе аннене пăхма яла килмелле пулчĕ. Шупашкарта та малашлăх пысăкчĕ. «Санăн пулать, атя юл», — тетчĕç мана хирургра ĕçленĕ чухне. Диплом илсен темиçе больницăна та чĕнчĕç... Тухтăра вĕреннĕшĕн пĕрре те ÿкĕнместĕп. Чи кирли — ĕçрен киленÿ илмелле. Ĕçе каясси йывăр кутамкка çакса янă пек ан пултăр. Ыран та, тепĕр кун та ĕçе каяс килтĕр», — калаçăва сыпăнтарчĕ тухтăр.

Тĕпчеççĕ, флешмобсем ирттереççĕ

Анатолий Кольцовăн пуçарăвĕпе шурă халатлисем хăйсен ĕçне шкул ачисене те явăçтараççĕ. Çамрăк ăру профессие шкул саккинченех тĕрĕс суйласа илтĕр теççĕ. «Тухтăра вĕренме чун-чĕре ыйтнипе каймалла. Унсăрăн лайăх специалист пулаймастăн. Турхан шкулĕнче вĕренекенсемпе конкурссем йĕркелетпĕр. Донар кунне ирттерме пирĕн пата Шупашкартанах килеççĕ. Ачасем ашшĕ-амăшне юн пама чĕнеççĕ, флешмобсем ирттереççĕ. Пĕлтĕр ÿпке чирĕсемпе кĕрешмелли çулталăк пулчĕ. Çавăнпа çыхăнтарса тĕрлĕ мероприяти пуçартăмăр. Вĕренекенсем ялта ирсерен усламçăсене сĕт пама тухакансен юн пусăмне виçме хутшăнаççĕ.

Çу уйăхĕн 31-мĕшĕнче, пирус туртнине хирĕçлемелли кун, пысăк мероприяти йĕркелесшĕн. Ачасем туртакансене ыйтăма явăçтараççĕ. Мĕншĕн туртаççĕ? Сиенлĕ йăлапа миçе çул туслă вĕсем? Пирус мăкăрлантарма пăрахасшăн-и? Мĕн чăрмантарать туртма пăрахма? 200-300 çынран ыйтса пĕлнĕ хыççăн тĕпчев ĕçĕсем çырĕç. Çу уйăхĕн 31-мĕшĕнче Патăрьел больницин тухтăрĕсен умĕнче тухса калаçĕç. Çакăн пек майсемпе эпир çамрăксене медицинăпа интереслентересшĕн. Малашлăхра хамăр хыççăн хăварма специалистсем хатĕрлемелле», — шухăшне палăртрĕ Анатолий Валентинович.

«Сывлăхли — упран, чирли — сиплен»

Анатолий Кольцов медицинă­па çыхăннă чăвашла кĕнеке-спра­вочниксем те кăларать. Вĕсене чирлисене валеçсе парать. Амбулаторире «Сывлăхли — упран, чирли – сиплен» стенд йĕркеленĕ. Кунта кашниех унăн кĕнекисемпе паллашма пултарать. «Çак ĕç мĕнрен пуçланчĕ тетĕр-и? Шупашкар вырăс хули пекех халĕ. Больницăсенче тухтăрсем вырăсла кăна пуплеççĕ. Ялтан кайнă ватăсем хăйсен чирĕ пирки каланине тĕпĕ-йĕрĕпех ăнланаймаççĕ. Сиплеве епле ирттермеллине те вырăсла çырса параççĕ, кайран манăн вĕсене тепĕр хут ăнлантарма тивет. Çыннăн чунĕ патне тăван чĕлхе урлă кăна пыма пулать. Вăт çавăнпа чăвашла кĕнекесем çырма шухăшларăм та. Сăвăçăнни пек хавхалану çуралать те — çĕр каçипех ларатăп. Вĕсем — харпăр хăй чирĕ пирки иккĕленекенсем валли. Çыннăн мĕнле сипленесси пирки иккĕленмелле мар. Атту хăшĕсем тĕрлĕ шухăша итлесе мĕн тумаллине те пĕлмеççĕ. Эпир вĕсене йăлтах каласа ăнлантаратпăр, тĕрĕс çул çине тăрататпăр. Юн пусăмĕ пысăк пулни, шăм-шак, сахăр, бронхит, чĕре чирĕсем пирки кĕнекесем кăлартăм», — хăйĕн ĕçĕпе хавхаланса паллаштарчĕ тухтăр.

Анатолий Кольцов пĕлтернĕ тăрăх, паян юн пусăмĕ пысăккипе аптăракан питĕ йышлă. Çакă хускану сахал тунипе, тĕрĕс мар апатланнипе çыхăннă. Чир сăлтавĕсене уçăмлатнă, мĕнле сипленмеллине туллин каласа ăнлантарнă хыççăн Турханти, Хурама Тăварти кинемейсемпе мучисем Скандинави уттипе çÿреме пуçланă. Икĕ патакпа утнă чухне организмри мышцăсен 90 проценчĕ ĕçлет. «Сывлăха аптекăран туянаймăн, вăл çыннăн пуçĕнче, шухăшлавĕнче», — тени те тĕрĕсех. «Тем те пĕр шухăшласан чиртен хăтăлаймастăн. Кулянмасан, сываласса çирĕп шансан, малашнехи ĕмĕтсемпе пурăнсан операцие тÿссе ирттерме, чире парăнтарма çăмăлрах. Ялан лайăххине шанмалла. Чирлисене пĕччен хăварма тăрăшмастпăр, калаçтаратпăр, пулăшатпăр. Чирлĕ çыннăн тухтăрпа пĕрле пулмалла. Вара чире çĕнтерме пулать», — чунне уçрĕ Анатолий Валентинович. Сăмах май, вăл хăй те сывă пурнăç йĕркине пăхăнать, Скандинави уттипе çÿресе ыттисене ырă тĕслĕх кăтартать.

Хĕç курăкĕ пулăшать

«Юн пусăмĕ пысăк пулнинчен виçĕ мелпе — эмелпе, физкультура туса, тĕрĕс апатланса — сипленме пулать. «Тăварсăртарах çиетĕр — юн пусăмĕ сахалрах ÿсет», — тетĕп чирлисене. Эмел те икĕ тĕрлĕ пулать. Аптекăри тата ăна пулăшакан сиплĕ курăксем. Пирĕн енче заводсем çук, сывлăш таса. Шкулта вĕренекенсемпе, хамăн ачасемпе — манăн икĕ ывăлпа пĕр хĕр — пĕрле хирсенчи, вăрмансенчи сывлăхшăн усăллă курăксене, çырласене пухма тытăнтăмăр. Интересленсе кайрăм та «Сиплĕ курăксем» кĕнеке кăлартăм. Калăпăр, пирĕн тăрăхра анлă сарăлнă лачака тип курăкĕ /сушеница/ юн пусăмне чакарма пулăшать. Хĕç курăкĕ /сабельник/ шăм-шак чирĕнчен пулăшать. Хĕрлĕ клевер чечекĕ пуç ыратнине ирттерет. Çак тата ытти курăка пуçтарса сулхăнра типĕтетпĕр те çынсене валеçсе паратпăр», — каласа тĕлĕнтерчĕ тухтăр.

Вăрманлă тăрăхра усал шыçă чирĕпе чирлекен сахалрах пулĕ тенĕччĕ. Çук иккен... Иртнĕ çул икĕ çыннăнне рак тупса палăртнă. Çакна тухтăр çынсем вăй-хал ĕçне сахал тунипе, таса мар /хими нумай/ апат çинипе çыхăнтарать. Пахча çимĕç ÿстерме мĕн чухлĕ удобрени сапатпăр, колорадо нăррине вĕлерме хими им-çамĕпе усă куратпăр. Таса апата, килти какая, килте пĕçернĕ çăкăра ытларах çиме тăрăшмалла. «Хальхи çынсен сывлăхĕ, унчченхи ăрăвăннипе танлаштарсан, хавшакрах. Иммунитета çирĕплетес тесен физкультурăпа туслашмалла, нумайрах ĕçлемелле, уçă сывлăшра ытларах пулмалла, таса апат çимелле. Халĕ ялта çĕр улмине тракторпа лартатпăр, унпах кăларатпăр. Утта та хурçă ут çулать...» — палăртрĕ Анатолий Валентинович.

Анатолий Кольцовăн хăйĕн те йывăр чире парăнтарма тивнĕ. Çывăх çыннисем, тăванĕсем, ял çыннисем нумай пулăшнине каларĕ вăл. «Кун пеккине тăшмана та сунмастăп, çынсем ан чирлеччĕрех», — тет. Турра ĕненет, чиркĕве çÿрет, типĕ тытать. Çынсене те типпе пăхăнма сĕнет. «Халĕ çынсем туслă хутшăнмаççĕ. Уйрăмшаррăн, кашни хăйĕн тĕнчинче пурăнаççĕ. Эпĕ çурт лартнă чухне нимене 100-150 çын пухăннăччĕ. Халĕ ун пекки çук ĕнтĕ. Кашни харпăр хăйшĕн пурăнни кулянтарать мана», — чунне уçрĕ Турхан хутлăхĕнчи хисеплĕ врач. Ĕмĕчĕсем пысăк унăн: юн пусăмĕпе çыхăннă диссертацие хÿтĕлесе кандидат ятне тивĕçмелле, малашне те чăвашла кĕнекесем çырмалла... Хăйĕн ывăлĕсем те тухтăр профессине суйласса шанать телейлĕ ашшĕ.

Роза ВЛАСОВА.

Автор сăн ÿкерчĕкĕ

 

ШУХĂШ

Александр СЫМОВ, Турхан шкулĕн вĕрентекенĕ:

— Хăйĕн ĕçне лайăх, тĕплĕн тунăран ăна таврари ялсенче те лайăх пĕлеççĕ. Анатолий Кольцов хăйĕн çулне тĕрĕс суйланă. Хăть хăш вăхăтра та — çĕрле-и, ирхине-и, пушă-и, ĕçлĕ-и — яланах пулăшма васкать. Ватăсене хăйĕн машинипе республика больницине лартса каять. Çав вăхăтрах общество ĕçне хастар хутшăнать, волонтерсемпе тĕрлĕ мероприяти йĕркелет. Вăл пуçарнипе пирĕн патра Донор кунĕ шавлă иртет. Ытти ял тăрăхĕпе танлаштарсан пирĕн ял чи нумай юн параканни. Патăрьелте те пирĕннинчен сахалрах. Халăх ăна çав тери хисеплет, пурте ун патне туртăнаççĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.