Комментари хушас

Шупашкар районĕнчи Урай Макаçа хăй вăхăтĕнче малашлăхсăррисен шутне те кĕртес тенĕ. Анчах вăл пĕтме мар, çирĕппĕн малалла аталанса пырать. Çакна ялти капмар та çирĕп çуртсем кăна мар, хăтлă урамсем те, тирпейлĕ палăксем те çирĕплетеççĕ. Паян унта Пĕтĕм Раççейри халăх фрончĕн регионти хастарĕсемпе вырăнти ÿркенмен маттурсем мемориал комплексне хăтлăх кĕртнĕ.

Нимелле ĕçе паян ытахальтен тухман. Ака уйăхĕн 18-мĕшĕнче пирĕн çĕршывра Раççейĕн çар мухтавĕн кунне палăртаççĕ тата Палăксемпе историлле вырăнсене сыхламалли пĕтĕм тĕнчери кун та паянах шутланать.

Халăх фрончĕн представителĕсем яла пысăк йышпа пырса çитнĕ. Ютрисен тăрăшăвне вырăнтисем сăнаса ларнипех çырлахман: алла кĕреçе тата кĕрепле тытса ĕçе кÿлĕннĕ. Пĕччен пăтă çиме, йышпа авăн çапма аван теççĕ те, харăс тăрса тăрмашнине кура ĕç хăвăрт кайнă: вырăнти парка вун-вун хунав часах лартса  тухнă. Мемориал комплексĕ вырнаçнă территорие те йышпа тирпейленĕ.

Урай Макаçĕнчи мемориал комплексĕн историйĕ пуян. Тахçан вăл вырăнта Тăван çĕршывăн аслă вăрçине хутшăннисене аса илтерекен палăк çеç пулнă. Пĕлтĕр ял çыннисем Пĕрремĕш тĕнче вăрçинче пуç хунисене асăнса палăк тата Тăван çĕршывăн аслă вăрçинчен таврăннисене хисеплесе постамент вырнаçтарнă. Хыснаран укçа ыйтмасăр, халăхран пĕрчĕн-пĕрчĕн пухнă укçапа тата уçă кăмăллă организацисем пулăшнипе. Ĕçе ялти хастар Христофор Макаров йĕркелесе пынă.

www.hypar.ru

Вера ТИТОВА. Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА сăн ÿкерчĕкĕсем.