Вера ТИТОВА. Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА сăн ÿкерчĕкĕсем.

18 Ака, 2017

Шупашкар районĕнчи Урай Макаçри мемориал комплексне Халăх фрончĕ çĕнĕ варкăш кĕртнĕ

Шупашкар районĕнчи Урай Макаçа хăй вăхăтĕнче малашлăхсăррисен шутне те кĕртес тенĕ. Анчах вăл пĕтме мар, çирĕппĕн малалла аталанса пырать. Çакна ялти капмар та çирĕп çуртсем кăна мар, хăтлă урамсем те, тирпейлĕ палăксем те çирĕплетеççĕ. Паян унта Пĕтĕм Раççейри халăх фрончĕн регионти хастарĕсемпе вырăнти ÿркенмен маттурсем мемориал комплексне хăтлăх кĕртнĕ.