Комментари хушас

14 Ака, 2017

Чиркĕве Мăнкун кěллине çирěп тĕрĕслесе кĕртнине ăнланма ыйтаççě

"Сыхланакана Турă сыхлать", - теççĕ ваттисем. Ку каларăш чăнлăхне çÿлти хăвата ĕненекенсем çеç мар, ахаль çынсем те ăша хываççĕ. Хăрушсăрлăх пирки ĕнер Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Мăнкун уявĕ вăхăтĕнче халăха хăрушсăрлăхпа тивĕçтересcипе çыхăннă ыйтупа канашлура калаçнă.

Тĕнчери тата çĕршыври лару-тăру лăпках мар тесен те йăнăш мар. Халăх йышлă пуçтарăнакан вырăнсенче йĕрке хуралçисем йышли вĕсем сыхлăхшăн çине тăнине палăртать. Усал шухăшлисем уява-мĕнне те пăхса тăмаççĕ. Египетра Кăчкă уявĕнче кĕлле пуçтарăннă çынсем шар курни те сыхă пулма хистет.

Ĕнер, ака уйăхĕн 13-мĕшĕнче, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Мăнкун уявĕнче халăха хăрушсăрлăхпа тивĕçтерес ыйтупа ĕçлĕ канашлу ирттернĕ. Чиркÿсене кĕнĕ çĕрте йĕрке хуралçисем пулĕç. Вĕсем çынсене тĕрĕслесе кĕртĕç. Кĕлле кĕрес текенсен кĕпĕрленме ан тивтĕр тесен службăна кăшт маларах пырса васкамсăр кĕрсен аван. "Халăха хăрушсăрлăхпа тивĕçтермелле. Пĕлтерĕшлĕ уяв Чăваш Енре кирлĕ пек пысăк шайра ирттĕр", - тенĕ республика Пуçлăхĕ.

www.hypar.ru