Комментари хушас

7 Ака, 2017

Кĕмĕл шыв сикки те пур кунта

Муркаш тăрăхĕнче илемлĕ вырăнсем пур-и? Хăнасене ăçта илсе кайса кăтартма пулать? Кун пирки Муркашри ача-пăча пултарулăх çурчĕн директорне Алевтина Рожковăна каласа кăтартма ыйтрăмăр.

Муркашсем пĕлтĕр вĕренÿ туризмĕ енĕпе «Муркаш районĕ — туризм тăрăхĕ» проект хатĕрлесе 200 пин тенкĕлĕх грант çĕнсе илнĕ. «Çак укçа-тенкĕпе эпир ачасене экскурсисене илсе çÿрерĕмĕр. Вĕсем Шупашкара, Йошкар-Олана, Козьмодемьянска кайса курчĕç. Хамăр тăрăхри хитре вырăнсемпе те паллашрĕç. Муркаш районĕнче курса çÿремелли икĕ маршрут хатĕрленĕ. Пĕрремĕшĕ — «Муркаш — Ильинка — Каршлăх — Калайкасси — Москакасси — Муркаш». Иккĕмĕшĕ — «Муркаш — Çуткÿл — Турай — Исетерккĕ — Сосновка — Уйкас Янасал — Вăрманкасси — Муркаш». Пирĕн районта — 24 шкул. Вĕренекенсене кашни шкултанах икĕ маршручĕпе те ярас терĕмĕр. Вĕсен йышĕнче — вĕренÿре лайăх ĕлкĕрсе пыракансем, туризмпа интересленекенсем, ăнăçлах мар çемьесенчи ачасем. Çул çÿреве ачасем Муркашри тури чăвашсен музейĕнчен пуçлаççĕ. Кун пек аваллăх управçи республикăра пĕртен пĕрре. Ильинкăра 480 çул ÿсекен юман пур. Унăн вуллин периметрĕ — 570, диаметрĕ 182 сантиметр. Çÿллĕшĕ 20 метр. Çут çанталăк палăкĕ вăл. Малалла вулас...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.