Комментари хушас

4 Ака, 2017

Анне йăмăкĕ. Галина АЛИМАСОВА

(Ача чухнехи)

...Алăк патĕнчи вырăн çинче анне выртать. Вăл ĕнтĕ тахçантанпах чирлĕ. Тулта çанталăк асар-писер чухне вăл вырăн çумне анса ларать. Сывлаймиех пулса ларнăскер, хăйне валли Турăран вилĕм яма ыйтать.

Аппа пÿрте кĕрсен тумтирне хывичченех аннен урисене тытса пăхать. Хăш чухне анне вилсех каять пек, вара аппа унăн урисене тытса хытах силлет. "Ан вил, - йăлăнать вăл. - Уç куçусене". Темиçе хутчен те пулнă ун пекки. Паян та акă, анне нимĕн чĕнменнине кура, аппа ун патне пычĕ. ...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.