Комментари хушас

30 Пуш, 2017

Чăвашлăх туйăмне вăратасшăн

Комсомольски салинчи культура çуртĕнче В.Х.Зайцева ячĕллĕ халăх театрĕ пур. Унтах ачасем валли «Спутник» студи ĕçлет. Ăна 16 çула яхăн Лариса Носова режиссер ертсе пырать. Ача-пăча студийĕ вара унчченех пулнă, халĕ те вăл пултаруллă ачасене аталанма çул уçса пырать.

Ачасене пысăк сцена çине кăларнă

Паянхи шăпăрлансем компьютер умĕнче нумай ларни питĕ пăшăрхантарать культура ĕçченне. Мĕнле илĕртмелле-ха вĕсене ÿнер тĕнчине? Илемлĕ вулав конкурсĕ ирттернĕ май режиссерăн пĕчĕккисемпе тăтăшах хутшăнма тивет. Пĕрне чĕнет вăл, теприне… Ачасенче кăсăклăх çуратма пултаракан вăрттăнлăх пурах-тăр режиссерăн. Кашни çынрах мĕнле те пулин пултарулăх пытаннă теççĕ-çке. Çакна уçма пĕлсен, аталанма пулăшсан ÿсĕм те нумай кĕттермĕ. Сăмахран, Лариса Витальевна пĕр ачана асăрхать те унпа калаçу пуçарать: «Эсĕ мĕн ятлă?» «Матвей», — хуравлать шăпăрлан. «Пăхатăп та, артист ăсталăхĕ енĕпе Турри кÿрентермен пек туйăнать сана. Авă манпа мĕнле хитре калаçатăн», — ачапа пĕр чĕлхе тупма тăрăшать режиссер. Çак сăмахсене илтсен пĕчĕкскер хавхаланать, хăйĕн вăйне, пултарулăхне ĕненме тытăнать. Театрпа туслашасси çавăнтан пуçланать те. Лариса Витальевна патне çÿренĕ Даша Лукиянова, тĕслĕхрен, халĕ республикăри Культура училищинче режиссер ăсталăхне алла илет. Хăйĕн вĕрентекенне курмассерен пурнăçĕ çинчен çунатланса каласа парать пике.

Культура çуртĕнче савăнăçлă мероприяти тăтăшах иртет. Тĕрлĕ уява хатĕрленнĕ май Лариса Витальевна ачасенчен пулăшу ыйтма шкула çул тытать. Эх, савăнăçлă туйăмпа кĕпĕрленсе кĕреççĕ вара ачасем культура çуртне! Икĕ-виçĕ репетици хыççăн та киле васкакан çук-мĕн. Пысăк йыш компьютер умне ларса ыттисен ĕçĕпе паллашать, çивĕч шухăшлисем сĕнÿ те параççĕ.

— Пĕррехинче районти фестивале хутшăнмаллаччĕ. Шкул ÿсĕмне çитменнисемпе 15 минутлăх сценка лартмаллаччĕ. Ĕлĕкхи чăваш кĕписене тупрăмăр-ха. Анчах ачисем вырăсла е тутарла калаçаççĕ! Вĕсене сцена çине кăлариччен чăвашла вĕрентме тиврĕ. Сценкăна епле ĕнентерÿллĕ выляса кăтартрĕç вĕт! Пултарулăха мĕн пĕчĕкрен аталантарни уйрăмах лайăх. Ачасемпе ĕçлеме питĕ кăмăллă. Вĕсем палăртнă вăхăта яланах килеççĕ. Талантлисене манăн пысăкрах сцена çине кăларас килет. Малти вырăна тухаймасан та, чи пĕлтерĕшли — хăйне тĕрĕслени, — палăртрĕ Лариса Витальевна.

Каçалти 1-мĕш шкулта вĕренекен Максим Исаевран малашнехи шухăш-тĕллевĕпе паллаштарма ыйтсан ахальтен мар-тăр вăл: «Актер пулас килет. Çынсем мана сцена çинче курса савăнччăр», — терĕ. «Спутник» студие çÿрекенсенчен чылайăшĕ çапла шухăшлать, унсăр пуçне ташăçă е юрăç пулма ĕмĕтленекен те пур.

Чи лайăх аталану меслечĕ

— Театр студине çÿрени — ачасене мĕн пĕчĕкрен аталантармалли питĕ лайăх меслет, — Лариса Витальевнăпа килĕшет Комсомольски салинчи пĕрремĕш шкулта кĕçĕн классене вĕрентекен Елена Сереброва. Вăл «Спутник» студипе тачă çыхăнса ĕçлет.

— Пĕрремĕш класрах театр ĕçне хутшăнтарсан ку вĕсен чун киленĕçĕ пулса тăрать, — каласа парать Елена Николаевна. — Тăваттăмĕш класс тĕлне сĕнÿпе пулăшаççĕ, хăйтĕллĕнлĕхĕ ÿсет вĕсен. Сцена çинче çухалса каймаççĕ, хăйсене тытма пĕлеççĕ. Çакă малашнехи пурнăçра та питĕ кирлĕ.

Ачасем район тата республика конкурсĕсенче тăтăшах палăраççĕ. Акă «Непоседы» ушкăн Патăрьелте 3-мĕш вырăна тухнă. «Шкул историйĕсем» композиципе вара республикăра 3-мĕш вырăн йышăннă. Халĕ пултаруллă коллектив Шупашкарти «Чĕрĕ сăмах» конкурса хутшăнасшăн, çавăнпа ачасемпе педагог питĕ тăрăшса хатĕрленеççĕ.

Тепĕр кăсăклă самант. Шкулта арçын ачасен хорĕ те пур, хĕрачасем вара ташă кружокне çÿреме кăмăллаççĕ. Çакă, паллах, шкул ачин пушă вăхăтне усăллă ирттерме пулăшть.

— Театра малалла аталантарасчĕ. Ачасемпе пĕрле хам та ÿсетĕп. Вĕсен çитĕнĕвĕсем хамăннинчен те ытларах савăнтараççĕ, — пĕтĕмлетрĕ Елена Николаевна.

Сирĕн шкулта, культура çуртĕнче театр студийĕ пур-и? Апла пире ун çинчен çырса пĕлтерĕр. Унăн ĕç-хĕлĕпе паллашма питĕ кăсăклă.

Кино ÿкерĕнме чĕннĕ

Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ, Республикăри халăх пултарулăхĕн центрĕн методисчĕ Владимир Григорьев çамрăк талантсене тупса палăртассипе анлă ĕçлет. «Халăх театрĕсем валли эпир çулсеренех фестивальсем йĕркелетпĕр. Сăмахран, кĕркунне «Юмах çăлкуçĕ» фестиваль иртет. Кăçал виççĕмĕш çул СССР халăх артистки Вера Кузьмина ячĕллĕ вулав конкурсне йĕркелетпĕр. Кăçал вăл регионсен шайне тухрĕ. Тĕп тĕллев — пултаруллă ачасене шыраса тупасси. Ăна ака уйăхĕн 28-мĕшĕнче Чăваш наци библиотекинче пĕтĕмлетĕпĕр. Унта 80-90 ача килет. Вĕсем пурте — пирĕн лауреатсем. Ачасене пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн ÿсĕм тума пулăшатпăр. Сăмахран, Йĕпреç районĕнчи Пучинкери Илья Шибаев 2-мĕш класрах сăвă вулатчĕ, ун чухне ăна амăшĕ пĕрремĕш хут Канаш хулине ăмăртăва илсе пынăччĕ. Халĕ унăн ăсталăх шайĕ ÿсни куçкĕрет. Петĕр Хусанкай çуралнăранпа 110 çул çитнине халалланă конкурсра иккĕн сăвă вуларĕç. Пĕри – Красноармейски районĕнчи Настя Козлова, тепри шăпах Илья Шибаев пулчĕ. Конкурс вĕçленсен ЧР Пуçлăхĕ иккĕшне те чĕнсе илчĕ, сехет парнелерĕ. Çакă та пысăк хавхалантару-çке. Елчĕк районĕнчи Лиза Казначеева, Катя Цыганова та пултарулăхĕпе тĕлĕнтернĕччĕ. Республикăри кинорежиссер Владимир Карсаков Патăрьел районĕнчи Атăк ачине Данил Егорова вара кăçал хăйĕн фильмне хутшăнтарасшăн. Çав ачасене эпир хавхалантаратпăр, артист туйăмне вăратса, чăвашлăха сыхласа хăварас тесе тăрăшатпăр», — пĕтĕмлетрĕ Владимир Николаевич.

Лариса ПЕТРОВА.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.