Комментари хушас

15 Ака, 2014

Хĕрсен хастарлăхĕ иксĕлми

Тĕрĕссипе, Шупашкарти техникумсен командисен хушшинче иртнĕ футболистсен турнирĕнче хĕрсем мала тухаймарĕç, çапах вĕсен хастарлăхĕ пурне те тĕлĕнтерчĕ.

Ăмăрту хулари «Текстильмаш» спорт залĕнче иртрĕ. Унта транспортпа строительство технологийĕсен, механика-технологи, коопераци техникумĕсен тата хĕрсен «Волжанка» командисем тупăшрĕç. Турнир пĕтĕмлетĕвĕпе «ылтăна» механика-технологи техникумĕн студенчĕсем /тренерĕ - Александр Минеев/ çĕнсе илчĕç. Вĕсен капитанĕ Евгений Софронов «Чи лайăх футболист» ята тивĕçрĕ. Çавăн пекех ятарлă парнесемпе Вячеслав Ухваркина /тапăнса вылякан/, Евгений Ильина /хÿтĕлевçĕ/, Марина Репинăна /хапхаçă/ чысларĕç.

Хĕрсен «Волжанка» команди коопераци техникумĕн каччисемпе вылянă чух уйрăмах палăрчĕ. Ку вăйăра пикесем пулас кооператорсене 4:3 шутпа çĕнтерчĕç. 11-мĕш класра вĕренекен Марина Макшеева тата ЧПУн историпе географи факультечĕн студентки Кристина Романова хастар пулчĕç: пĕри - 3, тепри пĕр гол тапса кĕртрĕç.

 

Шупашкар районĕ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.