Комментари хушас

29 Пуш, 2017

Калининăра башньăсăр юлнă çынсене шыв панă

Пуш уйăхĕн 26-мĕш каçхине Вăрнар районĕнчи Калинино ялĕнче шыв башни тÿнсе кайнă. Нумай хваттерлĕ 8 çуртри 200 хваттерте пурăнакансем пĕр тумлам шывсăр тăрса юлнă. Инкеклĕ лару-тăрăва паян ирпе пĕтернĕ. Кун пирки пире "Март" управляющи компани директорĕ Геннадий Ильин пĕлтерчĕ.

Нумай хваттерлĕ çуртсене шывпа тивĕçтерекен башньăна 1982 çултах тунă. Вăл Калинин ял тăрăхĕн балансĕ çинче пулнă. "Çĕнтерÿ çулĕ" райхаçат пĕлтернĕ тăрăх, 2013 çултанпа башньăна "Март" управляющи компани тытса тăнă. Инкеклĕ лару-тăру сиксе тухнă хыççăн район администрацийĕнчи тÿре-шара черетсĕр ларăва пухăнса калаçнă, пăтăрмаха васкавлăн пĕтермеллине палăртса хăварнă.

www.hypar.ru