Комментари хушас

28 Пуш, 2017

Чăваш Енĕн аграрийĕсем ака-суха лаптăкне кăçал тата пысăклатасшăн

Чăваш Енĕн аграрийĕсем ака-суха лаптăкне кăçал пĕлтĕрхинчен 8,7 пин гектар пысăклатасшăн. Пĕтĕмпе палăртса хунă 585 пин гектартан çуртрисем 320 пин гектар йышăнмалла.

Республикăн Ял хуçалăх министерстви пĕлтернĕ тăрăх, хальхи вăхăта илсен кĕрхисене 813 гектар, нумай çул ÿсекен курăксене 165 гектар çинче апатлантарнă. Аса илтерер: Улатăр районĕнчи виçĕ хуçалăхра тата Патăрьел районĕнчи "Батыревский" плодопитомникра çак ĕçе пуш уйăхĕн çурричченех, юр çийĕнех, пуçланăччĕ. Республикипе илсен, кĕрхисене пĕлтĕр 96,6 пин гектар акнă.

Кĕркунне çĕртме сухи туса хăварни çурхи ĕçе çăмăллатать. Пĕлтĕр механизаторсем 176,2 пин гектар сухаласа хăварма ĕлкĕрнĕ.

Хальхи тепĕр яваплăх - ака-суха валли çунтармалли-сĕрмелли материал, вăрлăх, удобрени туянса хурасси, техникăна юсасси.

Çуртрисем 48,5 пин тонна кирлĕ  пулсан ăна ытлашшипех хатĕрленĕ. Тĕрĕсленĕ вăрлăхран ака кондицине 84 проценчĕ çеç тивĕçтерет. Куславкка районĕнче элитăллă вăрлăх - 62 процент, Улатăрпа Шăмăршă районĕсенче - 71-шер процент, Патăрьельпе Муркаш районĕсенче - 92-шер процент, Вăрнарпа Елчĕк районĕсенче - 93-шер процент.

Минераллă удобрение кирлин 38,6 проценчĕ чухлĕ хатĕрленĕ. Муркаш, Тăвай, Улатăр районĕсенче вăл уйрăмах хĕсĕк.

Сĕрмелли-çунтармалли материалсенчен дизель топливи кирлин 52,7 проценчĕ таран пур, бензин - 36,7 процент.

Тракторсенчен 91 процентне юсаса хатĕрленĕ, сеялкăсенчен - 91 процентне, культиваторсенчен - 89 процентне.

www.hypar.ru