Комментари хушас

28 Пуш, 2017

Туслăх пытăр ĕмĕре

Пуш уйăхĕн 23-мĕшĕнче Чăваш Енри халăхсен ассамблейин хастарĕсем Комсомольски районĕнчи Урмаеле çитсе курчĕç. Канашпа Комсомольски районĕсен чиккинче хăнасене район ертÿçисемпе «Каçал» пултарулăх коллективĕ çăкăр-тăварпа кĕтсе илчĕç.

Пирĕн çулçÿрев Урмаелти тĕп мечĕтпе паллашнинчен пуçланчĕ. Хальхи вăхăтра унта строительство ĕçĕсем пыраççĕ. Халăх вăйĕпе çĕкленĕ кермене çулла хута яма палăртаççĕ. Хальхи вăхăтра тутарсем кунне 5 хутчен намас вулама ялти тепĕр виçĕ мечĕте çÿреççĕ. «Лейсан» садикре те ачасем хăнасене юрă-ташăпа савăнтарчĕç. Вĕренÿ учрежденине 150 ача çÿрет, ыттисен Комсомольски салине кайма тивет. Ача йышĕ ÿссе пынă май çывăх çулсенче ялта çĕнĕ садик тума шухăшлаççĕ. Шупашкар делегацийĕ вăтам шкула çитсе курчĕ. Ассамблея канашĕн ертÿçи Лев Кураков аслă классенче вĕренекенсемпе уçă урок ирттерчĕ. «Эсир — пирĕн пуласлăх. Пирĕн çĕршыв епле пуласси, тăван тăрăхăн малашлăхĕ те сирĕн пултарулăхăртан, ĕçченлĕхĕртен нумай килет», — терĕ вăл.

Пĕлтĕр 150 çулхи юбилейне паллă тунă шкулта 364 ача пĕлÿ илет. Тутар ачисем тăватă чĕлхепе /тутар, чăваш, вырăс тата акăлчан/ пĕлÿ илеççĕ. Эпĕ тутар ачисем чăвашла епле вĕренни пирки кăсăклантăм. Елена Юмакова вĕрентекен каланă тăрăх — чăваш чĕлхине вĕренмешкĕн 1-9-мĕш классенче пĕрер урок уйăрнă. «Аслисем тутарла тата чăвашла аван калаçаççĕ, паянхи çамрăксем ытларах тутарла пуплеççĕ. Ачасем чăваш чĕлхине ют чĕлхе методикипе вĕренеççĕ. Урокра вĕсене тутарла тата вырăсла ăнлантарма тивет. Çапла майпа пĕр урокрах виçĕ чĕлхепе калаçатпăр», — терĕ Елена аппа /вĕрентекенсене ят тата ашшĕ ячĕпе чĕнме хăнăхман/. Сăмах май, Елена Петровнăн мăшăрĕ тутар. Килте вĕсем ытларах тутарла сăмахлаççĕ. Аслă хĕрсемпе чăвашлах калаçма тăрăшнине палăртрĕ вăл.

Тукай Мишер ялĕнче те ача сахал мар: шкулта — 309 вĕренекен, садике 60 ытла ача çÿрет. «Ялта выльăх-чĕрлĕх самăртаççĕ. Кашни килте 3-4-шар лаша тытаççĕ. 10 лашаллисем те пур. Хăшĕ-пĕри сурăх кĕтĕвĕ те тытать. Халăхран выльăх пуçтарса сутасси йăлана кĕнĕ. Фермерсем темиçе гектар çĕр çинче тырпул, курăк, çĕрулми çитĕнтереççĕ. Пельмень тата кызы /лаша ашĕнчен хатĕрленĕ кăлпасси/ тăвакан производствăсем йĕркеленĕ. 30 яхăн сотăй çĕр çинче пахчаçимĕç лартса ÿстеретпĕр. Кашни килтех сад пур. Чечек çитĕнтеретпĕр», — пĕлтерчĕ Тукай Мишерти Гульназ Зинетуллина. Çамрăксем аслă пĕлÿ илсен тăван тăрăха таврăнаççĕ, пысăк та капмар /икĕ хутлă та 4-5 чÿречеллĕ/ çуртсем çĕклеççĕ. Чылай килте — виçшер-тăватшар ача. Пĕтĕмĕшле илсен, çамрăксен çемйисем аслă ăрурисемпе килĕштерсе пурăнаççĕ. Тĕрлĕ хулана ĕçлеме çÿрекен те йышлă. Нумайăшĕ çурт хăпартакан строительство бригадисем йĕркеленĕ.

Махалля çуртĕнче «Халăхсен пĕрлĕхĕ — патшалăха çирĕплетмелли никĕс» ятпа «çавра сĕтел» иртрĕ. Унта район тата ял тăрăхĕн пуçлăхĕсем, вĕренÿ учрежденийĕн ертÿçисем хутшăнчĕç. Мечĕтпе медресен пĕрлехи çурчĕн хуçи Наил Ямалутдинов каланă тăрăх — Махалля çурчĕ ку тăрăхра пурăнакан тутарсене пĕрлештерекен центр. «Унта шкул хыççăн ачасем Коран вĕрентĕвне, араб графикине ăса хываççĕ. Аслисем намаса çÿреççĕ. Çавăн пекех кунта спортзал та пур. Тĕрлĕ пуху ирттеретпĕр», — терĕ Наил хазрат.

Çак керментех ассамблея канашĕн ларăвĕ иртрĕ. Лев Кураков организацин ĕçĕ-хĕлĕпе тата тĕллевсемпе паллаштарчĕ. «Пирĕн чăмăртанса пурăнмалла. Усалпа, киревсĕр пулăмпа, çитменлĕхсемпе пĕрле кĕрешмелле, инкеке лекнисене пулăшмалла. Тутар халăхĕ — пирĕншĕн ырă тĕслĕх. Вĕсем ватăсене ытларах сума сăваççĕ. Ачасене воспитани парасси культура тата йăла-йĕрке çинче никĕсленнĕ. Кашни çамрăкшăн ашшĕ-амăшĕ, аслисем тĕслĕх вырăнĕнче. Çамрăксене тăван чĕлхене кăна мар, ют чĕлхесене те хисеплеме вĕрентни питĕ ырă йăла», — терĕ Лев Пантелеймонович.

Урмаелти культура керменĕнче иртнĕ концертра «Мишер» фольклор-эстрада ансамблĕ, ачасен «Тамчы» ансамблĕ, «Островок» ташă ушкăнĕ тата ыттисем чăваш-вырăс-тутар юрри-ташшипе тыткăнларĕç. «Мишер» ансамблĕн илемлĕх ертÿçин Ильнар Хисамовăн тата Мария Долгова балетмейстерăн пултарулăхĕ уйрăмах кăмăла кайрĕ. Уяв йĕркелÿçисем аякри хăнасене ташша та чĕнчĕç. Тутарсем никама та чей ĕçтермесĕр кăларса ямаççĕ — наци апат-çимĕçĕпе тулăх сĕтел хушшине пире те лартрĕç.

Андрей МИХАЙЛОВ. Автор сăнÿкерчĕкĕсем

Фарит ГИБАТДИНОВ, Чăваш Республикинчи тутарсен наципе культура автономийĕн председателĕ:

— Эпир, тутарсем, чăвашсемпе темиçе ĕмĕр килĕштерсе пурăнатпăр. Чăваш Ен çуралнă çĕршыв кăна мар, пирĕн хÿтлĕх пулса тăчĕ. 1979 çулта çар тивĕçне пурнăçланă чухне Мускавра пулма тÿр килнĕччĕ. Çĕршывăн тĕп хулипе уçăлса çÿренĕ май икĕ чăваш хĕрарăмĕн калаçăвне илтех кайрăм. Вĕсем мĕн пупленине тăнласа пытăм. Чукун çул вокзалĕнче пуйăссем çине «Канаш-Шупашкар» тесе çырнă табличкăсене курсан савăнсах каяттăм. Çав тери тунсăхлаттăм тăван тăрăхшăн. Чăваш сăмахне илтни-курни те киле лекнĕнех туйăнатчĕ.

Абдували ЕРГАШЕВ, ЧР узбексен культура центрĕн пуçлăхĕ:

— Тутарсем чăвашсемпе те, вырăссемпе те, узбексемпе те пĕр чĕлхе тупма пултараççĕ. Вĕсем ĕçчен те пуçаруллă, уçă кăмăллă. Пĕтĕмпех хăйсен вăйĕпе тăваççĕ. Урмаелте эпĕ пĕрре мар пулнă. Килмессерен вĕсен пултарулăхĕпе хастарлăхĕнчен тĕлĕнетĕп. Халăх культури питĕ пуян, вĕсен юрри-ташши асамлăн туйăнать. Уявсене çÿллĕ шайра йĕркелеççĕ, кашни килте йăла-йĕркене çирĕп пăхăнаççĕ.

Акоп ПОГОСЯН, РФ эрменсен союзĕн регионти уйрăмĕн ертÿçи:

— Чăваш Енре халăхсен ассамблейи йĕркеленни пире çĕнĕ вăй-хăват пачĕ. Тĕрлĕ халăх туслăхне çирĕплетес тĕллевпе ĕçлекен организаци пулăшнипе эрменсене чăмăртанса пурăнма, мероприятисен шутне ÿстерме май пачĕ. Пĕр-пĕрин патне хăнана çÿрени, наци уявĕсенче пулса курни çыхăнăва вăйлатать. Пĕр-пĕрне ăнланса пурăннине нимĕн те çитмест.

Бассам ФАТХИ, Азипе Африка халăхĕсен обществин Чăваш Енри уйрăмĕн ертÿçи:

— Пирĕн туслăх çакнашкал уявсенче, тĕлпулусенче йĕркеленет. Мĕнле турра ĕненни, мĕнле наци çынни пулни юлташлăха аркатма пултараймасть. Кашни халăх пĕр-пĕрин тавракурăмне пуянлатать, ăс-хакăлне тарăнлатать. Кашни çыннăн, кашни халăхăн лайăх тата начар енсем пур. Пирĕн вĕсенчен ырă пахалăхсене илмелле.

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.