Комментари хушас

25 Пуш, 2017

Çын - çут çанталăкăн пĕр пайĕ

Çанталăк ăшăтма пуçларĕ. Кĕçех ватти-вĕтти вăрмана çул хывĕ. Йĕри-тавра шашлăк шăрши сарăлĕ. Кăмпа-çырла, мăйăр пуçтарса та ыр курать халăх. Шел, çутçанталăк пуянлăхне упрама пĕлместпĕр эпир. Çавăнпах кану лаптăкĕ çÿп-çап вырăнне çаврăнать. Мĕн кăна çук-ши çынсем çÿренĕ çĕрте? Пластик кĕленче, çатăрка, апат юлашки, сĕткен курупки...

Экологи çулталăкĕнче Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕн репертуарĕ "Эко-сказ — да все про нас" спектакльпе пуянланчĕ. Кунта шăпах çутçанталăкпа çын хутшăнăвне кăтартнă.

Ашшĕпе амăшĕ ывăлĕпе хĕрне вăрмана илсе каяççĕ. Çакăнта пурăнакансене пула, вĕсен йышăнче — Арçурипе Кикимора, Сашăпа Наташа çул çухатаççĕ. Эх, хăвалаççĕ вĕсене тавралăха вараланăшăн кÿреннĕскерсем. Шаларах кĕнĕ май каялла тухас шанăç сÿнсе пыни хăратать ачасене. Темĕнле хытă кăшкăрсан та çывăх çыннисем сасă памаççĕ. Телефонпа та çыхăнма çук вĕсемпе.

Вăрман хуçипе — ырă кăмăллă Филимонпа — тĕл пулни ансат чăнлăха ăша хывма пулăшать Сашăпа Наташăна. Вăрман — чĕрĕ! Йĕри-тавралăха варалама юрамасть! Çын та — çутçанталăкăн пĕр пайĕ!

Упасарри çурăлнине курнăран хăйсене телейлĕ туяççĕ ачасем. Вăрман хуçи пулăшнипе çутçанталăк чĕлхине ăнланма хăнăхаççĕ, йĕркене пăхăнма вĕренеççĕ.

"Йывăç туратне ан хуç — вăл чĕрĕ", — каялла тухсанах ăнлантарма пикенеççĕ ачасем. Малашне вăрманта хăна вырăнĕнче пулĕç вĕсем.

Ку юмах ачасемшĕн кăна мар, аслисемшĕн те усăллă. Спектакльте Дмитрий Михайлов, Алина Зайцева, Николай Миронов, Евгений Петров, Чăваш халăх артистки Полина Чамжаева, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕсем Владимир Григорьев, Николай Дмитриев, Александр Степанов... выляççĕ.

Марина ТУМАЛАНОВА.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.