Комментари хушас

23 Пуш, 2017

Сывлăх сыхлав министрне Владимир Викторова лартнă

Паянтан Чăваш Енĕн сывлăх сыхлав министрне çирĕплетнĕ. Ку должноçе Шупашкарти стоматологи поликлинин тĕп врачĕнче ĕçленĕ Владимир Викторова шаннă.

Елчĕк çĕрĕ çинче çуралса ÿснĕ Владимир Николаевич И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультетĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн 1991 çулта Шупашкар район больницинче стоматологра ĕçлеме пуçланă. Тепĕр пилĕк çултан ăна стоматологи пайĕн заведующине лартнă. Унта чылай çул тăрăшса опыт пухнă тухтăр каярах Шупашкара куçнă.

Медицинăра чылай çул тимлекенскере Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев паянхи тĕлпулура пысăка хурса хакланă. "Эсир ăнăçлă тата тухăçлă менеджер, администратор. Медицинăра 25 çул ытла ĕçлетĕр", - тенĕ Михаил Васильевич.

Владимир Викторов — Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ врачĕ. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ. Шупашкар районĕнчи Депутатсен пухăвĕн депутачĕ пулнă, Шупашкар хулинчи Депутатсен пухăвне темиçе созывра та суйланнă.

Владимир Николаевич Чăваш Республикинчи медицина ассоциацине ертсе пырать, Чăваш Енри стоматологсен ассоциацийĕн президенчĕ, Чăваш Енри Ашшĕсен канашĕн председателĕ.

www.hypar.ru