Комментари хушас

23 Пуш, 2017

Мĕнле пурăнма аванрах, хăв пĕлнĕ пек-и е?..

Эпĕ мĕнле пурăнатăп: хам пурăнас тенĕ пек-и е урăхла-и? Пушăн 17-мĕшĕнче К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче иртнĕ премьера хыççăн çак ыйту нумай куракана хумхантарчĕ-тĕр. ЧР тава тивĕçлĕ артистки Наталия Сергеева Александр Островскин «Хăв пурăнас килнĕ пек ан пурăн» хайлавне çĕнĕрен сцена çине кăларни драмтеатр 100 çул тултарнă тĕле чăн-чăн парне пулчĕ. Спектакль художникĕ — Светлана Зверева, ташăсене ЧР тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ Зоя Александрова лартнă, постановкăна ЧР искусствисен тава тивĕçлĕ ĕçченĕн Лолита Чекушкинăн тата Алексей Айгин кĕввисемпе илемлетнĕ. Пьесăна вырăсларан чăвашла И.Антонов куçарнă. Малалла вулас...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.