Комментари хушас

Çапла ят панă Наци музейĕнче пуш уйăхĕн 14-мĕшĕнче уçăлнă курава. Ăна РСФСР тава тивĕçлĕ, ЧАССР халăх артисчĕ Мефодий Денисов çуралнăранпа 95 çул çитнине /1922-1998/ халалланă.

Кивĕ Чукал каччи

Иртнĕ ĕмĕрĕн 50-80-мĕш çулĕсенче Мефодий Денисов сасси Чăваш Енĕн мухтавĕ шутланнă. Шăмăршă районĕнчи Кивĕ Чукалта кун çути курнăскерĕн çав чыспа хисепе тивĕçиччен вăрçă çулăмĕ витĕр тухма та, çут çанталăк парнеленĕ уçă та янăравлă сассипе Саратов консерваторийĕнче тĕрĕс юрлама вĕренме те тивнĕ. Тем тĕрлĕ чăрмав витĕр тухса чĕринчи ĕмĕтне пурнăçлама мехел çитернех. 1952 çулта Кивĕ Чукал каччи Саратовран тăван Шупашкара опера юрăçи тата преподаватель ăсталăхне алла илнине ĕнентерекен дипломпа таврăннă.

Çавăнтанпа чăваш тÿпинче çутăран та çутă çăлтăр ялкăшма тапратнă. Вăл — Чăваш патшалăх филармонийĕн солисчĕ Мефодий Денисов пулнă. Малтанхи концертсенченех ăна итлекенсем килĕштернĕ, музыка критикĕсем унăн пултарулăхĕпе кăсăкланма пуçланă.Малалла вулас...

Надежда СМИРНОВА
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.