Комментари хушас

12 Ака, 2014

Арктика авантюрисчĕ

Романтикран - паллă ăсчаха çити

Асламăшĕ ăна çапла вĕрентнĕ: «Кирек кам пулсан та Тăван çĕр-шывшăн ĕçле. Влаçшăн мар». Вăл çыравçă та, физик та, спортсмен та, Арктика тĕпчевçи те. Хальхи вăхăтра тĕрлĕ çĕр-шыв хăйне илесшĕн канăçсăрланакан çĕрĕн пĕр кĕтесĕнче Тăван çĕр-шывшăн ĕçлет.

Пурнăçĕн 71-мĕш çулне те Петр Владимирович Боярский, Арктика тинĕс комплекслă экспедици пуçлăхĕ, Лихачев ячĕллĕ Еткер институчĕн директорĕн çумĕ, Çурçĕре 29-мĕш хут экспедицие тухма хатĕрленсе кĕтсе илет.

Сталинăнни пек кĕпепе çуралнă

«Манăн пурнăçра ача çулĕсенченех тем те пулса иртнĕшĕн шăпана тав тăватăп». Унăн ашшĕ, Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче 5-мĕш çарăн контрразведка пуçлăхĕ, ятарлă службăсен сотрудникĕ пулнăскер, Петр амăшĕнчен уйрăлсан ачине хăйĕнпе пĕрлех хăварас тенĕ.

«6 çултаччĕ пулĕ эпĕ ун чухне, ас тăватăп-ха, машина пырса чарăнчĕ. Мана унта лартрĕç те илсе кайрĕç. Вăрларĕç. Анне ан тупайтăр тесе Мускав çывăхĕнче разведчиксемпе контрразведчиксен, ССР Союзĕн паттăрĕсен дачисенче пытаратчĕç.

Ашшĕне ун чухне Чехословаки правительствин председателĕн Клемент Готвальдăн çар канашçи пулма уйăрса лартнă. Вăл Петра, иккĕмĕш арăмне усрав ывăлĕпе Сергейпе пĕрле илсе кайнă.

«Юмахри пек пурнăç пуçланчĕ. Аттене Прагăра чаплă çурт панăччĕ. Сергейпе иксĕмĕре Чехословакири керменсем тăрăх илсе çÿретчĕç. Пире рыцарьсен тумĕсене тăхăнтартатчĕç, эпир авалхи хĕç-пăшалтан переттĕмĕр. Çав çулсенче Прагăра лару-тăру йывăрччĕ. Пирĕн машинăра пулемета руль айне çирĕплетнĕччĕ. Хыçалта хурал ларатчĕ. Арçын ачасемшĕн - романтика! Эпĕ хуралçăсен автоматне вăрларăм, кÿршĕри чăхсем çине вут-хĕм сирпĕтме пуçларăм - пеме вĕрентĕм. Пĕвере шыва путрăм - чикĕ хуралçисен йытти çăлса хăварчĕ».

Çак вăхăтра Петя амăшĕ, ывăлне тупасса шанми пулнăскер, хăйне ачаранпах юратнă çынна качча тухнă. Вăл Василий Сталин полкĕнче летчик пулнă. Василий вĕсене Иосиф Виссарионович патне ывăлне тупма ыйтса çыру çырма сĕннĕ. Çыру адресат патне çитнине Василий тĕрĕсленĕ. Çапла Сталин йышăнăвĕпе Петр каллех амăшĕпе пурăнма пуçланă.

«Тăван мар атте амăшĕ Сретенкăри ательере ĕçлетчĕ, унта Сталин тата политбюро членĕсем валли кĕпе-тумтир çĕлетчĕç. Пусма-тавар юлашкинчен - хăйсен çемйисем валли. Çапла вара çав вăхăтра манăн кĕпе Сталинăнни пек материалтанччĕ, пальто - Беринни пекчĕ».

Лирикран физик пулса тăнă

Петя амăшĕн тепĕр ывăл çуралнă. Вĕренме юратман, вулама пăрахнă Петьăна, 2-мĕш класс ачине, асламăшĕ патне ăсатма йышăннă. Шăпах вăл арçын ачана кĕнекесене юратма вĕрентнĕ.

9-мĕш класс хыççăн ăнсăртран Боярский Мускаври инженерипе физика институчĕн /МИФИ/ спорт лагерьне лекнĕ. Студентсемпе, аспирантсемпе пĕр палаткăра пурăннă. «Юмахсем, калавсем, повеçсем те çыраттăм ĕнтĕ. Çапах та çак гени-физиксен хушшинче пулас терĕм. Аттепе тăван мар атте репетиторсем тытма укçа паратчĕç. Лирикран МИФИне экзаменсем паракан çын туса хучĕç. Çапла майпа эпĕ физик-ядерщик, реакторсем енĕпе ĕçлекен специалист пулса тăтăм. Сăмах май, мини атом реакторĕ - манăн диплом ĕçĕ - космоса вĕçнĕ».

Çапах та физик лирика хĕссе кăларайман, Петр Владимирович çырма пăрахман. Хăйĕн литературăри пултарулăхне тивĕçлипе хаклама вăл повеçĕсене Вениамин Каверина панă. Лешĕ çамрăк çыравçа йышăннă, наставникĕ пулса тăнă. Унăн витĕмĕпе Петр Естествознанипе техника историйĕн институчĕн аспирантурине вĕренме кĕнĕ, çавăнтах ĕçлеме юлнă.

«Мана яланах çивĕч туйăмсем çитмен. Фехтовани енĕпе тренировкăсене çÿреме пуçларăм - спортăн çак енĕпе разряд илтĕм, шыв айĕнче ишес, пăшалтан перес енĕпе те разрядсем пур. Лаша çине лартăм - тепĕр 2 çул çурăран лаша спорчĕ енĕпе республика категориллĕ тренер тата судья пулса тăтăм. Лашасем çинчен кĕнеке кăлартăм».

Çул уçакансем

1986 çулта Арктикăна пуçласа Арктика тинĕс комплекслă экспедицийĕ /МАКЭ/ çула тухнă. Ăна Петр Владимирович йĕркеленĕ. «Пире пластмасса мотоботсемпе пăр çине кăларчĕç. Вара - тепре тĕл пуличчен! 12 çын рацисĕр, хĕç-пăшалсăр /пĕчĕк калибрлине шутламасан/ - упа нумай вырăнта. Анчах та эпĕ хавхаланса кайрăм! Çав пĕрремĕш çулхине эпир çул уçакансем пулнине ăнланса илтĕм. Тур Хейердал, Кусто пек, çапах та Арктикăра. Хăрушсăрлăх техникине пурнăçласа хамăрпа пĕрле экспедицие инçете ишекен капитансене илеттĕмĕр».

Çавăнтанпа Петр Боярский Арктикăпа çыхăнăва татмасть. Вăл ертсе пыракан тĕпчевçĕсем кунта чи малтан килнисен тинĕс тата çуран çулĕсемпе çÿренĕ, хăйсен опытне вĕсен кун кĕнекисемпе, истори ыйтăвĕсемпе çырнă статйисемпе танлаштарнă, вĕсенче тÿр килменнисене асăрханă. «Эпĕ вăхăт тăрăх çул çÿреве тухрăм! Архивсенче Арктикăна XVIII-XX ĕмĕр пуçламăшĕнче парăнтарнисен кун кĕнекисене вулатăн та - çавăнта лекетĕн». Унтанпа МАКЭ кашни çулах Çурçĕре каять.

Ăслăлăх экспедицийĕсем валли патшалăхăн чылай чухне укçа пулман, çапах та пулăшакансем тупăннă: карапĕсене çар çыннисем панă, уйрăм организацисенчен топливо илнĕ.

Асламăшĕ халалланă пекех Петр Боярский çĕр-шыв историйĕнче хăйĕн йĕрне хăварнă. МАКЭ пуçарнипе Çĕнĕ Çĕрĕн çурçĕр енче наци паркне йĕркеленĕ. Вайгач утравĕ çинчи заказника çакнашкал статус партарассишĕн тăрăшаççĕ. Сăмах май, халĕ Арктикăри усăллă япаласемпе пуян территорие Норвеги, АПШ, Канада, Исланди ярса илесшĕн. «Унта эпир мĕн тупни çак архипелагсемпе утравсене, тахçан ют çĕр-шыв подданнăйĕсем уçнисене те, эпир, вырăссем, алла илнине çирĕплетет. Ку вăл пирĕн территори! Эпир ăна хÿтĕлĕпĕр!»

 

/«Аргументы и факты»/

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.