Комментари хушас

11 Пуш, 2017

Пурнăç, чĕрĕлĕх Турри

Юрă-кĕвĕре, калав-романра, сăрă ÿнерĕнче, кино искусствинче тивĕçлипех сăнарланнă, хастарлăхĕпе, тĕллевлĕхĕпе палăрнă, йывăрлăхра хуçăлман, никам умĕнче пуçа усман, çемье ăшшине упракан, ывăл-хĕрне ырă кăна сунакан, мăнукĕсене малашлăха пиллекен, пурнăçа аталантаракан, çулран çул вăй-хал паракан, хăват хушакан, Турăпа юнашар тăмалли çын — хĕрарăм. Вăл — тĕнче управçи, пурнăç пуçламăшĕ.

Анне — мана, пиччепе шăллăмсене, йăмăкăма чун панă, ĕмĕрне тăван тĕпренчĕкĕсемпе пĕрле çĕр-çĕр ачана ăс парса пурнăçăн анлă çулĕ çине кăларас ĕçе халалланă, шкулта 42 çул ытла вăй хунă манăçми сăваплă Мария Степанова; кукамай — шкула çÿремесĕрех чылай наука кандидачĕпе профессортан ăслăрах Анастасия Гавриловна; кÿршĕри Хевронь инке; Красноармейски районĕнчи Çирĕклĕ ялĕнчи, Чăваш Енри, çĕршыври, тĕнчери пин-пин хĕрарăм... Аннесем, кукамайсемпе асаннесем умĕнче мĕнпур арçын пуç таять, чун-чĕререн саламлать, илемлĕхĕртен, черченлĕхĕртен, шанчăклăхăртан тата чун пуянлăхĕнчен, тĕнчене çутă та хаваслă, мăнаçлă тума пĕлнинчен тĕлĕнет.

Пĕлетпĕр, туятпăр, ăнланатпăр: пурнăçăр нихăçан та çăмăл пулман, анчах эсир нихăçан та парăнман, пуçа усман. Кăмăлăра хытарса, вăй-халăра пухса малаллах талпăннă, çав вăхăтрах йывăр ĕçпе хытнă аллăрпа ачăрсене çепĕççĕн ачашласа пурăнма ăс панă. Коллективлă хуçалăхсем йĕркеленĕ тапхăрти терт-нуша, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин çулĕсенче чăтса ирттернĕ йывăрлăх, каярахри лăпкă мар пурнăç аннесен тăнлавĕсене самаях кăвакартрĕ пулин те пурнăç илемлĕхне-техĕмне çухатмарĕ чăваш хĕрарăмĕ. Ĕне-вăкăр кăкарса суха тунă, уйра çурлана алăран ямасăр кун каçипех тырă вырнă, çĕрне-кунне пĕлмесĕр авăн çапнă, вăрман каснă, Гитлер çарĕ Атăл хĕррине çитме тапаланнă вăхăтра Сăр тăрăхĕпе окоп-траншея чавнă... Лăш самантра фронтри мăшăрĕ-ывăлĕ валли чăлха-нуски çыхнă, хăй выçă ларсан та мĕнпур апат-çимĕçе фронта ăсатнă. Чылайăшĕ хăйĕн ирĕкĕпе вăрçă хирне тухса кайнă: тухтăр, санинструктор, снайпер, зенитчица, разведчица, çыхăнуçă, повар пулнă, пĕр хут çеç мар вилĕмпе куçа-куçăн тăнă. Сĕмсĕр тăшман та унăн тата вăл çуратса ÿстернĕ паттăр салтак умĕнче чĕркуçленчĕ. Вăрçă хыççăн та канăç пулман: юхăннă хуçалăха ура çине çĕклеме, арканнă ялсемпе хуласене çĕнĕрен хăпартма тивнĕ.

Вунпĕр çул каялла шĕкĕр хуламăрта кÿлмек хĕрринче çĕкленнĕ Анне палăкĕ — тăван халăхăмăрăн мĕнпур Амăшне чăтăмлăхшăн, хастарлăхшăн, иксĕлми юратăвĕшĕн, ĕлккенлĕхĕшĕн чысласа, тав туса, сума суса çĕкленĕ палăк. Çакна вăрçă хыççăн çут тĕнчене килнĕ, Чăваш Енĕн сумлăхĕпе ырă ячĕшĕн çĕр çинче, сывлăх сыхлавĕнче, çырулăхра, ÿнерпе культурăра, вĕрентÿпе ăслăлăхра, ытти тытăмра палăрнă ятлă-сумлă хĕрарăмсем тивĕçлĕ. Паянхи Ула Тимĕр хушма ятпа палăрнă поэтăн сăввинчи йĕркесем аса килчĕç: «Сăвап сана, мухтав, хĕрарăм,

Тытса тăнишĕн пурнăçа.
Кашнин сан умăнта пур парăм —
Сÿнме памастăн шанăçа.
Хăват, вăй-хал парса тăратăн, —
Малаш, пуласлăх сансăр çук.
Арçынпала пĕр тан туртатăн
Лава — ĕçре сан пурнăçу...»

Чăннипех çăмăл мар унăн лавĕ: çемье, аудитори, производство лапамĕ, тухтăр пÿлĕмĕ... Самолет штурвалĕ те пăхăнать ăна, транспорт рулĕ те парăнать, тĕнчен тĕпсĕр уçлăхĕ те хăйĕн алăкне яриех уçать. Вăл тума пултарайман ĕç çук тĕнчере. Хастарлăхĕпе уй-хирте, фермăра, производствăра лăш курмасăр вăй хурса орден-медале тивĕçнĕ, тăван республикăмăрăн историйĕнче хăйсен ятне-шывне хăварнă çĕр-çĕр хĕрарăм ятне мăнаçланса вулатăп. Чăн та, хĕрарăма пурнăç тилхепине шанса пама шикленмелле мар. Вăл арçынпа танлаштарсан тăрăшуллăрах та, хастартарах та. Çав хушăрах кирек хăш ĕçе те чунпа пурнăçлать. Ахальтен мар вăл — пурнăç тыткăчи.

Асаннесемпе кукамайсем, аннесем, пикесем тивлетлĕ-килпетлĕ уявпа ăшă салам тивĕçчĕр. Ырлăх-сывлăх, чăтăмлăх, ăнăçупа телей тата юрату чиперккесене. Маларах асăннă сăвăçăн чĕринче шăраннă йĕркесем уяв сĕмне палăртаççĕ:

«Хисеп те чыс сана, Хĕрарăм!
Эс — пурнăç, чĕрĕлĕх Турри.
Анне, аппа, инке те арăм,
Телей — хĕрарăмсем пурри...»

Юрий ЛИСТОПАД.

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.