Комментари хушас

9 Пуш, 2017

Шыв ĕçсе чиртен сывалма Китайра хăнăхнă

«Хĕрĕм, хăш факультета суйламаллине пĕлместĕн-и?» — ыйтнă аслă шкулта комиссире ларакан ватă арçын Анастасия Вишневскаяран. Унтан пикен юрлас е ташлас ăсталăх пуррипе кăсăкланнă. «Пултараймастăп çав», — пулнă хурав. «Тен, ÿкерме пĕлетĕн?» — çакна илтсен Анастасийăн куçĕ çиçме тытăннă. Мĕншĕн ÿнерпе графика факультетне суйламалла мар? Ара, вăл ятарлă шкулта ăсталăхне туптанă-çке-ха. Халĕ ÿнер унăн пурнăçĕнче пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать. И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУн 4-мĕш курс студентки пушă вăхăтра та киçтĕке алăран ямасть. Халĕ вăл хăйĕн ăсталăхĕпе ыттисене те паллаштарасшăн. Паян Анастасия тата тĕп хулари Наци библиотекин Китай культура центрĕ йĕркеленипе вулавăшра ăсталăх класĕ иртет.

Санкт-Петербурга каяйман

Анастасия тĕп хулара çуралса ÿснĕ, 1-мĕш гимназие сукмак такăрлатнă. Çав вăхăтрах ÿнер шкулне çÿреме вăхăт тупнă. Пĕлÿ çурчĕпе сывпуллашсан вăл класĕнчи ачасем ĕмĕтленнĕ пек Мускава мар, Санкт-Петербурга кайма тĕллевленнĕ. Ăна философипе культурологи кăсăклантарнă. Анчах пике Санкт-Петербурга каяйман. Шăпа ăна И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУна илсе çитернĕ. Кунта çулталăк вĕреннĕ-ха вăл, çапах ют тăрăха каймашкăн ĕмĕтленме пăрахман. Анастасийăн тĕллевĕ иккĕмĕш хутĕнче те пурнăçланайман. Кун хыççăн вăл Шупашкарти апат-çимĕç технологийĕпе коммерци техникумĕнче повар-кондитер специальноçне алла илнĕ. Философипе культурологие вĕренесси пуçĕнчен тухман. Пике ют тăрăхри аслă шкула кĕмешкĕн черетлĕ ыйту çырнă. Анчах хăй бюджет мелĕпе вĕренме кĕнине пĕлсен те Шупашкартах юлма шухăшланă.

Малалла вулас...

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.