Комментари хушас

7 Пуш, 2017

Проректор студентсен прависене хÿтĕлеме ыйтать

Пуш уйăхĕн 3-мĕшĕнче Чăваш патшалăх культурăпа искусствăсен институчĕн вĕрентÿ театрĕнче "Халăхсен пĕрлĕхĕ - Раççей патшалăхне çирĕплетмелли никĕс" форум иртнĕ. Ăна Чăваш Республикин Правительстви, ЧР Патшалăх Канашĕ пулăшнипе Чăваш Ен халăхĕсен ассамблейи йĕркеленĕ.

Пленарлă ларăва уçнă май ЧР халăхĕсен ассамблейин председателĕ, Раççей вĕрентÿ академийĕн академикĕ Лев Кураков республикăн чи пысăк пуянлăхĕ унăн çыннисем, вĕсен культура еткерлĕхĕ, тĕрлĕ енлĕхĕ, çитĕнĕвĕ пулнине палăртнă. Унта хутшăннă Надежда Смирнова журналист пĕлтернĕ тăрăх, залра институт студенчĕсем çеç мар, тĕп хулари ытти аслă вĕренÿ заведенийĕнче вĕренекенсем те пулнă. Форумра ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов, тухса калаçнă. Тĕп докладсене М.В.Ломоносов ячĕллĕ Мускав патшалăх университечĕн ĕçченĕсем Игорь Котлобовский тата Владимир Марченко тунă. М.В. Ломоносов ячĕллĕ МПУ проректорĕ Владимир Марченко Раççейре - 33 миллион çамрăк, çав шутра 6 миллион студент иккенне палăртнă. 2014 çулта çĕршывра çамрăксен политикине çирĕплетнĕ. Унта студентсем çинчен питĕ сахал çырнă. Вĕрентÿпе çыхăннă саккунсенче те студентсен ыйтăвĕсене çителĕклĕ хускатман-мĕн. "Вĕренекен çамрăксен прависене, тивĕçĕсене уçăмлăн палăртакан документсем хатĕрлесси - пĕлтерĕшлĕ ыйтусен ретĕнче", - тенĕ проректор.

www.hypar.ru

Рубрика: