Туслăх ылтăнран та хаклă

Проректор студентсен прависене те хÿтĕлеме ыйтать

Пирĕн çĕршывра 200 яхăн наци çынни пурăнать, вĕсен 90 проценчĕ вырăсла калаçма пултарать. Çав вăхăтрах Амур юханшывĕ çинчи негидальсем шучĕпе пурĕ те 600 ытла кăна, апла тăк пирĕн тĕллев çак халăха упраса хăварасси пулмалла.

Раççейре нихăш халăх та ют мар, кашни расна, кашнин хăйĕн культури, йăли-йĕрки, чĕлхи, пĕрле вĕсем — чăн-чăн ахах-мерчен. Патшалăх наци политикин стратегийĕн тĕллевĕсем — Раççейĕн нумай нациллĕ пĕрлĕхне çирĕплетесси, кашни халăха аталанма майсем туса парасси, республикăра пурăнакан этника ушкăнĕсен хăйнеевĕрлĕхне упраса хăварма, Раççей хутлăхĕнчи культура хутшăнăвĕсене çирĕплетме пулăшасси.

Пуш уйăхĕн 3-мĕшĕнче Чăваш патшалăх культурăпа искусствăсен институчĕн вĕрентÿ театрĕнче иртнĕ «Халăхсен пĕрлĕхĕ — Раççей патшалăхне çирĕплетмелли никĕс» форум та асăннă стратегие пурнăçа кĕртнĕ май йĕркеленĕскер. Ăна — Пĕтĕм Раççейри ăслăлăхпа вĕрентÿ конференцине — Чăваш Республикин Правительстви, ЧР Патшалăх Канашĕ пулăшнипе Чăваш Ен халăхĕсен ассамблейи йĕркеленĕ.

Пленарлă ларăва уçнă май ЧР халăхĕсен ассамблейин председателĕ, Раççей вĕрентÿ академийĕн академикĕ Лев Кураков республикăн чи пысăк пуянлăхĕ унăн çыннисем, вĕсен культура еткерлĕхĕ, тĕрлĕ енлĕхĕ, çитĕнĕвĕ пулнине палăртрĕ. «Патшалăх политикинче те çынна, уйрăмах çамрăксене, аталантарса пырасси, тивĕçлĕ воспитани парасси тĕп вырăнта тăрать», — терĕ.

Форума çамрăксем валли йĕркеленине çакă та лайăх çирĕплетрĕ: залра институт студенчĕсем çеç мар, тĕп хулари ытти аслă вĕренÿ заведенийĕнче вĕренекенсем те пулчĕç. Лев Пантелеймонович çавăн пекех республика, çĕршыв ертÿçисем çамрăксен патриотизм вăйне çĕклес ыйтупа нумай ĕçленине, Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн шухăшĕпе, патриотизм наци идейи пулса тăнине палăртрĕ.

Форума хутшăннисене ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов саламланă май: «Чăваш Республикинче пурăнакан халăх представителĕсен кашнин хăйĕн чĕлхи, культури, йăли-йĕрки. Вĕсене пĕр кăшăла, чăмăра пуçтараканни — тымарĕсем, пĕр тĕллевсем тата воспитани. Ĕмĕртенпех çапла пулнă: Мининпа Пожарский ырă тĕслĕхне халăхсен тĕрлĕ тапхăрти паттăрлăхĕпе çирĕплетсе панă», — терĕ.

ЧР культура министрĕ Константин Яковлев республикăра халăхсен хутшăнăвĕ çивĕч ыйтусен ретĕнче тăманнине, пирĕн халăх яланах чун-чĕре ăшшипе, ырă кăмăлĕпе, пулăшма хатĕррипе палăрса тăнине асăнчĕ. «Йышпа, туслăхпа тем те тума пулать. Чăн та çапла: пĕрлĕхре пирĕн вăй», — палăртрĕ вăл.

Тĕп докладсене хăнасем — М.В.Ломоносов ячĕллĕ Мускав патшалăх университечĕн ĕçченĕсем Игорь Котлобовский тата Владимир Марченко — турĕç.

Игорь Борисович, университетăн профкомĕн председателĕ тата университетсен профсоюз организацийĕсен Еврази ассоциацийĕн президенчĕ, хăйĕн калаçăвне асăннă ассоциаци Никама Пăхăнман Патшалăхсен Пĕрлĕхне кĕрекен çĕршывсенчи университетсен çыхăнăвĕсене çирĕплетес тĕлĕшпе пурнăçлакан ĕçсем пирки йĕркелесе пычĕ.

Ассоциацие 30 çул каялла йĕркеленĕ. Раççей, Армени, Азербайджан, Беларуç, Украина, Узбекистан çĕршывĕсенчи тата ытти хутлăхри вун-вун университет пур унăн йышĕнче. Çак тапхăрта 29 съезд ирттернĕ. И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче ассоциаци представителĕсем пĕрремĕш хут 1992 çултах пулнă. Юлашки съезд иртнĕ кĕркунне Ереванра иртнĕ. Унта пирĕн республикăран Чăваш патшалăх университечĕн профессорĕ, культурологи докторĕ, ЧР Культура министерстви çумĕнчи Общество канашĕн председателĕ Владимир Васильев хутшăннă. Игорь Котлобовский ассоциаци тĕллевне студентсемпе преподавательсен социаллă пĕлтерĕшне татса пама пулăшнинче кăна мар, тĕрлĕ çĕршыври аслă вĕренÿ заведенийĕсенче пĕлÿ илекен студентсене туслаштарассинче те, çыхăнусем йĕркелессинче те курать.

Çывăх вăхăтра Мускавра Чăваш Республикипе Мускав патшалăх университечĕ çыхăну тытса ĕçлесси çинчен йышăну тăвасси пирки те пĕлтерчĕç форумра. Мĕн парĕ çакă? Республикăна — çамрăк ăсчахсем ытларах хатĕрлеме, университета — студентсене Шупашкарти предприятисенче практикăра ăсталăха туптама.

М.В.Ломоносов ячĕллĕ МПУ проректорĕ Владимир Марченко «Студентсем — Раççейĕн хальхи вăхăтри çамрăксен политикинче» ыйтупа тухса калаçрĕ. Вăл Раççейре — 33 миллион çамрăк, çав шутра 6 миллион студент иккенне палăртрĕ. 2014 çулта çĕршывра çамрăксен политикине çирĕплетнĕ. Шел те, унта студентсем çинчен питĕ сахал çырнă-мĕн. Вĕрентÿпе çыхăннă саккунсенче те студентсен ыйтăвĕсене çителĕклĕ хускатман. «Çавăнпа вĕренекен çамрăксен прависене, тивĕçĕсене уçăмлăн палăртакан документсем хатĕрлесси — пĕлтерĕшлĕ ыйтусен ретĕнче», — терĕ Владимир Леонидович.

Лев Кураков çакна та — ЧР халăхсен ассамблейи çумĕнче çамрăксен ушкăнне йĕркелеме — шантарчĕ. Залри каччăсемпе хĕрсем хыпара хыттăн алă çупса йышăнчĕç.

Форум ĕçне Крым представителĕсем те — Севастопольти чăвашлăх ĕçĕн хастарĕ Владимир Мочалов тата Раççей халăхĕсен ассамблейин Крымри уйрăмĕн правленийĕн членĕ Юрий Баргин — хутшăнчĕç. Лев Пантелеймоновичпа Юрий Федорович Чăваш Енри тата Крымри халăхсен ассамблейисем килĕштерсе ĕçлесси пирки тунă йышăнăва алă пусса çирĕплетрĕç. Юрий Баргинпа сăмах хушса илнĕ хыççăн çакна пĕлтĕм: вăл Чăваш Енре иккĕмĕш хут. Пуçласа 2014 çулта Халăх пĕрлĕх кунĕнче пулнă. Йăхташăмăрпа Владимир Мочаловпа «Икĕ çыран — пĕр истори» проекта пурнăçа кĕртеççĕ, Кубрат ханпа çыхăннă самантсене тĕпчеççĕ.

Мероприяти ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Чăваш патшалăх культурăпа искусствăсен институчĕн доценчĕ Зинаида Воронова хатĕрленĕ тумсен «Ахах-мерчен аваллăхĕ» куравпа вĕçленчĕ. Сцена çине институт студенткисем тăван халăхăн çи-пуçĕпе тухсан хăнасем кĕсье телефонĕсене кăларса ÿкерме пуçларĕç. Ютрисене эпир чăваш пулнипе, хамăрăн культурăпа, йăла-йĕркепе, тумпа, юрă-ташăпа кăсăклă.

Тепĕр кунхине Мускавран килнĕ хăнасем Патăрьел районне çитсе курчĕç. Унти тĕп культура çуртĕнче çак тăрăхри шкулсенче чи лайăх вĕренекенсемпе, олимпиадăсемпе конкурссен çĕнтерÿçисемпе тĕл пулчĕç.

Надежда СМИРНОВА

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.