Комментари хушас

28 Нарăс, 2017

Экономика министрĕн заместительне ĕçрен хăтарнă

Паян Чăваш Енĕн экономика аталанăвĕн, промышленноçăн тата суту-илĕвĕн министрĕн заместительне Виталий Емельянова ĕçрен хăтарнă. Хушăва республикăн Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин алă пуснă.

Виталий Емельянов министр заместителĕнче 2015 çулхи кăрлач уйăхĕнченпе тăрăшнă. Хăй вăхăтĕнче вăл летчиксен Оренбургри аслă çар авиаци училищине вĕренсе пĕтернĕ. Летчик-инженер пулнă май хĕсметре 1982-1995 çулсенче тăни паллă.