Комментари хушас

22 Нарăс, 2017

Техĕмлĕх курăкĕсем

Ыхра. Ăна пĕлмен çын çĕр çинче çук пулĕ. Вăл сывлăхшăн усăллă, тĕрлĕ апата техĕмлĕх кĕртет. Унăн лайăх енĕсене палăртса пĕтерме те çук-тăр.

Çак техĕмлĕхе ешĕлле те, пуçне те хаклатпăр. Ыхрана, вĕрипе сиплĕхне, ырă шăршине пĕтересрен, апата пиçес умĕн 4-5 минут маларах çеç ямалла. Аша техĕмлетме ыхрана пусарса лапчăтаççĕ. Плов пĕçернĕ чухне ăна пуçĕпех, шуратмасăрах, лайăх çуса хураççĕ. Ыхра пулăпа «туслах» мар: аш-пăш апачĕсене вара ыхрасăр хатĕрлемеççĕ тесен те йăнăш мар. Пахчаçимĕç — хăяр, помидор, кăмпа, кабачок, тĕрлĕрен салат ыхрасăр «чухăнрах». Сырпа тăпăрчă та тутлăрах унпа.

Сиплев енĕпе ыхрана çитекенни сахал. Вăл сиенлĕ микробсемпе, вируссемпе кĕрешет. Шăнса пăсăлсан чылай эмелрен витĕмлĕрех. Иммунитета çирĕплетет, пуç мимине ырă витĕм кÿрет, юна тасатать, холестерин виçине шайлаштарать, юн пусăмне йĕркелет. Ыхрара 400 яхăн тĕрлĕ вещество, хутăш. Авал вăйлă эпидемисенче чылай чухне ыхра çăлса хăварнă.

Монарда — нумай çул ÿсекен техĕмлĕх курăкĕ, çÿллĕшĕ — 1 метра яхăн. Тăван çĕршывĕ Кăнтăр тата Çурçĕр Америка континенчĕсем. Çак курăка Америка аборигенĕсем /вырăнти халăх/ сĕм авалтан апатра усă курнă. Европăна XXIII ĕмĕрте çитнĕ, Раççее — XIX ĕмĕрте. Халĕ вăл пирĕн тăрăхра та çитĕнет. Ăна апата хушаççĕ. Тĕрлĕ чиртен сывалма, иммунитета çирĕплетме пулăшать. Çак ÿсен-тăран вăрах ларать, çу уйăхĕнчен пуçласа чÿк уйăхĕчченех ешĕл çимĕçе апат валли татма пулать. Хăшпĕр çĕрте илемлĕ чечекшĕн ÿстереççĕ. Астра евĕр чечексем хĕрлĕ, шурă, кĕрен, фиолет тĕслĕ пулаççĕ.

Çак курăкра эфир çăвĕ нумай. Вăл сиенлĕ микробсемпе кĕрешет, организмри токсинсене кăларать, сывлав çулĕсене, юн тымарĕсене тасатать. Анеми, атеросклероз, туберкулез, синусит, цистит тата нумай асăнма пулать монарда сиплеме пулăшакан чирсене.

Ырă шăршине, техĕмлĕхне кура ăна тĕрлĕ апат хатĕрленĕ чухне усă кураççĕ. Ешĕл çулçине салата, окрошкăна хушаççĕ. Яшка пĕçернĕ чухне, пулă, пахчаçимĕç апачĕсем валли аван. Пĕтнĕкпе, базиликпа, матрÿшкепе, тархунпа хутăштараççĕ. Пылак çимĕçсене, панулми, груша, улма-çырла варенийĕсене т.ыт. унпа техĕмлетеççĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.