Комментари хушас

22 Нарăс, 2017

Арçынран кая мар

Пĕлтĕр Амăшĕсен кунĕ умĕн паллашма тӳр килнĕччĕ Вăрмар районĕнчи Уйкасри Ангелина Ивановăпа. Ун чухне республикăри Салтак амăшĕсен комитечĕн ертӳçи Лариса Егорова хĕрарăмсене Шупашкарти строительство тата хула хуçалăхĕн техникумĕнче пуçтарнăччĕ. Ачи-пăчине вăрçăран кĕтсе илеймен амăшĕсене сцена çине кăларчĕç. «Пурте тухăр, ан вăтанăр», — ыйтать ертӳçĕ. Уява капăр килнĕ Ангелина Васильевна залтах юлчĕ. Вăтаннипе мар, ывăлне аса илсе çын умĕнче макăрасран сăмах каласшăн пулмарĕ вăл. Манăн вара ун çинчен ытларах пĕлес килчĕ.

Ангелина Иванова шăпах Çĕршыв хӳтĕлевçин кунĕнче çут тĕнчене килнĕ. Амăшĕ, хĕрĕ арçын аппа пуласран шикленсе, нарăсăн 23-мĕшĕнче мар, 24-мĕшĕнче çуралнă тесе çыртарнă. Анчах шăпаран иртме çук. Мĕн пĕчĕкрен арçын ачасене хăйне кӳрентерме паман Уйкас хĕрĕ. Вĕсемпе пĕрле вылянă, ĕçленĕ. Тен, тӳпкелешсе те илнĕ пуль. Арçын аппа тенĕшĕн нихăçан та кăмăлсăрланман вăл. Çакă, паллах, кĕлетке, чун вăй-хăватне кăна кăтартать.

Мускава çул тытнă

«Эпĕ яланах савăнăçлă курăнма тăрăшатăп, чун мĕнешкел ыратнине çынна кăтартас килмест», — кĕтсе илчĕ мана Ангелина Васильевна. Хăнасене кĕрекене пуçтарма хатĕрленет вăл. Йышлă тăванĕсем кĕç-вĕç çуралнă тăрăха килсе çитĕç. «Шел, канмалли кунсенче ĕçленĕрен пурте çула тухаймаççĕ, çапах парне вырăнне укçа ярса парасшăн», — малтанах пĕр чĕлхе тупнă хĕрарăм чунне уçма вăтанмасть. Пурнăçра пĕр-пĕрне пулăшса пыма хăнăхнă вĕсем.

Ангелина Васильевна 10 ачаллă çемьере çуралнă. Хăшĕ-пĕрин ĕмĕрĕ кĕске пулнишĕн пăшăрханса калаçать вăл. Ыттисем çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен хыпар ярсах тăраççĕ.

«Паха тĕрĕ» фабрикăра çĕвĕçре те, колхозра бригадирта та ĕçленĕ вăл. Кайран Шупашкарта пӳлĕм илес тесе Трактор заводне вырнаçнă. Малтанхи упăшки, Афган вăрçин ветеранĕ, çакăнтах ĕçленĕ.

Виçĕ ачаллă çемьене общежити пӳлĕмĕнче хĕсĕнсе пурăнма тивнĕ. Хваттер илме çаплипех черет çитмен вĕсене. Ангелина Васильевна, паллах, алă усса ларман. Уççи-хуппине шыраса таçта та çитнĕ, анчах усси пулман. «Нумай ачаллă çемьесене Валентина Терешкова пулăшать», — тени кĕнĕ хăлхине. Пĕр тăхтаса тăмасăрах Мускава çул тытнă 3 ача амăшĕ. Хăйне курайман — ыйтăва секретаршăна парса хăварнă. Тĕрĕссипе, çыру Чăваш Республикин кинĕн аллине лекесси те иккĕлентернĕ çула тухнисене. Çапах уйăхран хурав çитнĕ. Çакăн хыççăн тӳрех хваттер илме чĕннĕ Ивановсене. Икĕ пӳлĕмлине сĕннĕ те — хирĕçлемен. Пысăккине кĕтсе унсăр та юласран шикленнĕ йышлă çемье.

Кĕтсе илеймен

Çак хваттертен ывăлне çара ăсатнă Ивановсем. Салтаксене Канашран тӳрех Чечен Республикине илсе кайнă.

«Мĕнле пурăнатăр? Ялта мунча туса пĕтертĕр-и? Милĕкпе çапăнас килет...» — çырнă киле ывăлĕ. Унтанпа Уйкасра пĕрне пăсса теприне хăпартма та ĕлкĕрнĕ. Игоре вара милĕкпе çапăнса мунча ăшшипе киленме пӳрмен.

Ывăлĕ хĕсмете кайнăранпа 10 уйăх иртсен çĕр йăтайми инкек пырса кĕнĕ Ивановсен килне. Шăпах çавăн чухне амăшĕпе ывăлĕ телефонпа çыхăнма калаçса татăлнă. Анчах Игорь телефон тытман. Вĕсене çар чаçĕнчен ту çине илсе кайнă иккен. Виçĕ БТР çул çинче вут-çулăм айне лекнĕ. Вун сакăр çамрăкран пĕри кăна чĕрĕ юлнă.

«Сана çар çыннисем шыратчĕç. Шăнкăравлама ыйтрĕç», — теççĕ кӳршĕсем урамран киле кĕрсен. Чун сисчĕвленчĕ. Вĕсем ывăл вилнине пĕлтерме килнĕ иккен. Усал хыпар илтсен кăшкăрса ятăм. Çакна пĕрре те ĕненес килмерĕ», — аса илет Ангелина Васильевна.

Игорь лăпкă ача пулнă. Ывăлĕ амăшне сивĕ сăмахпа кӳрентермен. Кил таврашĕнче тăрмашнă. «Ĕçлесе пулăшмашкăн юлташĕсене ятарласах яла илсе пыратчĕ», — хушса калать вăл.

Хĕсметрен таврăнайман Игорьшăн хваттер илме черете тăнă Ивановсем. Пĕрне, теприне пани çинчен пĕлнĕ амăшĕ. Вĕсене темшĕн лекмен. Каллех Мускавпа çыхăннă Ангелина Васильевна. Çакăн хыççăн ыйту çийĕнчех татăлнă. «Мĕнле майпа хваттер илтĕр?» — ыттисем тĕлĕнсе калаçнине пĕрре мар илтнĕ вăл.

14 çул иртнĕ Игоре пытарнăранпа, анчах чун суранне вăхăт та сиплеймест. Ывăлĕсĕр юлнă амăшĕсем малтан çыру ярса тăнă. «Пĕр вĕçĕм çакăн пирки шухăшлас мар тесе вĕсене çурса тăкрăм. Игорь те тĕлĕке килсе пăлхатмасть», — пытармасть хĕрарăм. Унăн тепĕр ывăлĕн те кун-çулĕ вăхăтсăр татăлнă. Вăл çуккине те йышăнма йывăр ăна. Чун тăвăнса çитнĕ вăхăтра макăрмасăр епле чăтĕ амăшĕ?

Хĕрсене — çунат

Ангелина Иванова Шупашкартан Уйкаса куçнăранпа чылай вăхăт иртнĕ. Ял пурнăçне ытларах килĕштерет вăл. Сăмах май, мана чарăнура унăн пиччĕшĕ Геннадий Васильевич кĕтсе илчĕ. Вăл урампа утнă май тăванĕсен килĕсене кăтартса пычĕ. Çывăх çынсем, паллах, пĕр-пĕриншĕн — çирĕп тĕрев.

«Тинтерех укçа пĕтсе çитнĕччĕ. Хальхи мăшăр Михаил 3 кролик пусса пачĕ те 3 пин тенкĕлĕх сутса та килтĕм», — йăл кулса илет кил хуçи арăмĕ. Пурнăçа майлаштарса пыма вĕренсе çитнĕ хĕрарăм.

«Пĕчĕк чухне тăраниччен какай çиес килетчĕ. Пире, хĕрсене, килтен вĕçсе тухмалла тесе ялан çунат кăшлаттаратчĕç», — тăсăлать калаçу. Выçăллă-тутăллă вăхăт тахçанах хыçа юлнă ĕнтĕ. Çулленех хур-кăвакал илсе усраççĕ вĕсем. Çавăнпах çулталăкĕпех ашран татăк пурăнмаççĕ. Кăçал вăкăрсем илсе çитĕнтересшĕн.

Ангелина Васильевна йывăрлăха парăнманнине, çиле хирĕç утма хăнăхнине курса ĕнентĕм. Пушă вăхăтпа тĕллевлĕ усă курнăран унăн аллине укçа кĕрсех тăрать. Çук, нумаййине хапсăнмасть вăл. Хăйсене пурăнмалăх ĕçлесе илме ăнтăлать. Çав вăхăтрах Мускаври ывăлĕн çемйине пулăшма тăрăшать. Мăнукĕ Богдан уншăн — чун йăпанăçĕ.

Марина ТУМАЛАНОВА.

Автор сăнӳкерчĕкĕ.

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.