Комментари хушас

10 Ака, 2014

" Тăван ялăм çапала пуçланнă "

Кăçал çĕр-шывра Культура çулталăкĕ иртет. Эпир те, «Тантăш» хаçат тусĕсем тата çамрăк тавра пĕлÿçĕсем, ăна паллă тăвас тетпĕр. Çав тĕллевпе «Чăваш Республикинчи учительсен ассоциацийĕ» çумĕнчи чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсен секцийĕ (ертÿçи – Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ Г.Л.Никифоров) редакципе пĕрле «Тăван ялăм çапла пуçланнă» конкурс йĕркелеме йышăнчĕ. Кунта эпир Чăваш Енри кашни ял мĕнле пуçланса кайни пирки сăмах хускатасшăн. Çак ĕçре эсир, вулакансем, пулăшни питĕ вырăнлă. Хăвăрăн тăван ял мĕнле йĕркеленни пирки мĕн пĕлнине çырса пĕлтерсен эпир сире чĕререн тав тунă пулăттăмăр.

Хамăрăн кăк тымара, ял кун-çулне тĕплĕн пĕлмесĕр малашлăха утма хĕн. Ял историне пĕлмелле кăна мар, вăл манăçа ан тухтăр тесе хут çине çырса хумалла. Çавăнпа та ĕнтĕ шырав ĕçне пуçăнар пуль.

Ăна çырас ĕçре пулăшас шутпа 10 ыйту хатĕрлерĕмĕр. Вĕсене хуравлани кăна çителĕксĕр. Ял кун-çулне май килнĕ таран тулли тата çыхăнтарса çырма тăрăшăр.

Сирĕн ĕçĕрсенчи ял халапĕсем тĕрлĕрен пулма пултарĕç. Хăшĕ-пĕ-ри истори чăнлăхĕсемпе килĕшсе те тăмĕ. Апла пулин те иртнĕ пурнăçа лайăх пĕлекен ватă çынсем мĕн каланине ним улăштармасăр çырса илĕр. Ял пуçламăшне каласа параканăн хушаматне, ятне, ашшĕ ятне, хăçан тата хăш ялта çуралнине çырма ан манăр.

«Тăван ялăм çапла пуçланнă» конкурс ĕçĕсене раштавăн 1-мĕшĕнче пĕтĕмлетĕпĕр. Пахалăхлă хайлавсен авторĕсене парнесемпе чыслăпăр.

«Тăван ялăм çапла пуçланнă» ĕçе çырма пулăшакан ыйтусем:

1. Ял ячĕ: чăвашла, вырăсла, чиркÿ пулнă пулсассăн чиркÿ ячĕпе панă ят. Ятне хăвăр ялтисем, кÿршĕсем епле калаççĕ?
2. Ят пĕлтерĕшĕ.
3. Ял пуçланса кайни çинчен калакан халап. Вĕсем темиçе те пулма пултараççĕ. Вĕсене те çырăр.
4. Пуçаракан çыннăн е йăхăн ячĕ.
5. Ялăн малтанхи вырăнĕ (Кивçурт вырăнĕ) ăçта тата мĕнлерех пулнă?
6. Ялăн хальхи вырăнĕ мĕнле?
7. Ял миçе ĕмĕр каялла пуçланнă?
8. Сирĕн ентешсем çĕр-шыв историйĕнче палăрман-и?
9. Ял çумĕнче истори палăкĕсем çук-и?
10. Ял çĕнелсе, улшăнса пырать-и?
11. Унăн пуласлăхĕ, малашлăхĕ пур-и?
 

Хуравсене «Тантăш» хаçат редакцине çак адреспа ярса парăр:

428019, Шупашкар, Иван Яковлев проспекчĕ, 13. 7 хут е редакцин электрон адресĕ çине – tantas@list.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.