Комментари хушас

16 Нарăс, 2017

Çамрăксем укçана шывпа юхтармаççĕ

«Лаша пуласси тихаран, çын пуласси ачаран паллă», — тенĕ ваттисем. Вăрмар районĕнчи Аслă Пинер ял тăрăхĕнчи яш-кĕрĕмпе хĕр-упраç пурнăç тĕллевĕ, ыранхи кун пирки шухăшлани сисĕнчĕ. Вĕсенче мал ĕмĕтлĕх тапса тăни кăмăла çĕклерĕ.

Çамрăксем малалла талпăннине ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Василий Шуйский те палăртрĕ: хĕр-упраç малашлăх пирки шухăшлать, ĕçлет-тапаçланать, машина туянать, п&рт лартать. Вăтакас ялĕнчи Денис Иванов салтакран таврăннă хыççăнах Мускав облаçне ĕçлеме кайнă. 21-ри каччă нумаях пулмасть чаплă машина туяннă. Вăл халĕ пÿрт лартма шухăшлать, пушанса юлнă кил вырăнне çак тĕллевпе туяннă. Унта вăл икĕ хутлă çурт çĕклеме ĕмĕтленет. Ăна каркасран хăпартасшăн. Халĕ Мускавра çавнашкаллисене тăваççĕ иккен. Ун пек йÿнĕрех тата хăвăртрах пулать.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.