ÇĂМĂЛЛĂН ЙЫШĂНАТЬ
Хырăмлăх язви аптратсан апата суйласа çиме тивет. Çак рецептсем чухах пулĕç. Ку апат-çимĕçе организм çăмăллăн йышăнать.
Какайпа кишĕр рулечĕ
80 грамм какай, 20 грамм типĕ шурă çăкăр, 1,5 апат кашăкĕ сĕт, çур çăмарта, çĕçĕ вĕçĕпе тăвар, 1 касăк петрушка тымарĕ, чей кашăкĕн виççĕмĕш пайĕ тулă çăнăхĕ, 1 кишĕр.
Пахча çимĕç шÿрпи пĕçермелле. Çуса çурхахсенчен тата çуран тасатнă какая ислетнĕ шурă çăкăрпа пĕрле икĕ хут аш арманĕпе авăртмалла. Фарша çăмарта, çăнăх, тăвар хушса лайăх çăрмалла. Хăмана сивĕ шывпа йĕпетмелле те ун çине фарш хумалла, унран йĕпе алăпа рулет çавăрмалла. Ăна таса салфеткăпа чĕркесе вĕри пахча çимĕç шÿрпине ямалла, вăйсăр çулăм çинче пĕр сехете яхăн пĕçермелле. Хатĕр рулета кăлармалла, салфеткинчен уйăрса темиçе пай туса касмалла, турилккесем çине хурса памалла.
Пăспа пĕçернĕ хăпартмăш
2 çăмарта, 1 чей кашăкĕ тулă çăнăхĕ, 2,5 апат кашăкĕ çуллă мар тăпăрчă, çур чей кашăкĕ услам çу, 1 апат кашăкĕ сĕт, 1 чей ашăкĕ сахăр, çĕçĕ вĕçĕпе тăвар, çур çăмарта сарри.
Çăмарта саррине сахăрпа лăкамалла, ала витĕр сăтăрса кăларнă тăпăрчăпа хутăштармалла. Çатмана çу сĕрсе вĕриленме шыв мунчине лартмалла. Сивĕтнĕ çăмартасен шуррине сарринчен уйăрмалла. Шуррине кăпăшлантармалла, ăна лăканă вăхăтрах сĕте ярса пăтратнă саррине хушмалла тата çăнăх сапса лайăх хутăштармалла. Тÿрех ăшăтнă çатмана ярса хупăлчапа витмелле, çулăм çине пĕçерме лартмалла. Хăпартмăш çăралсан ун çине маларах хатĕрленĕ тăпăрча хумалла, хăпартмăш хĕррисене варринелле çĕклесе хумалла, татах ăшăтмалла.