Комментари хушас

11 Нарăс, 2017

"Чапай" — паттăрлăхпа хăюлăх сăнарĕ

Нарăс уйăхĕн 9-мĕшĕнче 130 çул каялла Хусан кĕпĕрнин Шупашкар уесĕн Будайка ялĕнчи вырăс хресченĕн çемйинче улттăмĕш ывăл çуралнă. Ку Василий Чапаев пулнă.

Çемье ку ялтан часах тухса кайнăран нумай çул Чапаев Самар кĕпĕрнин Балаково хулинче çуралнă тесе шухăшланă. Василий Иванович хăть те хăш документра та хăй Шупашкарта çуралнине палăртнă-ха. Анчах унăн биографине нумай вăхăт никам та тĕпчемен. 1934 çулта экран çине Васильевсем ÿкернĕ "Чапаев" кинофильм тухсан ялти халăх Чăваш парти обкомне çыру янă, паттăр вĕсен ентешĕ иккенне çирĕплетнĕ. Çакăн хыççăн ăсчахсемпе журналистсем Шупашкарти Вознесени чиркĕвĕн кĕнекинче Василий Чапаев çурални çинчен çырса хунине тупнă.

Ашшĕ Иван Степанович 1876 çулта Екатерина Семеновăпа пĕрлешнĕ те тĕп килĕнчен уйрăлса тухса çурт лартнă. Çемье унта 20 çула яхăн пурăннă. Ватă çынсем каласа панă тăрăх, тухса кайнă чухне ăна Стуриковсене сутса хăварнă. 13 çултан çурт çĕнĕ хуçа тупнă — Кнутихăра вырнаçнă. Çапла вырăнтан-вырăна, хуçаран-хуçана куçса вăл Шупашкар районĕнчи Колешшана çитнĕ. Чапаев скверне ăна шăпах унтан куçарса килнĕ те.

Будайка ялĕн 1874 çулта ÿкернĕ планĕ тăрăх, Чапаевсен çурчĕ ялтан илсе тухса кайиччен ăçта ларни те паллă. 1940 çулта ку ял хула таврашне кĕнĕ. Халĕ кунта Чапаев тата Гагарин урамĕсем иртеççĕ. Чапаев çуралнă çурт вара малтанласа халĕ Ленин район администрацийĕн çурчĕ умĕнчи чул-палăк вырăнĕнче ларнă.

ХIХ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче Чапаевсен çемйи Балаковăна тухса каять. 1908 çулта Василийăн салтака кайма ят тухать.

Паллă полководец 1915 çулхи кăрлач уйăхĕнчен пуçласа 1916 çулхи авăн уйăхĕччен Тĕнче пĕрремĕш вăрçинче пулать. Вăл Галацире, Волыньре, Буковинăра çапăçать. Виçĕ хутчен аманать, чир-чĕре тÿссе ирттерет. Апла пулин те ахаль рядовойран фельдфебеле çитет. Çапăçусенчи паттăрлăхĕпе хастарлăхĕшĕн ăна Георгий тăватă хĕресĕпе, IV степень Георгий медалĕпе наградăланă.

Паттăрсем те юратаççĕ

1908 çулта Чапаев Балаковăри пуп хĕрĕпе Пелагея Метлинăпа паллашать. Çулталăкран 22 çулти каччă 17-ри пикене качча илет. Вĕсем 6 çул пĕрле пурăнаççĕ. Виçĕ ача /Александр, Клавдия, Аркадий/ çуратаççĕ. Тĕнче пĕрремĕш вăрçи пуçлансан Василий фронта каять. Хуняшшĕ-хунямăшĕпе кăштах пурăннă хыççăн хĕрарăм ачисемпе кÿрши патне куçать. 1917 çулта Чапаев тăван тăрăхне кĕрсе тухать — ачисене арăмĕнчен илсе ашшĕ-амăшĕ патне хăварать.

Часах Василий Иванович юлташĕн Петр Камишкерцевăн тăлăха юлнă арăмĕпе Пелагейăпа пурăнма тытăнать. Икĕ юлташ малтанах калаçса татăлнă-çке: пĕри вилсен тепри унăн çемйине пăхса пурăнать. 1919 çулта Чапаев Камишкерцевăна пилĕк ачипе /хĕрарăмăн икĕ хĕр пулнă/ дивизин артиллери склачĕ çумĕнчи Клинцовка ялне вырнаçтарать. Анчах хĕрарăм артиллери склачĕн пуçлăхĕпе Живоложновпа явăçать. Çакă Чапаева çапса хуçать. Çавăн пекех Чапаев пурнăçĕн юлашки çулĕсенче Татьяна казачкăпа, Фурманов комиссарăн арăмĕпе Анна Стешенкопа çыхланни паллă. Çавна пулах Фурмановпа иккĕшĕн хушшинче хирĕçÿсем çуралнă та, часах комиссара дивизирен каялла чĕнсе илнĕ.

Чапаев хĕрĕ Клавдия ашшĕ Камишкерцевăна пулах пурнăçран ир уйрăлнине çирĕплетнĕ. "Пĕррехинче атте киле килчĕ — çывăрмалли пÿлĕм алăкĕ хупă. Шаккать, арăмне уçма ыйтать. Ун патĕнче — Георгий. Атте кăшкăрать, Живоложнов алăк витĕр пеме тытăнать. Аттепе пĕрле ытти салтаксем те пурччĕ. Вĕсем часах çурта тепĕр енчен хупăрласа кантăк çĕмĕрсе пулеметран шăтăртаттарма тытăнчĕç. Еркĕн пÿлĕмрен сиксе тухрĕ те наганпа пеме тытăнчĕ. Аттепе аран çăлăнтăмăр", — аса илнĕ вăл.

Кун хыççăн Пелагея упăшкинчен каçару ыйтма шут тытнă, çав тĕллевпе пĕчĕк Аркашăна илсе Лбищенска çул тытнă. Анчах ăна Чапаев патне яман. Каялла таврăннă чухне вăл шуррисен штабне кĕрсе Лбищенскра тăракан вăй сахаллине систернĕ. Клавдия каланă тăрăх, кун пирки Пелагея 30-мĕш çулсенче хăй каласа кăтартнă. Анчах çакна та каламалла: хулари тата таврари казаксем ытларах шуррисен енче пулнăран вĕсем лару-тăру пирки капла та уçăмлăн пĕлнĕ. Çавăнпах Пелагея шуррисем патне кĕрсе тухнă тени тĕрĕс пулсан та унăн сăмахĕсем пĕлтерĕшлĕ пулман. Пушшех те — шуррисем те кун пирки нихăçан та асăнман.

Василий Иванович 1919 çулхи авăн уйăхĕн 5-мĕшĕнче Лбищенскри 6 сехете тăсăлнă хаяр çапăçура вилнĕ.

Редакцирен. Петĕр Хусанкай çинчен çырнă материалпа вулакансем тĕплĕ паллашни савăнтарчĕ. Викторинăна хутшăнса шăнкăравлакан чылайăн пулчĕ. Петр Петрович хăйĕн чĕрине чăваш халăхне халалланине, вăл ЧПУн медицина факультетĕнче упраннине аса илчĕç шăнкăравлакансем. Пĕрремĕш шăнкăравласа илекен — Патăрьел районĕнчи Пăлапуç Пашьел ялĕнчи Светлана Никитина — парнене тивĕçрĕ.

Викторина паянхи ыйтăвĕ: Василий Чапаевпа çыхăннă Шупашкарăн хăш кĕтесĕ пирки асăнмарăмăр?

Музей — архитектура палăкĕ

Шупашкарти илемлĕ скверсенчен пĕри шăпах Василий Чапаев ятне упраса пырать. ВЛКСМ Чăваш обкомĕн тата республикăри таврапĕлÿ музейĕн пуçарăвĕпе 1974 çулхи çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче кунта граждан вăрçин паттăрĕ ячĕпе музей /архитекторĕ — М.Суслов/ уçнă. 1986 çулта унпа юнашар Чапаевсен шыраса тупнă ялти çуртне килсе лартнă. Унăн ячĕпе хулара производствăн пысăк пĕрлешĕвĕ, поселок, библиотека пур. Полк пултаруллă ертÿçин ячĕпе республика çеç мар, Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнче те урамсем пур. Хуласем те.

Шупашкарти Чапаев палăкĕ /скульпторĕ — П.Баландин, архитекторĕ — В.Морозов/ те хулан хăйне евĕр символĕ пулса тăнă. 1984 çулччен вăл бетонран пулнă, реставраци тунă май ăна бронзăпа витнĕ.

Чапаев музейĕ Чăваш наци музейĕн филиалĕ шутланать. Ăна ниме майĕпе тунине те каламалла. Халăх стройкине предприятисем, тĕрлĕ учрежденипе халăх хутшăннă. Музей комлексне скверпа, палăкпа, Чапаевсен çурчĕпе пĕрлех мемориал стена /скульпторĕ — Э.Агоян/ та кĕрет. Унта Д.Фурманов, М.Фрунзе, М.Тухачевский, В.Куйбышев тата И.Кутяков барельефĕсем вырăн тупнă.

Музей çурчĕ граждан архитектурин хăйне евĕрлĕ пĕртен-пĕр палăкĕ шутланать. Курма килекенсене фойери "Хĕрлĕ Çар" витраж та тыткăнлать. Ăна тĕрлĕ тĕслĕ кĕленчерен пуçтарнă. Вăл Раççей историйĕнчи революцисемпе вăрçăсен трагедиллĕ саманине сăнлать. Çак тапхăрăн та халăх асĕнчен тухман хăйĕн паттăрĕсем пур.

Музей экспозицийĕ легендарлă комдивăн пурнăçĕ-ĕçĕпе туллин паллаштарать. Кунтах — пĕр ĕмĕр каяллахи чăн-чăн тачанка, Чапаев бурки, шашка... Хĕçсемпе нагансем, винтовкăсемпе пулеметсем, йĕнер... — граждан вăрçин паллисем. Чăн документсемпе сăнÿкерчĕксем, наградăсем... Нумайăшне çемье архивĕнчен Чапаев ачисем Александрпа Клавдия упрама шанса панă.

Чапаев çуралнă çуртра вара пĕтĕмпех 19-мĕш ĕмĕрти пек. Çурт ăш-чикки хресчен епле пурăннине туллин сăнлать. Кунта хуçалăхра усă курнă чăн хатĕрсем, савăт-сапа — Будайкăпа Гремячево ялĕсенчи Чапаевсен тăванĕсен пулнăскерсем.

Музея республикăра пурăнакансем çеç мар, хăнасем те кĕрсех çÿреççĕ. Çулсерен унта 45 пин ытла çын пулса курать. Кунтах таврапĕлÿпе патриот клубĕсем те ĕçлеççĕ. Кăçал гранта тивĕçнĕ май экспозицисене çĕнетесшĕн. Çĕнĕ экспонатсем тепулĕç, кинозала та паянхи вăхăтпа килĕшÿллĕн улăштарасшăн. Çавна май килсе çÿрекенсен йышне 100 пине яхăн çитермелле.

Кумир

Дивизи командирĕ, Тĕнче пĕрремĕш вăрçипе Граждан вăрçин паттăрĕ Василий Чапаев çуралнăранпа 130 çул çитнине халалласа республикăри ял-хулара та, Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнче те çак эрнере тĕрлĕ мероприяти иртрĕ. Кĕçнерникун Чăваш патшалăх филармонийĕнче савăнăçлă уяв йĕркелерĕç. Унта ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăнчĕ. Маларах вăл Василий Чапаев ячĕллĕ музея çитсе курнă.

— Пирĕншĕн Василий Чапаев — наци геройĕ, паттăрлăхпа хăюлăх, чăн-чăн патриотизм символĕ, çĕршывăн гражданинĕн сăнарĕ, ун пирки пирĕн те манмалла мар, çамрăк ăрун та пĕлмелле, — терĕ Михаил Васильевич.

ЧР Патшалăх Канашĕн председателĕ Валерий Филимонов вара Василий Чапаев совет саманинче йĕкĕтсемшĕн чăн-чăн кумир пулса тăнине палăртрĕ.

Уява ытти сумлă хăнапа пĕрлех Василий Ивановичăн кĕçĕн-кĕçĕн мăнукĕ Александр та çитрĕ. Шел, малтан палăртнă пысăк делегаципе килеймен вĕсем. Чăваш халăхне мăн аслашшĕне хисепленĕшĕн, сума суса пархатарлă ĕçсем тунăшăн тав турĕ.

Концерт программи хыççăн куракансене Васильевсем ÿкернĕ "Чапаев" кинофильма та курма май туса пачĕç.

Чăваш хастар ывăлне Мускавра пурăнакан йăхташăмăрсем те манмаççĕ. Паян вĕсем иккĕмĕш хутчен стрелоксен 25-мĕш дивизийĕн командирне Василий Чапаева халалланă "Йĕлтĕр йĕрне" тухаççĕ. Сумлă хăнасен йышĕнче Василий Ивановичăн мăнукĕсем Аркадий Александровичпа Татьяна Александровна пулмалла.

Татьяна НАУМОВА хатĕрленĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.