Комментари хушас

9 Нарăс, 2017

Эстафета çирĕп алăра

Елчĕк районĕнчи Лаш Таяпари вăтам шкулта вĕренекенсемпе çамрăксем юлашки çулсенче Афганистанра, Çурçĕр Кавказра е ытти хĕрӳ точкăсенче тĕрлĕ çапăçăва хутшăннă çар çыннисемпе, ку тăрăхран тухнă çĕршывĕпе паллă спортсменсемпе, сумлă ветерансемпе час-часах тĕл пулаççĕ. Вĕсемпе паттăрлăх урокĕсем, çарпа спорт вăййисем тата ытти мероприяти йĕркелеççĕ. Çакна палăртма кăмăллă: Лаш Таяпари шкулта вĕреннĕ атлетсенчен вуннăшĕ тĕрлĕ çулта СССР е Раççей спорт мастерĕн нормативне пурнăçланă. Вĕсенчен чи чапа тухни — 20 километра утассипе Совет Союзĕн чемпионĕ тата рекордсменĕ, Европа чемпионачĕсен тата XXVII Олимп вăййисен призерĕ, Елчĕк районĕн хисеплĕ гражданинĕ Владимир Андреев.

Республикăри спорта юратакансем Николай Анисимов ятне те лайăх пĕлеççĕ. Вăл 5000 метра чупассипе 35 çул каяллах СССР спорчĕн мастерĕ пулса тăнă. 2001 çулта вара "Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ тренерĕ" хисеплĕ ята илнĕ.

Вăрăмхăва каччи 15 çулта чухне ирĕклĕ майпа кĕрешессипе кăсăкланатчĕ. Çав вăхăтра вăл районти ăмăртусенче чи вăйлă кĕрешӳçĕ шутланнă. Александр Кассирова кăна выляса яратчĕ.

10-мĕш класра вĕреннĕ чухне тăван ялĕнчен 7 çухрăмра вырнаçнă Лаш Таяпана /унта вĕреннĕ/ çуран е велосипедпа, хĕлле вара йĕлтĕрпе çӳренĕ. Çапла майпа хăюллă, йывăрлăхран хăрамасăр çитĕннĕ вăл. Коля нумай ачаллă çемьере ӳснĕ, чи кĕçĕнни пулнă. Вăтам шкул пĕтерсен Петр Самсонов паллă атлет сĕннипе тата пулăшнипе И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтне вĕренме кĕнĕ. Кунта Николай Анисимов вăтам тата инçе дистанцисене чупассипе пысăк çитĕнӳсем тунă. Спортри ăсталăхне ӳстерме ентеше РСФСР тава тивĕçлĕ тренерĕсем А.Улангинпа В.Семенов тата Пĕтĕм тĕнчери универсиадăн 1970 çулхи чемпионĕ Н.Пуклаков олимпиец пулăшнă.

Аслă пĕлӳ илнĕ хыççăн Николай Анисимов 20 çул ытла Çĕнĕ Шупашкарти Олимп резервĕсен училищинче тата Шупашкарти А.В. Игнатьев ячĕллĕ спорт шкулĕнче тренер-преподавательте вăй хунă. Çак вăхăтра Николай Иванович вун-вун спорт мастерĕ, çĕршыв тата Европа чемпионĕсем хатĕрлерĕ. Раççей тава тивĕçлĕ спорт мастерĕ Ольга Егорова 5000 метра чупассипе çĕнĕ ĕмĕр пуçламăшĕнче Европа чемпионки ятне çĕнсе илчĕ, Австралире иртнĕ XXVII Олимп вăййисенче 11-мĕш вырăна тухрĕ. Тепĕр çулхине вара Анисимовăн вĕренекенĕ Канадăра тĕнче чемпионки ятне тивĕçрĕ.

Иккĕленместĕп, Лаш Таяпа тăрăхĕнче малашне те республика чапне çĕклеме хатĕр маттур та ăста спортсменсем тухĕç. Акă юлашки çулсенче 17-19 çулсенчи атлетсем — Артем Салмин, Евгений Яковлев, Артур Арефьев тата Иван Енкеев — пиçиххи çыхса кĕрешес енĕпе Пĕтĕм Раççейри ăмăртусенче малти вырăнсене йышăнчĕç, спорт мастерĕн нормативне пурнăçларĕç.

Тăван çĕршыв хӳтĕлевçисен кунне халалланă Пĕтĕм Раççейри массăллă оборона тата спорт уйăхлăхĕнче районта ирттерекен ăмăртусенче ентешсем тăтăшах призерсен ретĕнче. Эппин, эстафета çирĕп алăра.

Петĕр Лаштай.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.