Петĕр ЛАШТАЙ

22 Нарăс, 2017

Сунарçă-биатлонистсем тупăшрĕç

Елчĕк районĕнчи Лаш Таяпари Леонид Князев шкул пĕтернĕ хыççăн Шупашкарти 23-мĕш профтехучилищĕре пĕлÿ илнĕ, электромонтер пулса тăнă. Кунти атлетика залĕнче кире пуканĕ çĕкленĕ. 1984 çулта «Хыпар» парнисене çĕнсе илессишĕн ирттернĕ Пĕтĕм Раççейри турнирта яшсен ушкăнĕнче иккĕмĕш вырăна йышăннă, пĕрремĕш разряд нормативне пурнăçланă.

9 Нарăс, 2017

Эстафета çирĕп алăра

Елчĕк районĕнчи Лаш Таяпари вăтам шкулта вĕренекенсемпе çамрăксем юлашки çулсенче Афганистанра, Çурçĕр Кавказра е ытти хĕрӳ точкăсенче тĕрлĕ çапăçăва хутшăннă çар çыннисемпе, ку тăрăхран тухнă çĕршывĕпе паллă спортсменсемпе, сумлă ветерансемпе час-часах тĕл пулаççĕ. Вĕсемпе паттăрлăх урокĕсем, çарпа спорт вăййисем тата ытти мероприяти йĕркелеççĕ. Çакна палăртма кăмăллă: Лаш Таяпари шкулта вĕреннĕ атлетсенчен вуннăшĕ тĕрлĕ çулта СССР е Раççей спорт мастерĕн нормативне пурнăçланă.

6 Чÿк, 2015

Лаш Таяпара çĕнĕ чиркÿ çĕкленчĕ

Елчĕк районĕнчи Лаш Таяпа ялĕн историйĕ вышкайсăр пуян. 1610 çулсенче Православи тĕнне йышăнман пăлхар-сувар тăхăмĕсем никĕсленĕ ял 1922 çулхи çĕртме уйăхĕччен Чĕмпĕр кĕпĕрнин Пăва уесне кĕнĕ. Ульяновск облаçĕн патшалăх архивĕн XIX ĕмĕрти докуменчĕсем кунта 1840 çулта халăх училищи уçăлнине çирĕплетеççĕ. Турă Амăшĕ çуралнин ячĕллĕ чиркĕвĕн пирвайхи çуртне çав çулхинех ял варринче Лащă юханшывĕн сылтăм çыранĕнче туса пĕтернине палăртаççĕ таврапĕлÿçĕсем.

21 Çурла, 2015

Ман шăллăм Эктел

Пурăннă пулсан, иртнĕ ĕмĕрĕн 1980 çулĕсен вĕçĕнче хăйĕн тĕрлĕ енлĕ пултарулăхĕпе тăван республикăра кăна мар, вăтам Атăлпа мăнаçлă Çĕпĕр хутлăхĕнче те палăрма пуçланă Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, «Тăван Атăл» журналăн тата Чăваш Енри таврапĕлÿçĕсен Алексей Милли ячĕллĕ премийĕсен лауреачĕ Ва