Комментари хушас

8 Нарăс, 2017

СИКМЕ, ЧУПМА ЮРАМАСТЬ

Артроз аптратсан ыратнине чакарма чирлĕ сыпă çине ыхра сĕткенĕнче йĕпетнĕ марля çыхă хурса çирĕплетмелле.

1. Сикме юрамасть. Чупни, сикни, кукленни сыппа йывăрлăх кӳрет, вăл арканма пуçлать. Пуринчен те ытларах шывра ишни, велосипедпа ярăнни, супинаторлă кроссовка тăхăнса уçă сывлăшра хăвăрт утни усăллă.

2. Кĕлетке виçине чакармалла. Ытлашши виçе сыпăсене хушма йывăрлăх кӳрет. Çавăнпа травматолог патне пыракан пациентсен 70 проценчĕ — самăр çынсем. Йывăрăш виçерен ытлашши пулсан начарланма тăрăшмалла. 5 килограмран ытла тиев йăтмалла мар.

3. Менюна пуянлатмалла. Рациона тăварламан тинĕс пулли, ешĕл /петрушка, сельдерей/ кĕртмелле. Сыпăсене кирлĕ кальци сĕт çимĕçĕсенче, уйрăмах тăпăрчăпа хытă сырта, кунжут вăрринче пур. Калипе банан, абрикос, пĕвер, брокколи, кăмпа, шăккалат пуян. Çырла та çимелле, хура хурлăхан, шăлан çырли усăллă.

4. Шыв ытларах ĕçмелле. Ку кăмăрчак тĕртĕмĕшĕн /уйрăмах чĕркуççишĕн/ кирлĕ. Кунне газ хушман шыв 1-1,5 литртан кая мар ĕçмелле. Тухтăр хондопротекторсем çырса пама пултарать. Вĕсем кăмăрчакри нӳрĕк виçине ӳстереççĕ, ун пиçĕлĕхне, çирĕплĕхне вăйлатаççĕ.

5. Хăвăра упрăр. Сыпăсем ыратаççĕ пулсан чир вĕрĕлесси те часах. Çавăнпа урасене — ăшăра, пуçа сивĕре тытмалла, ытлашши ывăнасран, стресран, шăнасран асăрханмалла.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.