Комментари хушас

3 Нарăс, 2017

Спартакиада пуçланчĕ

Пирĕн республикăра шкул ачисен спартакиадине вуннăмĕш çул йĕркелеççĕ. Кăçал ăна спортăн 14 тĕсĕпе ирттерме палăртнă.

Çак кунсенче Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнче кире пуканĕ йăтакансем вăй виçрĕç. Старта вунсакăр хулапа районти 200 яхăн яшпа хĕр тухрĕ. Савăнăçлă парадра вĕсене ЧР вĕренÿ министрĕ Юрий Исаев, кире пуканĕ спорчĕн федерацийĕн президенчĕ Юрий Карпов тата академи ректорĕ Андрей Макушев саламларĕç.

Çивĕч кĕрешÿре 1-3-мĕш вырăнсене Йĕпреç, Куславкка тата Елчĕк районĕсен командисем тухрĕç. Çĕнтерÿçĕ команда йышĕнче — Пучинкери вăтам шкулта вĕренекен Снежана Кириллова, Алексей Леонтьев, Антон Анисимов тата Иван Майоров. Вĕсем пурте ЧР Пуçлăхĕн парнисене çĕнсе илессишĕн ирттерекен йăлана кĕнĕ спартакиада чемпионĕн ятне çĕнсе илчĕç, ылтăн медале тивĕçрĕç. Палăртма кăмăллă: çамрăксем юлашки çулсенче Куславккара тата Шупашкарта "Хыпар" хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн ирттернĕ Пĕтĕм Раççейри турнирсенче малти вырăнсене йышăннă.

Хальхи ăмăртусенче спартакиада чемпионĕн ятне çавăн пекех Елчĕк районĕнчи Мария Зайцева, Николай Петров, Дмитрий Миллин, Куславккари Антон Язев, Тăвай районĕнчи Владимир Шибалов, Етĕрне районĕнчи Людмила Вениаминова тата Шупашкарти 27-мĕш шкулта вĕренекен, Раççейĕн пĕлтĕрхи чемпионки Августина Павлова çĕнсе илчĕç.

Эпир пĕлнĕ тăрăх, Сĕн-тĕрвăрри, Элĕк, Улатăр районĕсенче, Çĕмĕрле, Çĕнĕ Шупашкар хулисенче те тимĕр вăййине юратакан çамрăк нумай. Анчах асăннă районсемпе хуласен администрацийĕсем вĕрентÿпе çамрăксен политикин, физкультурăпа спорт пайĕсен ĕçченĕсене пула вĕсем хальхинче спартакиадăна хутшăнаймарĕç. Шел те, спартакиадăна республикăн тĕп хулинчи Ленин тата Калинин районĕсен командисем те япăх кăтартупа пуçларĕç.

Петр ЛАШТАЙ.

Н.ОСИПОВА сăнÿкерчĕкĕ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.