Комментари хушас

1 Нарăс, 2017

Пенси тытăмĕнчи кăçалхи çĕнĕлĕхсем

2017 çулхи кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕнчен — федерацин социаллă хушма тÿлевĕ, нарăс уйăхĕн 1-мĕшĕнчен страховани пенсийĕсем тата федераци çăмăллăхçисен уйăхри укçа тÿлевĕ ÿсеççĕ, патшалăх служащийĕсен тивĕçлĕ канăва тухмалли ÿсĕмĕ пысăкланать — çак тата ытти çĕнĕлĕх çинчен калаçу пычĕ РФ Пенси фончĕн республикăри уйрăмĕнче массăллă информаци хатĕрĕсен журналисчĕсем валли йĕркеленĕ пресс-конференцире. Вĕсемпе асăннă служба ертÿçи Роза Кондратьева паллаштарчĕ.

Федерацин социаллă хушма тÿлевĕ. Ĕçлемен граждансен тупăшне Чăваш Енри пенсионерсене регионта пурăнмашкăн кирлĕ чи пĕчĕк виçе шайне /Чăваш Республикин 2016 çулхи юпа уйăхĕн 20-мĕшĕнчи 55-мĕш саккунĕпе килĕшÿллĕн унăн сумми кăçал 7720 тенкĕпе танлашать/ çитерес тĕллевпе федерацин социаллă хушма тÿлевĕ параççĕ. Тупăш шутне пенси, уйăхри ытти тÿлев /пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă пулăшушăн, телефоншăн тивĕçекен компенсаци/ кĕреççĕ. Урăхла каласан, федерацин социаллă хушма тÿлевĕн сумми пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçе тата пенсионерăн тупăшĕ хушшинчи уйрăмлăхпа танлашать.

Чăваш Енре социаллă хушма тÿлеве 40 пине яхăн çын илет, унăн вăтам виçи — 1811 тенкĕ.

Пенсисемпе тÿлевсене нарăс уйăхĕнчен пысăклатнă май федераци пулăшăвĕн суммине çĕнĕрен палăртаççĕ: ăна тивĕçекен чылай пенсионерăн тупăшĕ хăпарать, анчах пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçепе танлашаймасть. Çавна май индексациленĕ хыççăн вĕсем алла илекен сумма малтанхи пекех 7720 тенкĕ пулать.

Страховани пенсийĕн ирĕкĕ. Раççейре 2015 çулта пурнăçа кĕртнĕ пенси формулипе 2017 çулта страховани пенсине палăртмашкăн 8 çул стаж, 11,4 балл кирлĕ. Çапла тумашкăн 2025 çулччен вăйра тăракан куçăм тапхăрĕ хистет: пĕрремĕш кăтартăва çуллен — 1 çулталăк, иккĕмĕшне 2,4 балл хăпартса пыраççĕ. Стажпа балсене кирлĕ чухлĕ пухаймасан пенсие каярах палăртаççĕ е социаллă пенси памалла тăваççĕ /хĕрарăмсене — 60, арçынсене 65 çултан/.

Ватлăхри страховани пенсине ÿстермешкĕн тивĕçлĕ канăва тухас тапхăра календарлă 1 çулталăкран 10-а çитиччен тăссан тата пенсие маларах тухмалли ирĕк пуррине е тивĕçлĕ кану ÿсĕмне çитнине пăхмасăр ăна тивĕçмешкĕн ыйтса çырассине 1 çултан пуçласа 10-а çитиччен хăварсан хавхалантару коэффициенчĕсем параççĕ. Вĕсем çуллен пысăкланса пыраççĕ. Тĕслĕхрен, 5 çултан çирĕп виçе — 36, страховани пенсийĕ 45 процент ÿсеççĕ, 10-ран — 2,11 тата 2,32 хут.

Республикăра хавхалантару коэффициенчĕсемпе страхованин 102 пенсине палăртнă чухне тата ватлăх укçине вăхăтлăх илсе тăма килĕшмен 2 заявлени тĕлĕшпе усă курнă.

Пухăнса пыракан пенси виçине шутласа тÿлевпе тивĕçтерме палăртнă тапхăр кăçалхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен 240 уйăхпа танлашать. Унăн уйăхри тÿлевĕ пенси суммин 5 проценчĕ чухлĕ кăна тухсан нухрата пĕр харăс параççĕ.

Патшалăх служащийĕсен ĕçлев тапхăрне тăснă. Федерацин 2016 çулхи çу уйăхĕн 23-мĕшĕнчи 143-мĕш саккунĕпе РФ саккун акчĕсенчен чылайăшне патшалăх /муниципалитет/ служащийĕсен ватлăхри страховани пенсине çул çитнипе е маларах палăртмашкăн кирлĕ ÿсĕме пысăклатас тĕлĕшпе улшăну кĕртнĕ: 2026 çултан арçынсем тивĕçлĕ канăва 65-ре тухаççĕ, хĕрарăмсем 2032 çултан — 63-ре. Вăй хурас вăхăта /арçынсен — 5, хĕрарăмсен — 8 çул/ тапхăрăн хăпартаççĕ. Кăçал патшалăх /муниципалитет/ службинчи арçынсене тивĕçлĕ канăва 60 çул та 6 уйăхра кăлараççĕ, хĕрарăмсене — 55 çул та 6 уйăхра. Ÿсĕм патшалăх службинче тăнă тапхăра кăна пырса тивет: гражданин унти ĕçе пăрахса ватлăхри страховани пенсийĕ пама ыйтнине заявлени панă кунран, анчах пĕтĕмĕшле йĕркепе палăртнă ÿсĕме çитсен, тивĕçтереççĕ. Асăннă тÿлеве палăртнă хыççăн вăл патшалăх ĕçне тепĕр хут кÿлĕнсен те ватлăхри страховани пенсине илсе тăма пултарать.

Ялти ватăсен кĕтме тивет. Федерацин 2016 çулхи раштав уйăхĕн 19-мĕшĕнчи 428-мĕш саккунĕ ял хуçалăхĕнче 30 çултан кая мар тăрăшнă тата унтах пурăнакан ĕçлемен пенсионерсене страховани пенсийĕн çирĕплетнĕ /фиксациленĕ/ пайне 25 процент пысăклатассипе çыхăннă саккун нормине пурнăçлассине 2020 çулхи кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕччен чарса лартнă. Çавăнпа пĕрлех çак саккунпа Раççей Правительствине экономикăри тата социаллă тытăмри лару-тăрăва шута илсе 2017 çулхи пĕрремĕш çур çулхи пĕтĕмлетÿсем тăрăх РФ Патшалăх Думине 2020 çулчченхи тапхăрта асăннă ушкăнри граждансене тивĕçтермешкĕн социаллă хÿтлĕхĕн хушма мерисене çирĕплетессипе çыхăннă сĕнÿсене çитерме ыйтнă.

Чăваш Енĕн ял хуçалăхĕнче тăрăшса тивĕçлĕ канăва тухнă, хальхи вăхăтра ĕçлемен 74 пин пенсионер пурăнать.

Амăшĕн капиталĕ. Унăн сумми кăçал 453026 тенкĕпе танлашать. Асăннă программа2018 çулхи раштав уйăхĕн 31-мĕшĕччен вăйра тăрать. Сертификата тивĕçмелли тата укçапа хуçаланмалли тапхăра чикĕлемен. Нухратпа пурăнмалли условисене лайăхлатмашкăн, ывăл-хĕре вĕрентмешкĕн, амăшĕн пулас пенсине пысăклатмашкăн, сусăр ачана социаллă адаптаци памашкăн тата обществăна интеграцилемешкĕн тавар е пулăшу туянма ирĕк панă.

Ĕçлеменнисенне индекса­ци­леç­çĕ. Ĕçлемен граждансен соци­аллă пенсийĕсене тата вĕсен тытăмĕнчи çирĕплетнĕ пая РФ Правительствин кăçалхи кăрлачăн 19-мĕшĕнчи 35-36-мĕш йышăнăвĕсемпе потребитель хакĕсем иртнĕ çул ÿснине тĕпе хурса нарăс уйăхĕн 1-мĕшĕнчен 5,4 процент пысăклатаççĕ: çирĕплетнĕ тÿлевĕн уйăхри виçи — 4805,11, пенси балĕн хакĕ 78,28 /2016 çулта — 74,27/ тенке çитеççĕ.

Республикăра ватлăхри, инвалидлăх тата тăрантарса пурăнакана çухатнин страховани пенсийĕсене илекенсен 74 проценчĕ ĕçлемест — хушăма 268 пин ытла çын тивĕçет. Пенсин вăтам виçи 625 тенкĕ пысăкланса 12,7 пине çитет е пенсионера пурăнмашкăн кирлĕ чи пĕчĕк виçерен 1,9 хут пысăкланать. Нарăс уйăхĕнче хăпартнă пенсисене çулталăк вĕçлениччен тÿлемешкĕн хушма укçа — 1,8 миллиард, страховани пенсийĕсемшĕн кăçал тăкакламалли сумма 50 миллиард тенкĕпе танлашать.

Ĕçлекен граждансене индексациленĕ пенсие вĕсем вăй хума пăрахсан параççĕ. Вĕсен пенсине 2016 çулта хывнă взноссене шута илсе кăçалхи çурла уйăхĕн 1-мĕшĕнчен 3 балл таран е уйăхри 20 пин тенкĕпе танлашакан шалу виçипе пысăклатаççĕ.

Патшалăх тивĕçтерĕвĕн, çав шутра социаллă пенсисене пенсионера пурăнмашкăн кирлĕ чи пĕчĕк виçене çĕршывра иртнĕ çулта пысăклатнă май çын ĕçленипе ĕçлеменнине пăхмасăр пуринне те ака уйăхĕн 1-мĕшĕнчен хăпартаççĕ.

Хальхи вăхăтра вĕсене республикăра тивĕçекенсем 27 пинĕн. Социаллă пенсисен вăтам виçи — 7,8 пин, сусăр ачасемпе пĕчĕкренпех пĕрремĕш ушкăн инваличĕ шутланакансен — 11,9 пин тенкĕ.

Федераци çăмăллăхçисен уйăхри тÿлевĕ тата соцпакет хакĕ нарăс уйăхĕн 1-мĕшĕнчен 5,4 процент пысăкланаççĕ. Социаллă пулăшу пуххи 1048,97 /эмел пайĕ — 807,94, санаторипе курорт пайĕ — 124,99, транспорт пайĕ — 116,04/ тенкĕпе танлашать.

Республикăра пурăнакан федерацин 104 пин çăмăллăхçинчен 80 проценчĕ — инвалид. Уйăхри укçа тÿлевĕ вăтамран 116 тенкĕ ÿссе 2268-а çитет. Асăннă ушкăнри граждансене тÿлевпе тивĕçтермешкĕн кăçал 2,8 миллиард тенкĕ тăкаклаççĕ.

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.