Комментари хушас

26 Кăрлач, 2017

Ах, кунĕсем сивĕ-çке, хырăмра - пушă

Ленинград хулине фашист пусмăрĕнчен хăтарнăранпа январĕн 27-мĕшĕнче 73 çул çитет. Хăрушă вăрçă халăха хĕн-хур кăтартнă. Ачасемшĕн те йывăр кунсем пуçланнă. Урамра тусĕсемпе выляма юратаканскерсем аслисемпе тан йывăр ĕçе пуçăннă. Выçăпа асапланнă. Хĕл сивви пушшех вăйран янă вĕсене. Пÿлĕмсенче те кантăксем пăрпа хупланнă. Картлашка тăрăх çÿлелле хăпарса хваттере лекесси вĕсемшĕн терт пулнă...

Паян вара паллă мар ачан кун-кĕнекинчи йĕркесемпе вулакана паллаштарас терĕмĕр.

Никам та çывăраймасть: ни атте, ни анне...

«Эвакуацие сивлерĕмĕр. Тăван тăрăха пăрахса ют вырăна каяс темерĕмĕр. Пурнăçĕ вара çав тери йывăр. Апат-çимĕç складне сирпĕтнĕрен чун пушшех ыратрĕ. Ĕнтĕ çинĕ-çимен пурăнатпăр. Ырханланакансем куç умĕнчех йышланаççĕ. Эпĕ хам та шăмă купи çеç. Алăсем те авă çип пек çинçе... Чăнах, паянхи кунпа пурăнакан пултăмăр. Ыранхине мар, паянхи кун мĕнле иртессине те татăклăн калама пултараймастăп. Картишĕнчи сарайсене пăсма тытăнчĕ халăх. Хăмисене çĕр чавса пытарчĕç. Кăмака хутма кирлĕ-çке. Ара, капла ирĕкре вырттарсан вăрласа каяççĕ. Пурин те пурăнас килет вĕт-ха.

Сивĕсем пуçланчĕç. Хваттерте тултинчен те сивĕрех ахăртнех. Кантăк çумĕнчи хушăксенчен çил ачисем йăпăр-япăр кĕрсе тухаççĕ пирĕн пата «хăнана». Пÿлĕмри пур-çук ăшша тулалла хăваласа тухаççĕ те: «У-у-у! А-у-у! У-а-а! Мĕн ку-у-у, тата си-и-ивĕрех пула-а-ать а-ак!» — тенĕнех илтĕнет. Эх, тапраннă çил-тăман кĕмен-тухман çурăк хăвармасть. Шăхăрать, нимĕçсене тарăхнă тейĕн. Выçă кашкăртан та хăрушăрах улать. Пирĕн пĕр хутлă чÿречене халь çĕмĕресле юрпа та пăрпа сапать. Никам та çывăраймасть: ни атте, ни анне, ни эпĕ... Кашниех тĕрлĕ шухăшпа айланать, асапланать, чунне ыраттарать. Эпĕ хутланса выртнă, хытă чĕтреттерет. Анчах шухăшланă чухне вĕçĕ-хĕррисĕр çеçенхирте юрлă-пăрлă çиле хирĕç пынăнах туйăна-туйăна каять. Ах, кунĕсем сивĕ-çке, хырăмра — пушă.

...Çанталăкăн асар-писерлĕхне пăхмасăр хамăртан 40 çухрăмран вырнаçнă уя кайрăмăр. Юр хырса шăннă çĕре чаврăмăр. 15 килограмм çĕрулми кăлартăмăр вăрттăн. Сыхланмасăр май килмест çав. Уй сыхлавçисен тĕлне лексен киле нимсĕр кайнисĕр пуçне штраф параççĕ. Çапах та пире ăнчĕ, çимелли пулчĕ. Килте вара анне тутлă апат пĕçерсе çитерчĕ.

Каллех уйра эпир. Юр айне пулнă купăста çулçисене пуçтаратпăр. Темиçе кунта çапах та пĕр катка тултартăмăр ăна. Çакă та пирĕншĕн паха апат пулчĕ.

Йывăр чирлерĕм. Ахаль те вăй çукчĕ, пушшех халсăрлантăм. Вырăнпах выртатăп. Пĕр кунхине анне ман ума пĕшкĕнсе:

— Пире ан çухат, эпир йăмăкупа тарăн çырмана каясшăн. Унта пĕр лаша вилсе выртнă тет. Çавăн какайне хам йăтнă таран илсе килесчĕ. Ачам, пурăнас килет-çке, — терĕ те вăйĕ пĕтнĕрен сулăнса кайрĕ.

Аннене хĕрхеннипе чĕре ыратрĕ. Ара, чирлемен пулсан эпĕ те пĕрле пыраттăм вĕт-ха. Халĕ авă çиччĕри Таня йăмăка илсе каять. Вăл, имшерскер, епле çитсе килĕ-ши унта?

Анне хăйпе пĕрле кÿршĕсене чĕннĕ. Анчах лешсем çурма çула çитсен каялла çаврăннă.

— Урăх пулмасть утасси, вăй-хал пĕтрĕ. Темĕн, пире валли какай та юлмĕ çитменнине. Кайса килни те ахаль пулĕ, — тенĕ.

Аннепе йăмăкăм вара малалла утнă. Тарăн çырмана çитнĕ вĕсем. Вилĕ лашана виççĕн ÿтлеме те тытăннă-мĕн. Айккинче вара тата çирĕм çын ытла хайхисене пăхса тăнă. Ара, лешсем вĕсене янавар çывăхне яман-çке. Хăйсем çеç ăна пайлама ĕмĕтленнĕ. Çук, ку ÿкерчĕке урăх пăхса тăрайман анне. Пурттине çĕклесе вĕсен еннелле ыткăннă. Хăранăскерсем самантрах айккинелле сирĕлнĕ. Анне валли çапах пыршисем юлнă. Вăл вĕсене миххе чикнĕ те каялла кайма тăнă. Анчах унăн çулне леш çынсем пÿлнĕ. Юратнă çыннăм вĕсене парăнман, ăш-чик тултарнă миххе çатăрласа тытнă, тепĕр аллипе пурттипе сулкалашнă.

Çул çинче кана-кана утнă вĕсем. Пĕчĕк йăмăк та хăйне йăттарассишĕн йĕрмĕшме пуçланă. Çапла нушалана-нушалана çитнĕ киле. Илсе килнĕ какайпа анне тутлă апат пĕçерчĕ. Шăп çав вăхăтра такам алăка шаккарĕ. Кĕçех пÿрте икĕ арçын аттене сĕтĕрсе кĕчĕ. Хайхискер çул çинче ÿкнĕ. Ура çине тăрас тесе чылайччен нушаланнă. Юрать иртен-çÿрен асăрханă ăна.

Кушак яшки те тутлă

Ĕнтĕ хамăра лекекен çăкăра иккĕри Вова шăллăма паратпăр. Вăл, пĕчĕкскер, вăрçă мĕн иккенне пĕлмест. Вĕçĕмсĕр çимелли ыйтса йĕрмĕшет. Атте, авă, кунсерен начарланать. Ăс-пуç енчен те улшăнчĕ. Аташкалать. Кашни утăмра çăкăра курать. Уншăн кантăксем те, вырăнсем те, пÿлĕме ăшăтмалли кăмака та — çăкăр.

Инкек çине синкек тенешкел, пыйтă вăйлах ĕрчерĕ пирĕн çинче. Урайĕнчисене хăть таптаса лапчăтатпăр-ха. Пуçрисене вара нимпе те пĕтерейместпĕр. Ÿт-пÿ те кĕçĕтет. Хыçкаланса юн кăларса пĕтертĕмĕр. Вова аллисем йăлтах кĕсенленсе-какайланса кайрĕç. Вăрăмланнă чĕрнисемпе пуçне хыçса суранлатнă. Ах, унăн пуçне çума шыв та çук. Çитменнине пÿлĕмре сивĕ.

Анне столовăйне кайса килетĕп терĕ. Вăйран кайнă атте валли мĕн те пулин тупса килесшĕн те. Вăл тухса кайсан йăмăкпа хăма хушăкĕсенчи çăкăр тĕпренчĕкĕсене кăларса çиме тытăнтăмăр. Сасартăк атте хускалчĕ те шăпланчĕ. Пырса пăхрăм, сывлани курăнмарĕ. Вилчĕ... Анне килчĕ. Атте кăкăрĕ çине ÿксе ÿлесе макăрчĕ.

Килтен 12 çухрăм вырнаçнă столовăйне ĕçлеме вырнаçрăм. Кунне 24 çухрăм утасси çав тери йывăр. Выçă пулнăран ялан çăкăр çинчен шухăшлатăп. Ăна питĕ тăраниччен çиес килет. Çапла шартлама сивĕре çÿхе пальтопа, кирза атăпа çула тухатăп. Мĕн тери йывăр! Кашни ир макăратăп. Аннерен уйрăлас килмест. Тăтăш унпа пулас килет.

Пĕр кунхине анне таçтан вилнĕ кушак тупса килчĕ. Унран апат хатĕрлеме пуçăнчĕ.

— Анне, ан пĕçер ăна. Пĕрех çиместпĕр. Шел кушака... — хирĕçлерĕмĕр йăмăкпа.

Кĕçех пÿртре тутлă шăршă сарăлчĕ. Çук, мăр-мăра тем пек хĕрхенсен те, сĕтел хушшине кĕрсе лартăмăр. Васкаса яшка çиме тытăнтăмăр...

Кунне — 125 грамм çăкăр

Ах, пÿртре сивĕ пулнăран алă-ура та çыхланать. Хваттер алăкĕсене те хупса çÿрейми пултăмăр. Эх, вăй пулас пулсан-и? Шалт çеç тĕксе хупăттăм çав йывăр мар алăка. Пĕр каçхине тĕтĕм-сĕрĕм шăршине пула вăранса кайрăм. Тĕпел кукринче тем çунать ахăртнех. Йăмăк хăпăл-хапăл кÿршĕсенчен пулăшу ыйтма кайрĕ. Вăл тухса çеç кайрĕ, алăк çилпе шалт! хупăнчĕ те питĕрĕнсе ларчĕ. Тултан шаккама тытăнчĕç, анчах уçаймастăп. Çулăм тĕпелтен явăнса тухрĕ. Анне, пĕчĕк Вовăна йăтнăскер, палăк пек хытса тăчĕ. Ни унталла, ни кунталла утаймасть. Ăçтан вăй тупăнчĕ-ши? Чÿречене чăмăрпа çапса çĕмĕртĕм. Кантăк чăл-пар саланчĕ. Алăран вара юн сăрхăнма та тытăнчĕ. Анне балкон алăкне уçса ячĕ те шăллăма йăтса унта тухрĕ...

Декабрь вĕçĕ. Йывăр, йывăр. Кунне 125 грамм çăкăр çинипе тутă пулаймăн. Хваттерти мĕнпур япалана анне çăкăрпа ылмаштарса пĕтерчĕ. Сĕтел-пукана та кăмакара çунтартăмăр. Çак вăхăтра маншăн чи кулянмалли — анне кунсерен йăшса пыни. Эпир те имшеркке-ха, вăл тата начар...

— Эх, вăрçа тухса кайнă ывăлăма урăх кураймастăп ахăртнех... Чун тухассине хамах пĕлетĕп. Ачамсем, ĕнтĕ мансăр мĕнле пурăнăр-ши? Ах... — терĕ пĕр кунхине.

Чĕре пĕçерсе кайрĕ. Çук, аннерен уйрăлас килмест манăн. Нихăçан та. Ăна ыталаса илтĕм, тем пек макăрас килсен те куççуль тухмасть иккен. Вăл тахçанах типнĕ пирĕн, вăрçă ачисен.

Юратнă çыннăм чирленине кура ĕçрен те хыпаланса таврăнма тытăнтăм. «Хыпаланса» тени сăмахĕ çеç паллах. Чупма мар, утма та йывăр. Çил-тăманра ÿсĕр çын пек тайкаланатăп. Ÿкетĕп, аран йăраланса тăратăп та малалла ăнтăлатăп. Ах, аннене пурăнтарас килет. Анчах нимĕнпе те пулăшма пултараймастăп, чун ыратать. Тÿсмелле мар.

Столовăйĕнче алла кастартăм. Юн нумай юхрĕ. Вăйран кайнăран путвала анса выртрăм. Виçĕ куна ăша пĕр тĕпренчĕк ямасăр ирттертĕм. Ÿт-пÿ шыçăннине туя пуçларăм. Тăваттăмĕш кунне пĕтĕм вăя пухса ура çине тăтăм. Çинçешке урасенчен такăна-такăна килелле танкăшрăм. Ах, йывăр утма, йывăр. Вăрçăччен хаваслăччĕ пурнăç. Кун пек çул тăрăх эпир туссемпе çилтен хăвăрт чупаттăмăр. Пĕр-пĕрне тытмалла та выляттăмăр. Çав вăхăтсене ăмсанса çеç аса илмеллине ăнланса илтĕм тинех. Тĕллĕн-тĕллĕн пуç çаврăнать, куç хуралса килет. Аннене, аннене курас килет... Пĕчĕк шăллăмпа йăмăкшăн та тунсăхларăм. Киле упаленсе çитрĕм темелле. Картлашка патĕнче чылайччен кантăм. Ара, ун тăрăх çÿлелле хăпарасси пирĕншĕн чĕр нуша-çке. Чĕркуççисене, алăсене ыраттарса çитрĕмех хваттере. Вырăн çинче анне хускалми выртнине курсан, унăн чунĕ тухнине ăнланса илтĕм. Акă шăллăм ун çумне кĕрсе выртрĕ, хыттăн ыталарĕ те кăкăрĕ çумне тĕршĕнчĕ... Кÿршĕсем пулăшнипе аннене утиялпа чĕркерĕмĕр те урама илсе тухрăмăр. Йывăç çумне хурса хăвартăмăр. Ăна масара илсе кайма никамăн та вăй-хал çукки кулянтарчĕ паллах. Анчах ним тума та çук. Чавса çывăх та, çыртма çук тенешкелех пулчĕ.

Виççĕ тултарайман Вовăна интерната илсе кайрĕç. Килте йăмăкпа иккĕнех юлтăмăр. Вĕрсе хăпартнă евĕр шыçăнтăмăр тата. «Ачамсем, сирĕнтен пурăнасси пулмасть пуль капла», — терĕ пĕр кунхине кÿршĕ арçынни. Унăн сăмахĕсем шиклентермерĕç. Мĕншĕн тесен вилĕм çывхарнине питĕ лайăх чухлатăп. Йăмăкăма çеç шеллетĕп. Вăл, ман чухлĕ те пурăнса кураймарĕ вĕт. Эпĕ хăть çак çĕр çинче 13 çул пурăнтăм, вăл вара çиччĕ çеç. Уйрăмлăхĕ пысăк вĕт.

Пире эвакуацилерĕç. Кайран Чулхулана тăвансем патне леçрĕç...»

Элиза ВАЛАНС хатĕрленĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.