Комментари хушас

20 Кăрлач, 2017

Чăваш халăх хаçачĕ

Чăваш халăх хаçачĕн «Хыпарăн» пĕрремĕш номерĕ 1906 çулхи кăрлачăн 21-мĕшĕнче тухнине пурте пĕлеççĕ ĕнтĕ. Иртнĕ ĕмĕр пуçламăшĕнче чăвашла хаçат кăларма мĕнле мехел çитернĕ-ши? Малтанхи çулсенче «Хыпар» мĕн çинчен çырнă?

О.ТИХОНОВ.

Çĕмĕрле районĕ.

Чăваш интеллигенцийĕн представителĕсем 1905 çулхи раштав уйăхĕнче влаçсенчен Хусанта эрнере пĕрре чăвашла «Хыпар» хаçат кăларса тăма ирĕк ыйтса илме пултарнă. Пĕрремĕш номер кун çути курни чăваш халăхĕшĕн истори пĕлтерĕшлĕ пулăм пулса тăнă. Хаçатăн пĕрремĕш редакторĕ Муркаш районĕнчи Купăрля ялĕнче çуралса ÿснĕ, Хусанта ĕçлесе пурăннă Н.Никольский пулнă. Вăл «Хыпара» 1906 çулхи çĕртме уйăхĕччен редакциленĕ. Малтанхи вăхăтра хаçат 1500 экземплярпа тухса тăнă.

Тухма пуçласанах «Хыпар» либераллă шухăшсене тĕпе хунă, патша Думине шаннине палăртакан статьясем пичетленĕ. Каярахпа революци-демократи идейисене тĕпе хума пуçланă. Революционер писательсемпе поэтсен сăввисем, калавĕсемпе фельетонĕсем, çĕршыври революци юхăмĕн ĕç-хĕлне çутатакан, хресченсем çĕршĕн кĕрешни çинчен пĕлтерекен статьясем кун çути курнă. Малтанхи тапхăрта «Хыпар» буржуалла национализма тĕпе хурса наци ыйтăвĕсене çутатнă пулсан, каярахпа халăхсемпе чĕлхесен пĕр танлăхне йышăнма, халăхсен туслăхне вăйлатма хистекен статьясем пичетлеме пуçланă. «Хыпар» çавăн пекех чăвашла куçарса кĕнеке кăларассине те пысăка хунă. 1906 çулта 7 пин тиражпа чăваш календарьне пичетлесе кăларнă. Политика брошюрисем те кун çути курнă.

Хаçат, чăнах та, сахал мар инкек тÿснĕ. Редакторсемпе хаçат ĕçченĕсене, кăларăмсене салатакансене репрессиленĕ, революци шухăшĕллĕ сăвăсемпе очерксене цензура касса вакланă, полици тата тĕн çыннисем хаçата халăхра сарăлма чарассишĕн нумай вăй хунă, жандармсем типографие пырса пĕрре çеç мар хатĕр хаçата аркатнă, хăшпĕр номере арестленĕ те. 1907 çулхи çĕртме уйăхĕн 3-мĕшĕнче хаçата хупса хунă. Пĕрремĕш «Хыпар» 17 уйăха яхăн 65 номер çеç тухнă пулин те чăваш халăхĕн аталанăвне пысăк тÿпе хывнă.

Иккĕмĕш хут «Хыпар» 1917 çулхи çу уйăхĕн 1-мĕшĕнче тухма пуçланă. 1918 çулхи нарăсăн 28-мĕшĕччен 69 номер кун çути курнă. 1918 çулхи нарăсăн 28 — çурла 7-мĕшĕсенче «Канаш» ятпа 53 номер тухнă. «Хыпар»-3 пĕтĕмпе те виçĕ номер кăна кун çути курнă. Ăна 1918 çулхи авăн уйăхĕн 1-10-мĕшĕсенче А.Гаврилова редакцилесе кăларнă. Тăваттăмĕш хут «чĕрĕлсе тăнă» «Хыпарăн» 9 номерĕ 1918 çулхи юпа уйăхĕн 19 – чÿк уйăхĕн 17-мĕшĕсенче кун çути курнă. Хаçат иккĕмĕш хут «Канаш» ятпа 1918 çулхи юпа уйăхĕн 5-мĕшĕнче тухма пуçланă. 1921 çулхи çу уйăхĕн 20-мĕшĕччен 671 номер пичетленнĕ. 1937 çулхи авăнăн 24-мĕшĕнче «Чăваш коммунĕ» /1940 çултан — «Чăваш коммуни»/ ятпа вулакан патне çитнĕ. 1952 çулхи пуш уйăхĕн 21-мĕшĕнче «Коммунизм ялавĕ» ятпа пĕрремĕш хут кун çути курнă. 1991 çулхи çурлан 30-мĕшĕнче çĕнĕрен «Хыпар» ятпа тухма пуçланă.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.