Хăйсен ĕçĕпе телейлĕ
Пĕррехинче Чăваш халăх писателĕнчен Юхма Мишшинчен çапла ыйтрăм: «Мĕншĕн эсир çуралнă Патăрьел тăрăхĕнчен çыравçăсем, ăсчахсем тата çар çыннисем нумай?» Хуравĕ çапларах пулчĕ: «Пăла шывĕн сиплĕхĕнчен килет...»
Паллах, эпĕ кун çути курнă çырма-çатраллă Шупашкар районĕ çĕр пулăхĕпе Патăрьелсемпе танлашаймĕ, анчах та кунта ĕçченлĕхпе, пултарулăхпа палăрнă çынсем сахал мар. Тĕслĕх вырăнне Кăшавăш тăрăхне илсе кăтартасшăн эпĕ. Тĕп усадьбăран икĕ çухрăмра вырнаçнă Сопаккасси ял çыннисем пĕртăвансем пек пурăнаççĕ. Пĕчĕк мăйăрăн тĕшши тутлă çав. Чи малтанах Анна, Екатерина, Виталий Григорьевсене асăнасшăн. Шел, ашшĕн, Тит Григорьевич Григорьевăн, 1928-1941 çулсенче учительте ĕçленĕскерĕн, ывăл-хĕрĕсем çитĕнсе Тăван çĕршывшăн усăллă çынсем пулса тăнине курса савăнма пÿрмен: 41 çулти арçын вăрçă вутĕнчен тухайман.
Ашшĕ ĕçне хĕрĕ Екатерина тăсма шут тытнă. Вăл И.Я.Яковлев ячĕллĕ педагогика институтĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн Çĕмĕрле, Тăвай районĕсенчи шкулсенче ĕçленĕ. Пĕр хушă директор çумĕ пулнă, «СССР халăха вĕрентес ĕç отличникĕ» ята тивĕçнĕ.
Григорьевсен çемйинче чи асли - Анна Титовна. Ун пирки уйрăммăн каламалла. Акă мĕнле йĕркесем çырнă ун пирки Шупашкарти агрегат завочĕн «Рабочая жизнь» хаçатра: «Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕн кавалерĕ Анна Титовна Григорьева пирĕн заводра 22 çул ĕçлет. Вăл - механика цехĕнчи тăваттăмĕш разрядлă токарь. 1958 çулхи мартра вăл Шупашкарти тракторсем валли запас пайĕсем тăвакан завода ?халĕ агрегат завочĕ% тĕрлĕ ĕç пурнăçлакан пулса вырнаçать. Икĕ çултан механика цехне куçать, токарь специальноçне алла илет. Кĕçех пултарулăхĕпе арçынсене те хыçа хăварать. Тепĕртакран ку ăсталăха 15 çамрăка хăнăхтарать.
1966 çулта вăл «Коммунизмла ĕç ударникĕ» ята тивĕçет. Ăна чикĕ леш енчи çĕршывсене ăсатмалли продукцисене туса хатĕрлеме шанаççĕ. А.Григорьева ăсталанă детальсене каялла тавăрса пани пулман. Вуннăмĕш пилĕкçуллăх планне Анна Титовна чылай малтан пурнăçлать...»
1981 çулта вара ăна Ленин орденĕпе чысланă. Паллах, асăннă завода ĕçе вырнаçнă чухне вăл хăçан та пулин икĕ орден, медаль илесси пирки шухăшламан та.
Анна Титовна шăллĕпе, Виталипе, пĕр вăхăт Чăваш Республикин Шалти ĕçсен министерствинче пĕрле ĕçлерĕмĕр. Вăл, «çиччĕ виçсе пĕрре касаканскер», сăмаха пули-пулми персе ямастчĕ. Виталий Титович ун чухне политикăпа воспитани пайĕн аслă инструкторĕччĕ. Пултарулăхĕпе опытне кура ăна тепĕртакран Мускав районĕнчи паспорт уйрăмне ертсе пыма шанчĕç. Виталий Григорьев майор яваплă ĕçре тивĕçлĕ канăва тухичченех тăрăшрĕ. Пенсире те алă усса лармасть ветеран, хурал тытăмĕнче ĕçлет.
Ункă шывĕ Сопаккассинчен виçĕ-тăватă çухрăмра çеç юхса выртать. Юхма Мишши Пăла шывĕ сиплĕ тенипе пĕртăван Григорьевсене лăпкăн юхакан Ункă та çирĕп вăй-хал, тарăн ăс-тăн парнеленĕ тесшĕн эпĕ.
Александр МОКИН.
Шупашкар хули.