Комментари хушас

19 Кăрлач, 2017

Ĕне ырри

Пăруланă хыççăнах пĕчĕк пăрушкана сĕт нумай кирлĕ мар. Ĕне çиллине вара сĕт лайăх антаракан пултăр тесе сусах тăмалла. Малтанхи кунсенче 4 хут, каярах 3 хутчен сумалла. Пăрушкаран ытлашши юлнă сĕте, пĕрремĕш-иккĕмĕш кунсенче сунăскере, пуçтарнă та ĕне ырри пĕçернĕ. Малтанхи сĕт ахаль ĕçме тутлă мар. Пĕçерсессĕн вара питĕ сиплĕ, тутлăхлă çимĕç пулать.

Ĕлĕк ĕне ыррине хуранпа пĕçеретчĕç. Халĕ тĕпне питех çунса ларман кастрюльпе, алюмини е нержавейка юрать, пĕçермелле. Тĕпне çунасран кастрюле чĕптĕм тăвар сапмалла, сĕте унта ямалла та вĕреме кĕртмелле, пăтратсах тăмалла.

Вĕрентнĕçемĕн сĕт тăпăрчăкланать. Хытса кайичченех вĕретмелле мар. Тутанса пăхса тăвар ямалла. Ĕне ыррин шÿрпи тăрăрах сарă е сăрăрах пулать, çĕнĕ сĕте вĕретсе илсе кастрюле хушмалла. Ĕне ырри тĕсĕ сĕт тĕслĕ пулĕ. Çак апата шыв, кĕрпе, çăмарта, çăнăх хушмалла мар. Ăна урпа е пăри тыррине авăртса тунă çăнăхран пĕçернĕ çăкăрпа çинĕ. Чустана йÿçĕтсе, çăрса хăпартнă, ăна купăста çулçи çине хурса кăмакара пĕçернĕ. Ăна хăпарту е читнăй тенĕ.

Хальхи вăхăтра хăпартусене лавккара туянма пулать.

Сиплĕхне кура ĕне ыррине малтан ачасене пухса çитернĕ. Çисе тухнă хыççăн пуç тăрăх шыв юхтарнă. «Ĕни сĕтлĕ пултăр» тесе ачасем киле тухса кайнă. Каçхине аслисем пуçтарăннă, тăвансем уй урлă пулсан та хăнана килнĕ.

Ĕлĕк ĕне хресченшĕн питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнă. Ăна хакланă, упранă. Ĕне лайăх пăруланине уяв пекех йышăннă. Малтанхи сĕте пуçтарса йăла-йĕрке апачĕ хатĕрленĕ, тăвансене пуçтарнă. Ĕне ырри мĕнле пĕçернипе Етĕрне районĕнчи Н.Иванова паллаштарать. Хăшпĕр çĕрте ĕне ыррине урăхларах пĕçернине те илтнĕ. Хăвăр тăрăхри рецептпа, йăла-йĕркепе паллаштарма ыйтатпăр.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.