Комментари хушас

18 Кăрлач, 2017

Çара каякансен сывлăхĕ лайăхланнă

Призывниксен 74,5% хĕсмете юрăхлă

Мероприятие Раççей Федерацийĕн субъекчĕсен ертÿçисем тата вĕсен представителĕсем, çавăн пекех çар комиссарĕсем хутшăннă. Чăваш Республикинчен — юстици тата пурлăх хутшăнăвĕсен министрĕ Наталья Тимофеева, вĕренÿпе çамрăксен политикин министрĕ Юрий Исаев, çар комиссарĕ Александр Мокрушин.

«Граждансене çара илесси — патшалăхăн пĕлтерĕшлĕ тĕллевĕ, ăна пурнăçлама федерацин ĕç тăвакан влаçĕн, РФ субъекчĕсен патшалăх влаçĕн тата вырăнти хăйтытăмлăх органĕсем хутшăнаççĕ», — тенĕ Василий Тонкошкуров. 2016 çулхи кĕркунне çĕршыври 150 пин ытла каччă çар ретне тăнă.

Чăваш Республикинче кĕркуннехи призывра наряда 100% пурнăçланă, 1591 çын салтак аттине тăхăннă. Çар службине чĕнтернĕ граждансене ăсатассин планне пăсни пулман. Вĕсене тумтирпе тата апат-çимĕçпе туллин тивĕçтернĕ.

Призыв комиссийĕсене 5814 çынна чĕнтернĕ: çав шутран 5791-шĕ килнĕ, 23-шĕ пĕлтерĕшлĕ сăлтавсăрах пыман. Комиссисене килнисенчен тăваттăшĕ медицина тĕрĕслевĕ витĕр туллин тухман, 3046-шне отсрочка панă. 1103-шне призывран хăтарнă, çав шутран 77-шĕ çар службине юрăхсăр. Çуркуннехи призыв кампанийĕпе танлаштарсан граждансен сывлăх шайĕ кăштах лайăхланнă. Призывниксен 74,5% çар службине юрăхлă тесе йышăннă.

Кĕркунне çар ретне тăнисенчен 336-шĕ /21,1%/ аслă пĕлÿллĕ. 635-шĕ /39,9%/ — вăтам професси, 488-шĕ /30,7%/ — вăтам тата 132-шĕ /8,3%/ тĕп пĕтĕмĕшле пĕлÿ илнĕ.

ЧР Юстици тата пурлăх хутшăнăвĕсен министерстви пĕлтернĕ тăрăх — 2016 çулта çар службине альтернативлă службăпа улăштарас тесе 16 призывник заявлени панă. Вĕсенчен 9-шĕ тĕне тĕпе хурса çара каймасть, 7-шĕ — тĕнчекурăмне пула.

2015-2016 вĕренÿ çулĕнче Раççей ДОСААФĕнче 300 çамрăка çар-учет специальноçĕсемпе вĕрентнĕ. 200 çын «С» категориллĕ водителе вĕреннĕ, «Д» категориллине — 25, «Е» категориллине — 15, водитель-электромеханика — 60 çын. Занятисем ДОСААФăн 6 вĕренÿ учрежденийĕнче икĕ тапхăрпа иртнĕ. Хатĕрленÿ нарядне те 100% пурнăçланă.

Пресс-конференцире граждансене çар службине хатĕрлессин, çамрăксене çарпа патриот воспитанийĕ парассин ыйтăвĕсене те сÿтсе явнă. Чăваш Енре ку енĕпе пысăк ĕç пурнăçлаççĕ. Пирĕн регионта граждансене çар службине хатĕрлекен тата çар-патриот воспитанийĕн республика центрĕ /«ЮНИТЭКС» АУ никĕсĕ çинче/ тата 6 зона центрĕсем ĕçлеççĕ. Кадет юхăмĕ анлăланса пырать: 4 кадет шкулĕ пур, пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан 47 организацире 89 кадет класĕ йĕркеленĕ, вĕсенче 3511 ачапа çамрăк вĕренет.

Республикăри «Зарница» тата «Орленок» финал вăййисене ирттерес йăлана 48 çул /1968 çултанпа/ пăрахăçламан. Вĕренÿ çулĕ вăхăтĕнче 20 ытла пултарулăх, практика, теори конкурс ăмăртăвĕсем иртеççĕ, вĕсене 30 пин ытла ачапа çул çитмен çамрăк хутшăнать. 2016 çулта, сăмахран, Патăрьел районĕнче çамрăк армеецсен юхăмĕн «Зарница» тата «Орленок» финал вăййисем иртнĕ. Унта 80 команда, 1 пин ытла çын хутшăннă.

Вĕренÿ организацийĕсенче 44 çар-патриот пĕрлешĕвĕ туса хунă. Республикăра шыравçăсен 16 пĕрлешĕвĕ ĕçлет, вĕсенчен 13-шне Пĕтĕм Раççейри «Раççей шыравçăсен юхăмĕ» общество юхăмĕн Чăваш регион уйрăмĕн йышне кĕртнĕ.

Çулсеренех кăрлач уйăхĕн 23-мĕ­шĕнчен пуçласа нарăс уйăхĕн 23-мĕ­шĕччен оборона-массăллă тата спорт ĕçĕн уйăхлăхĕ иртет. Çуркунне тата кĕркунне Призывник кунне йĕркелеççĕ. Çавăн пекех кашни кĕркунне чăваш каччисене Мускав Кремлĕн Президент полкне савăнăçлă лару-тăрура чыслăн ăсатаççĕ.

Чăваш Республикин призыв комиссийĕн йышне «ЮНАРМИЯ» представительне кĕртнĕ. Муниципалитет районĕсемпе хула округĕсен призыв комиссийĕсен ĕçне общество организацийĕсен представителĕсем те хутшăнаççĕ. Çак комиссисен ларăвĕсене чылай чухне призывниксен ашшĕ-амăшĕ те килет.

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.