Комментари хушас

14 Кăрлач, 2017

Мулкач шурă кĕрĕк тăхăнчĕ

Республикăри Хĕрарăмсен союзĕн ыркăмăллăх фончĕпе пуканеçĕсем асамлăх кĕтекен ачасене Çĕнĕ çул парнипе савăнтарчĕç. Тĕрлĕ конкурсра палăрнă, вĕренÿре ĕлкĕрсе пыракан, йышлă, сахал тупăшлă çемьесенчи хĕрачасемпе арçын ачасем валли уяв программи хатĕрленĕ вĕсем.

«Хĕл Мучи патне çыру ятăр-и? Хăш-пĕрин ĕмĕчĕ пурнăçланчĕ пулĕ. Ыттисен те пăшăрханмалла мар — çулталăк тăршшĕпе вăхăт пур-ха, шухăшлани çитетех», — сăмах илчĕ Ыркăмăллăх фончĕн ертÿçи Лариса Игнатьева. Ачасене юлташ ытларах тупма, ашшĕ-амăшне хытăрах юратма сунчĕ вăл. Пукане театрне пуçтарăннисене уяв ячĕпе çавнашкалах Хĕрарăмсен союзĕн ертÿçи Ольга Зайцева, Ашшĕсен канашĕн пуçлăхĕ Владимир Викторов саламларĕç.

Юмах сăнарне çаврăннă ачасем курав залне вырнаçсанах Юхма Мишши пьеси тăрăх çырнă «Белая шубка для Зайчонка» спектакль пуçланчĕ. «Хĕл Мучи чирленĕ. Кăçал мулкача çĕнĕ кĕрĕк парнелеймĕ. Хĕлле тĕс улăштарайманскерне тытса çиме çăмăлрах пулĕ», — хĕпĕртеççĕ тилĕпе кашкăр. Юрать каюра йывăç тымарĕсенчен эмел хатĕрлеме пĕлет. Ăна пăлан çил-тăман витĕр Çурçĕре леçме вăй çитерет. Тилĕпе кашкăр çаплипех уява пăсасшăн. Вăрманта пурăнакансен ячĕпе Хĕл Мучи патне çыру яраççĕ вĕсем. Ăна кăçал никам та кĕтмест, çула тухмасан та юрать имĕш. Хăйне улталама хăтланнине, суйса çырнине çийĕнчех тавçăрать асамçă. Акă курăр-ха, шурă кĕрĕклĕ мулкач никамран телейлĕ халĕ.

Унтан ачасем елка тавра юрласа ташларĕç. Фунтикăн Çĕнĕ çул фокусĕсем пурин кăмăлне те кайрĕç. Беладоннăран тарса пытанма, ачасемпе туслашма пултарчĕ вăл.

Хĕл Мучипе тата Юр пикепе тĕл пулни те чылайлăха ачасен асĕнче юлĕ. Вĕсем уява килнисем валли конкурссем ирттерчĕç. Кашниех хăйĕн пултарулăхне кăтартма тăрăшрĕ. Юлашкинчен уяв йĕркелÿçисем пурне те пылак çимĕçпе хăналарĕç. Çĕнĕ çула хаваслă кĕтсе илтĕмĕр.

Марина ТУМАЛАНОВА.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.