Комментари хушас

14 Кăрлач, 2017

Çичĕ сăрт çинчи хула

Хисеплĕ вулакансем, хаçатра çĕнĕ рубрика уçатпăр. Шĕкĕр хуламăрăн историйĕпе, паллă вырăнĕсемпе тĕплĕнрех паллаштарăпăр. Урамсен ячĕсене, чăваш историйĕнче йĕр хăварнă çынсен ячĕпе хисепленекеннисене — уйрăмах, тишкерĕпĕр. Тĕрлĕ викторина та йĕркелĕпĕр.

Паян вара Шупашкар епле аталаннине кĕскен тепре аса илĕпĕр.

Шупашкар пирки пĕрремĕш хут çырура асăнни 1469 çулпа пĕр килет. Çавăнпах хула историйĕн пуçламăшне те унпах çыхăнтараççĕ. Анчах кунта халăх чылай маларах тĕпленсе пурăнма тытăннă. Малтанах Шупашкар вăрман варринче ларнă. Йĕри-тавра марисемпе чăвашсем пурăннă. Икĕ халăх та нумай турра ĕненнĕ. Вĕсен шучĕ 77 таранах çитнĕ. Çавăнпах «77» асамлă шут вырăнĕнчех пулнă. Чухăн халăх паттăр кÿршисенчен, влаçран çеç мар, чылай турăран та хăранă. Христос тĕнне йышăннă тата çырулăх сарăлнă май халăх хăйне ирĕклĕрех тыткалама пуçланă.

Хула пысăк пулман, урлă та, тăрăхла та — икĕ-виçĕ çухрăм çеç. Шупашкарпа Кайбулка юханшывĕсем пĕрлешнĕ тĕлте ларнă вăл. Çурçĕр енĕпе Атăл хĕррине тухнă. Варри — тип-тикĕс вырăн — хĕрлĕ тÿрем пулнă. Йĕри-тавралла — сип-симĕс урамсем. Вĕсене сăртсем çавăрса илнĕ. Ячĕсем те хăватлă: Архангельская, Соборная, Ярилы, Слюзова, Старая, Благовещенская, Кувшинская. Пурĕ — 7. Çавăнпах Шупашкара «7 сăрт çинчи хула» тесе те каланă. «Авалхи Рим пекех», — шÿтленĕ теприсем.

Шупашкар сарăлса пынă май сăртсем пусăрăнсах пынă, çырмасем вара — тарăнланнă. Çакă, паллах, çуртсемпе çулсем тума пуçланипе çыхăннă.

XIX ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче Шупашкарта 76 урампа тăкăрлăк, лапам пулнă. 860 кил шутласа кăларнă. Çурт хăпартман çĕр пайĕсем те пулнă-ха. Вĕсен хуçисем пуянрах хресченсем, чиновниксем, офицерсем, салтаксем пулса тăнă каярах.

1555 çулта хаяр Иван патша Шупашкара вырăс крепоç-хулин ятне панă. Шупашкар куçса килекен вырăссен шучĕпе пысăкланнă. 200-300 çул каялла хулара чăвашсем пурăнман. Октябрь революцийĕ умĕн те вĕсен шучĕ 10 процентран иртмен. Пирĕн халăх вырăссемпе хутăш тымар янă, тутарсем пек пĕр вырăна чăмăртанман. Çакă вырăссемпе чăвашсем пĕр тĕне ĕненнипе те çыхăннă ахăр.

Илемлĕ вырăнта ларать Шупашкар. Çырмасемпе сăртсем... Вĕсен хушшинче — çуртсемпе чиркÿсем. Çакна патшасем те асăрханă. Шупашкарта ытларах йывăç çуртсем хăпартнă. Ăнланмалла: юнашарах вăрман-çке. Вырăнти халăх пуртăпа питех те ăста ĕçленĕ. Ахальтен мар I Петĕр патша чăваш çĕрĕ çинчен ăста платниксене флот тума илсе кайнă.

Шупашкарти пĕрремĕш тĕн çурчĕ — Введени чиркĕвĕ. Ăна 16-17-мĕш ĕмĕрсенче хăпартнă. 1566 çулта хаяр Иван хушăвĕпе Çветтуй Троица ячĕллĕ арçынсен мăнастырĕ уçăлать.

Шупашкар малтанах плансăр хăпарнă, çуртсене урлă-пирлĕ вырнаçтарнă. 18 ĕмĕр вĕçĕнче — 19 ĕмĕр пуçламăшĕнче çеç планпа ĕçлеме тытăнаççĕ. 1773 çулта хула тĕппипех /2/3 пайĕ/ çунни те паллă. Çакă строительствăна чăнахах та палăртнă йĕркепе тумаллине ăнланса илме пулăшнă. Проекта II Екатерина хăй алă пусса çирĕплетнĕ. Анчах вăл та, каярах хатĕрлени те пурнăçа кĕмен.

18 ĕмĕрте Шупашкарта хыснан, архивăн, магистратăн, курка картишĕн тата 10 чиркÿн кирпĕч çурчĕ хăпарнă. Шупашкар Чăвашри чи пысăк хула пулса тăнă. Çуртсене чулран çĕклеме тытăнсан та хулара йывăçран хăпартнисем ытларах пулнă. Çавăнпах вăл пĕрре мар кĕлленнĕ: 1704, 1720, 1755, 1758 тата 1773 çулсенче.

1879 çулта Шупашкарта 4498 çын пурăннă. 1880 çулта хулара 783 çурт /33-шĕ — чулран/, 91 лавкка, 3 училище, 2 больница тата 1 банк шутра тăнă.

1920 çулта Шупашкар Чăваш автономи облаçĕн центрĕ пулса тăнă. 1925-1992 çулсенче — Чăваш АССРĕн тĕп хули. Ку статуса илсен унăн пурнăçĕ тĕпрен улшăннă.

Хула архитектурин историйĕнчи пысăк пулăм — “Родина” кинотеатр. Пысăк проектсенчен пĕри — Канашсен çурчĕ /хальхи Правительство çурчĕ/. Ăна 1934-40 çулсенче хăпартнă.

1987 çулта ГЭС тунă май хулан пысăк пайĕ шыв айне пулнă. Унпа пĕрле — историн чылай палăкĕ те.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.