ÇӲÇЕ ЧЕЙ ПУЛĂШАТЬ
Чей заваркипе çÿçе сиплеме те усă кураççĕ. Унра тĕрлĕ витамин, минерал, хытаракан япала нумай. Вĕсем çÿçе ÿсме пулăшаççĕ. Эфир çăвĕсем çирĕплетеççĕ, лĕкĕрен хÿтĕлеççĕ.
Тăкăнсан
1 чей кашăкĕ хура чейе /сарă çÿçлисен симĕс чей илмелле/ тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла. Сăрăхтармалла, чĕрĕк лимон сĕткенĕ хушмалла. 1 литр ăшă шыва ярса пăтратмалла. Шĕвекпе кунсерен çÿç тымарĕсене тата пуç ÿтне 10 кун сăтăрмалла. Пуçа çумалли вăхăт çитиччен чÿхемелле мар.
Çÿç хытах вăйсăрланнă, типсех кайнă пулсан лимон вырăнне эмел курăкĕн /ромашка аптечная/ шĕвекĕ чĕрĕк стакан хушма юрать. Тин вĕренĕ 1 стакан шыва 1 апат кашăкĕ вĕтетнĕ типĕ чечек ярса çур сехет лартмалла, сăрăхтармалла. Хутăшпа çÿç тымарĕсене кун сиктерсе сăтăрмалла.
Ытла çуллă
Хура чейĕн çăра шĕвекне /малтанхи рецептри пекех хатĕрлемелле/ пĕр шайлашупа юман шĕвекĕпе хутăштармалла. Тин вĕренĕ 1 стакан шыва вĕтетнĕ типĕ 1 апат кашăкĕ юман хуппи ярса вăйсăр çулăм çинче 15 минут пиçĕхтермелле, сăрăхтармалла. Хутăшпа çÿçе кашни çумассерен чÿхемелле.
Сарă çÿçлĕ çынсене ку меслет юрамасть, шĕвек çÿçе тĕксĕмлетет.
Лĕкĕ нумай
1 чей кашăкĕ хура чей заваркине /сарă çÿçлисем валли — симĕс чей/ чĕрĕк стакан шыва ямалла. Вĕреме кĕртмелле, вăйсăр çулăм çинче 2-3 минут лартмалла та сăрăхтармалла. 1-ер апат кашăкĕ чей шĕвекĕпе касторка çăвне хутăштармалла. Витĕмне вăйлатма А тата Е çу витаминĕсене пĕр-икĕ капсула хушма юрать.
Хутăша çÿç тымарĕсене тата пуç ÿтне сĕрмелле. 2 сехетрен шампуньпе çуса тасатмалла. Курс — эрнере 2-3 хут лĕкĕ çухаличчен.