Комментари хушас

11 Кăрлач, 2017

СЕХЕТ ТĂРĂХ ПУРĂНАТПĂР

Ăсчахсем талăкăн хăш вăхăтĕнче операцие выртсан, хăçан экзамена хатĕрленсен, хăçан спорт тренировки ирттерсен лайăхраххине тĕпчесе пĕлнĕ. Çавăн пекех — чĕре чирлĕ çынсен ирхи ултă сехетре мĕншĕн асăрхануллăрах пулмаллине те.

9-11 сехетсенче прививка туни талăкăн ытти тапхăрĕнчипе танлаштарсан чылай витĕмлĕрех. Çакăн хыççăн çын хăйне чылай çăмăлрах туять. Ăсчахсем прививка валли чи ăнăçсăр вăхăт 15-17 сехетсем тесе палăртаççĕ. Вĕсем çакна иммун тытăмĕ ирхине нихçанхинчен те активлăрах пулнипе ăнлантараççĕ. Каярахпа вăл "çывăрса кайма" пуçлать.

6 сехетре статистика тăрăх ытти вăхăтринчен чылай тăтăшрах чĕре приступĕ, инсульт, инфаркт аталанаççĕ. Ăсчахсем çак пулăма юн пусăмĕ час-часах ирсерен ÿснипе, юн тымарĕсем ытти вăхăтринчен патракраххипе ăнлантараççĕ. Чĕре чирлĕ пулсан кирлĕ эмелсене кравать çывăхĕнчех тытмалла, юнашарах — телефона та.

7 сехетре мигрень, çурăм ыратни, аллерги вĕрĕлни аптратма пултараççĕ. Çакна хальлĕхе уçăмлă ăнлантараймаççĕ-ха. Çапах та эсир аллергипе е ревматизмпа чирлĕ пулсан будильнике ирхи 7 сехете мар, 8 сехете лартсан вырăнлăрах.

8 сехет — вăранма питĕ лайăх вăхăт. Ăсчахсем куна зарядкăран /сывлăх мĕнлине кура юрасан/ пуçлама сĕнеççĕ. Унсăр пуçне 8 сехет ача тĕвĕленмелли чи меллĕ вăхăт шутланать. Арçыннăн ар вăрлăхĕ ирхине нихăш вăхăтринчен те активлăрах.

9 сехет — операци ирттермелли чи лайăх вăхăт. 15 сехетрен пуçласа 17 сехетчен вара çакăн валли чи япăх вăхăт тесе палăртаççĕ.

10 сехет тĕлне пуç мими йăлтах вăранса çитет. Çавна май ĕç проекчĕсене сÿтсе явма, экзамена хатĕрленме, пĕлтерĕшлĕ хыпара астуса юлма лайăх. Тĕпчевçĕсем палăртнă тăрăх, экзамен тытмалли чи лайăх вăхăт — 11-12 сехетсем. Çак тĕле астăвăм тата тимлĕх вăйланаççĕ.

12-13 сехетсене спорт валли уйăрмалла. Кăнтăрлахи апат хыççăн тата уйрăмах каçхине ăсчахсем бассейна та, аэробикăна та çÿреме сĕнмеççĕ. Çакна организм çывăрма хатĕрленнипе ăнлантараççĕ.

14 сехетре тимлĕх кăштах чакать. Çак вăхăтра канма, кăштах тĕлĕрсе илме е ĕçрен, вĕренÿрен çур сехете те пулин уйрăлма сĕнеççĕ. Сăмах май, 18 сехет тĕлне вăй-хал каллех çĕнелет. Ăсчахсен шухăшĕпе шăпах çак вăхăтра пуçа чи ăслă шухăшсем кĕреççĕ.

19 сехет — кирлĕ эмелсене ĕçмелли чи лайăх вăхăт.

20-23 сехетсем — вар-хырăм ыратнипе аптракансемшĕн чи хăрушă тапхăр: гастрит вĕрĕлме пултарать. Каçсерен çивĕч аппендицит тĕслĕхĕ чи нумай пулнине палăртнă.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.