Комментари хушас

30 Раштав, 2016

Маргарита ИЛЬИНА: “Ырри малашлăха çул кăтарттăр”

Сехет йĕппи васкамасăр çаврăнсах вăхăта малалла хăвалать. Ача чухне кашни Çĕнĕ çула чăтăмсăррăн кĕтеттĕмĕр. Уяв чунра савăк туйăм çуратать-çке. Эпир гороскопсене пит пĕлсех ÿсмен — темĕн килет унта, темĕн каять? Халĕ акă çирĕп пĕлсе тăратпăр: Упăтепе сывпуллашăпăр та кăçал Автана кĕтсе илĕпĕр. Теме вĕрентекен те пур халĕ: мĕн тăхăнса кĕтсе илмелле ăна, сĕтел çине мĕн янтăламалла, пÿрт-çурта епле капăрлатмалла? Чи кирли — Автан кăна ан кÿрентĕр...

Упăте çулĕнче темĕн те пулса иртрĕ: ырри те, усалли те. Начарри иртнĕлĕхе юлтăр, ырри малашлăха çул кăтарттăр. Кашни çын тĕнчене телей кăна курма килтĕрччĕ. Атте-аннемĕрĕн кун-çулĕ вăрăм пултăр, çемьере ача-пăча савăк сасси янăратăр, сĕтел-çинчен çăкăр-тăвар ан татăлтăр, тĕнчере тăнăçлăх хуçалантăр. Çĕнĕ çул ячĕпе, туссем! Эсир яланах пирĕнпе пуласса шанас килет. Пушшех те, çитес çул “Чăваш хĕрарăмĕ” тухма пуçланăранпа 20 çул çитет. Курăмлă пулăма пысăк йышпа — сирĕнпе пĕрле — кĕтсе илесчĕ. Эпир çитес çул та тĕрлĕ района хаваспах тухса çÿрĕпĕр. Эсир те пирĕнпе çыхăну йĕркелеме ан манăр — почтальонпа тĕл пулма маннă пулсан хаçата нарăс уйăхĕнчен пуçласа илсе тăмашкăн çырăнма пултаратăр.

Тав сире, тăванăмăрсем!

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.