Комментари хушас

30 Раштав, 2016

Эреш хăтлăлатать

Кăçал Çĕрпÿ районĕнчи Чурачăкри Афанасьевсем çурт таврашне хăтлăлатассипе, илем кÿрессипе районта пĕрремĕш вырăн йышăннă. Çапах мĕнпе уйрăлса тăрать-ши вĕсен килĕ? Çакна уçăмлатмашкăн шала кĕрсе курас килчĕ.

Афанасьевсен эрешпе илемлетнĕ кил-çуртне аякранах уйăрса илме пулать. Çутă тĕссемпе сăрланăскер çăтмах вырăнне, юмах тĕнчине аса илтерет. Кил хуçисен алă çыпăçулăхĕ, чăн та, тĕлĕнтерет.

Халĕ кил умĕнчи аист йăви пушă — кайăксем кăнтăра вĕçсе кайнă тейĕн. Тĕрĕссипе, çак кĕтесе хуçисем хăйсемех ăсталанă. Халĕ упасен, тăрнасен, аистсен кÿлеписем çуркуннеччен типтерлĕ упранаççĕ. Юр ирĕлсенех пахчара, кил картишĕнче хăйсен вырăнне йышăнĕç вĕсем.

"Ывăлпа хĕр çемйисемпе тăван киле тăтăш килеççĕ. Куç пек кĕтнĕскерсем çитсенех пĕрле хăш ĕçе пуçăнмаллине палăртатпăр", — ăнлантарать Клавдия Леонтьевна. Сăмах май, арçынсем ятарласах йывăçран эреш касса кăларма вĕреннĕ.

Нумаях пулмасть Афанасьевсем пÿрт тăррине улăштарнă. Строительство материалĕпе усă курсан йывăçран çапса тунă тĕпĕ кăна юлнă. "Çĕмĕрме шел. Мĕнле усă курмалла унпа?" — сăмах пуçартăмăр çемьепе черетлĕ хут пуçтарăнсан. Ачасем çийĕнчех майне тупрĕç. Вĕсемпе сак, кресло ăсталарăмăр. Çак япаласем хăйнеевĕрлĕ пулса тухрĕç", — каласа кăтартать кил хуçи арăмĕ.

Вутă-шанкă сарайĕ пĕчĕк пÿрт майлă курăнать. Йĕри-таврари хуралтăсене те сăрă тĕксе сăн кĕртнĕ. Хитрелĕхшĕн вырнаçтарнă пусă та, арман та тавралăха хăтлăлатаççĕ. Çырма таврашне хыр лартнă вĕсем. Кĕçех хунавсем вăй илĕç, тÿпенелле кармашĕç.

Юрий Васильевичпа Клавдия Леонтьевна пÿртри, картишĕнчи, пахчари пур ĕçе те пĕрле тума хăнăхнă. Хĕлле килĕшÿллĕ çак мăшăр çăматă йăвалать. "Темиçе çул тăхтав туса пăхрăмăр та кăçал каллех ĕçе пуçăнтăмăр", — теççĕ вĕсем. Курттăмăн илекенсем Афанасьевсем патне сукмак такăрлатма ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ.

Марина ТУМАЛАНОВА.

Автор сăнÿкерчĕкĕсем.

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.