Упа та, тилĕ те килĕ кунта...
Вăрмар районĕнчи Арапуç шкулĕнче тăваттăмĕш класра вĕренекенсем паян та ытти кунсенчи пекех хаваслă! Ара, умра Çĕнĕ çул-çке! Çак уява асра юлмалла ирттерес тĕллевпе хаваслă ушкăн класри чăрăша илемлетрĕ, кантăксем те вĕсем тăрăшнăранах тĕрлĕ тĕслĕ «юр пĕрчипе» хупланчĕç.
— Чимĕр-ха, ачасем! Çĕнĕ çул хăнине Хĕл Мучие ытти çĕршывра епле чĕнеççĕ-ши? — тесе вĕренÿ отличникĕ Маша Петрова сĕтел çинчи глобуса самантрах ярса илчĕ те ăна çавăрттарма тытăнчĕ. — Акă Финлянди çĕр-шывĕ. Унта ачасене пылак кучченеçпе савăнтараканĕ, юрă-сăвăпа кăмăлĕсене уçаканĕ — Йоулупукки.
— Тĕрĕс! Испанири Папа Ноэль те уява чăтăмсăр кĕтекенсене тĕлĕнтермĕшсемпе савăнтарĕ. Кашни ачан ĕмĕтне пурнăçа кĕртес тесе пĕтĕм вăй-халне шеллемессе шансах тăратăп, — пырса тăчĕ ун патне тантăшĕ Настя Руссанова.
Уйрăлми туссен калаçăвне илтнĕ Костя Спиридонов та вĕсем патне вас-каса çитрĕ.
— Узбекистанри Корбобо та Çĕнĕ Çул каç хĕр ачасемпе арçын ачасене хавас кăмăл парнелĕ. Чим, туссем, эсир хамăрăн юратнă Хĕл Мучи кĕлеткине юртан туса лартма ĕлкĕртĕр-и? Праçникре пÿлĕмсенче çеç мар, урамра та капăрлăх хуçалантăр! Ялсенче те уявра чăрăшсем чăвашла çутатчăр, ачасем чăвашла юрă юрласа сăвă калатчăр, — терĕ Костя сăмах çăмхине хавасланса та хăпартланса сÿтнĕ май. — Пирĕн, чăваш ачисен, атте-анне чĕлхине упраса хăвармаллах. Кун пирки класс ертÿçи те тăтăш аса илтерет. Апла тăк уявра та эпир те чăвашла çеç сăвă калăпăр, ташлăпăр, юрлăпăр. Килĕшмелле-и? Калаçса татăлтăмăр-и?
Шавларĕ çеç класс, пĕри те тепри ăмăртмалла Çĕнĕ çула халалласа сăвă калама тытăнчĕç. Ку ĕнтĕ хăйне евĕр репетици пулчĕ.
— Чим, уяв каçĕнче кам пуласшăн эсĕ? — тесе ачасем пĕр-пĕрне çине-çинех ыйту пачĕç.
...Акă кĕтнĕ кун çитĕ те чăрăш тавра «Упасем», «Мулкачсем», «Тилĕсем» тата ытти чĕрчун çаврăнма та тытăнĕ.
Элиза ВАЛАНС.
Вăрмар районĕ, Арапуç шкулĕ.