Комментари хушас

21 Раштав, 2016

МИКРОБ ПЫЛАК ЮРАТАТЬ

Авалтан пуçласах шăнса пăсăлсан шур çырлин /клюква/ е кĕтмел /брусника/ морсне май килнĕ таран ытларах ĕçме тăрăшнă. Анчах ку сиенлĕ иккен.

Морс ĕçмесен лайăх

Тухтăрсем ОРЗ чухне морс мар, ахаль шыв, чей, эмел курăкĕсен шĕвекĕ ĕçме сĕнеççĕ. Сăлтавĕ кунта чир пуçаракан микробсем йÿçеке питĕ хытă юратнинче. Çавна май морсăн вĕтĕ пайĕсем шыçнă сăмсапа пырта пухăнса чир микробĕсене ĕрчеме май туса параççĕ.

Лимон янă чей

Çак сăлтавпах лимон хушнă чей те ĕçмелле мар. Цитруссем лăймака сийе вĕчĕрхентереççĕ, чире вĕрĕлтереççĕ. Çавăнпа ОРЗ чухне ытти цитрус та /вĕсенче вируссемпе бактерисене пĕтерекен С витамин нумай пулсан та/ усăллă мар, апельсин, грейпфрут, мандарин çиме, сĕткенне ĕçме сĕнмеççĕ. Çак тапхăрта аптека витаминĕ лайăхрах.

Çăка чечекĕ те

Чирленĕ тапхăрта курăксемпе те, çав шутра çăка чечекĕпе, асăрхануллă пулмалла. Унăн шĕвекне темиçе кун кăна ĕçме юрать иккен. Мĕншĕн тесен çăка чечекĕнче куç çивĕчлĕхне чакаракан япаласем пур. Çавăнпа çăка чейне профилактика тĕллевĕпе виçесĕр ĕçсен суккăрланма та пулать. ОРЗ чухне ăна апат хыççăн е çĕрлене хирĕç çуршар стакан ĕçмелле. Вĕтетнĕ типĕ 1 апат кашăкĕ çăка чечекне тин вĕренĕ çур литр шыва ярса 15 минут лартмалла та сăрăхтармалла.

Иçĕмпе банан

Иçĕм шăнса пăсăлнипе пулнă чирсене вĕрĕлтерет. Сăлтавĕ — иçĕмре глюкоза питĕ нумай пулнинче. Унăн пайĕсем çăварпа пырта юлаççĕ. Банан та çимелле мар, Пирĕн апат ирĕлтерекен тытăм вĕсене йывăрпа ирĕлтерет, мĕншĕн тесен çак çимçĕсем кăткăс углеводсенчен тăраççĕ. Пĕтĕм хăватне сиенлĕ микроорганизмсемпе кĕрешме тăкаклакан чирлĕ организма çак çимĕçсемпе хушма йывăрлăх кÿресрен асăрханăр.

Манма тивет

Чир пуçаракансем йÿçек кăна мар, пылак та юратаççĕ иккен. Çавăнпа чирленĕ тапхăрта канфет, шăккалат, варени, ытти пылак çинчен мансан тĕрĕсрех. Анчах пылаксăр чăтаймастăр, тĕслĕхрен, халва çирĕр пулсан микробсене пылаксăр хăварма çăварпа пыра сода, фурацилин е ытти антисептик шĕвекĕпе чÿхемелле.

Хурлăхан çулçи аван

ОРЗран хăвăртрах сывалма тата иммунитета çирĕплетме хура хурлăхан çулçи пулăшать. Шĕвек хатĕрлемелле: вĕтетнĕ 1 апат кашăкĕ çулçа тин вĕренĕ 1,5 стакан шыва ямалла, ăшă чĕркесе 15 минут лартмалла та сăрăхтармалла. Кунне 3 хут çуршар стакан ĕçмелле. Анчах çулçа шурă фарфор чейникре кăна пиçĕхтермелле — ытти савăтра сиплĕ енĕсенчен пĕр пайĕ çухалать. Хурлăхан çулçисĕр пуçне хăмла çырлин çулçипе, эмел шур курăкĕпе /шалфей/, шапа хупаххипе /мать-и-мачеха/, пылак тымарпа /солодка/, матрÿшкепе /душица/, эхинацейăпа усă курма юрать.

Сăмах май, бронхитран çак рецепт витĕмлĕ пулăшать: 1 стакан шăлан çырлине тин вĕренĕ 2 стакан шыва ямалла, 1 апат кашăкĕ пыл хушмалла. 3 пая уйăрса пĕр кунра ĕçсе ямалла.

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.